Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.11.23 Малашлӑха пӑхаканӑн пулаcлӑхӗ пысӑк (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

   Вӗрентекен пулмах ҫуралнӑ вӑл. Турӑ пӳрнӗ теҫҫӗ ун пек чухне. Ӗҫӗпе те, калаҫӑвӗ-хусканӑвӗпе те ачасене тыткӑнлать. Сӑмахӑм -Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта ачасене хими тата биологи вӗрентекен Наталья Васильевна Мидакова ҫинчен. Пултаруллӑ педагога ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ мухтанине пӗрре кӑна мар илтнӗччӗ, анчах хӑйӗнпе пӗрремӗш хут тӗл пулса калаҫрӑм. Ачасене чунран юратакан педагог вӗренекенсем ҫинчен пысӑк хавхаланупа каласа пачӗ.

   Наталья Васильевна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑшра ҫуралса уснӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн биохими факультетне пӗтернӗ.  Тӑрӑшса вӗренекен пултаруллӑ стунденткӑна педагогсем кафедрӑнах хӑварасшӑн пулнӑ, анчах хӗр тӑван районах таврӑннӑ. Ҫав ҫулсене аса илсе Н.Мидакова ҫапла пӗтӗмлетрӗ:

   - Манӑн шӑпана Анатолий Степанович Моисеев татса пачӗ. Вӑл - манӑн наставник. Эпӗ шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн урокӗсене кӑмӑллаттӑм. Шухӑшлама, ӑнлава аталантарма чылай пулӑшрӗ. Учитель профессине суйласа илме те витӗм кӳчӗ. Халӗ эпӗ шкулсӑр, ачасемсӗр пурӑнаймастӑп. Чи кирли - кирек мӗнле ӗҫе те юратса пурнӑҫлани. Ҫавӑн чухне хавхалану та, малашлӑх тӗллевсем те ҫуралаҫҫӗ. Тата ытларах тӑрӑшса ӗҫлес килет.

Наталья Васильевна - 10 «а» класс ертуҫи те. Класри 25 ачашӑн вӑл педагог кӑна мар, ҫывӑх юлташ та. Кашнин кӑмӑл-туйӑмне пӗлсе тӑрать. Ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑну ҫирӗп, вӗсене те сӗнӳ-канаш сахал мар парать.

   Вӗренӳ программи кӑткӑсланса пынӑ май учителӗн те яваплӑхӗ ӳсет. Ҫӗнӗ темӑсем валли уйӑрнӑ сехетсем сахалли урокра кашни минутпа туллин усӑ курма хистет. Ҫакна тӗпе хурать Мидакова. «Ачасем кӑна мар, эпӗ те кашни уроках тӗплӗн хатӗрленетӗп», - тет вӑл кӑмӑллӑн. Вӗренекенсем те тӗрлӗ информаци хатӗрӗсемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ, мал ӗмӗтлисем шкул программипе кӑна ҫырлахмаҫҫӗ, интернет урлӑ вӑл е ку темӑна анлӑрах тишкереҫҫӗ. Педагог вӑхӑт таппипе тан утма тӑрӑшать, пӗлӳ-пултарулӑх енӗпе малта пулма мехел ҫитерет. Ахальтен мар хисеплеҫҫӗ ӑна аслӑ классенче вӗренекенсемпе педагогсем. Вӗренӳпе воспитанире инноваци мелӗсемпе анлӑ усӑ курни ачасене ҫӗнӗлле шухӑшлама, пурнӑҫра харпӑр хӑй вырӑнне тупма, йывӑрлӑхсене парӑнтарма, тӗллевсене пурнӑҫлама ҫул уҫса парать. Яланах ҫӗннине шыракан учитель ачасене тӗпчев каҫалӑкӗнче ӗҫлеме те хӑнӑхтарать, хӑй тӗллӗн шухӑшлакан ачан пуласлӑхӗ пысӑк тет. Наталья Васильевна кашни класрах пултаруллӑ ачасене тупса ӑслӑлӑх тӗнчине пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшать. Май килнӗ таран хавхалантарса пырать. Ачасен пултарулӑхӗ унӑн кӑмӑлне ҫӗклет. Тӗслӗхрен, иртнӗ ҫул 9-мӗш класра вӗренекен Галя Миронова «Хӗрлӗ Чутайӗнчи юр витӗмӗн пахалӑхӗ» ӗҫӗпе республикӑри конкурса хутшӑнса лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.

   Наталья Мидакова ку енӗпе хӑй те пысӑк пуҫарулӑх кӑтартать. Новатор педагогсен конкурсӗсемпе фестивалӗсене ҫулсерен хастар хутшӑнать. Унӑн 8 сертификат, 6 свидетельство, 5 диплом тата ытти награда чылай. Вӗсем пурте педагогӑн вӗрентӳри пултарулӑхне кӑтартса параҫҫӗ. Кӑҫал кӑна Раҫҫейри информаципе компьютер технологийӗсемпе активлӑ усӑ куракан педагогсен III фестивалӗнче сертификат, пӗтӗм тӗнчери «Манӑн интернетри шкул» конкурсӑн «Сетьре вӗрентетпӗр тата вӗренетпӗр» номинацире лауреат, республикӑри биологи учителӗсен професси ӑсталӑхӗн дистанци конкурсӗнче III степень диплом, ҫамрӑксене вӗрентес ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн республикӑри Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин Хисеп грамоти панӑ. Уҫӑ уроксемпе ӑсталӑх урокӗсем ирттересси те Наталья Васильевнӑшӑн - ҫӗнӗлӗх мар. 2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Элӗк, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи педагогсем валли «Хими урокӗнчи хальхи технологисем» темӑпа ӑсталӑх урокӗ ирттернӗ. Вӗрентекен яланах шыравра, шкулти пурнӑҫӗ вӗресе кӑна тӑрать. Умра - районта экологи темипе ирттерекен ӑслӑлӑх-практика конференцийӗ. Халӗ ачасемпе вӗрентекен ҫак мероприятие хатӗрленеҫҫӗ.

   Юлашки ҫулсенче 11-мӗш классенче вӗренекенсем медицинӑна ытларах туртӑнни палӑрать. Ҫавӑнпа химипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытакансен йышӗ ӳссех пырать. Наталья Васильевна яваплӑ-ха ӳстерсе ачасене экзамена хатӗрлет. Кӑҫал вӑл вӗрентекен 11-мӗш класри 10 ача хими предмечӗпе ППЭ тытма тӗллев лартнӑ. Вӗсемпе вӑл уйрӑмах тимлӗ ӗҫлет.

   Учительница уроксем пӗтсен те киле васкамасть, ачасене вӑл е ку темӑна тарӑн тишкерме, лаборатори ӗҫӗсем тума, интернет урлӑ вӗренме пулӑшать. Инҫет вӗренӗвӗн вӑрттӑнлӑхне алла илме хӑнӑхтарать. Унран вӗренмелли пайтах терӗҫ Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулти ӗҫтешӗсем. Наталья Васильевна шкулта 10 ҫула яхӑн ҫеҫ ӗҫлет пулин те малашлӑх тӗллевӗсем анлӑ. Ачасене вӗрентес ӗҫре татса паман ыйту та ҫук мар-ха. Ҫавна май Н.Мидакова биологипе хими предмечӗсене вӗрентнӗ чухне темӑсене туллин уҫса пама хальхи информаци технологийӗсемпе туллин усӑ курмалли майсем шырать, ӑслӑлӑхпа кӑсӑкланать, интернет урлӑ вӗренӳри ҫӗнӗлӗхсемпе паллашать, паха опытпа вӗрентӳре усӑ курма тӑрӑшать.                                 

Юлия Мареева

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика