Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Вӗренӳ ҫулӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗ вӗҫленчӗ. Кӑҫал республикӑри пӗртен-пӗр пӗлӳ ҫуртӗнче - Шупашкарти А.Г. Николаев космонавт летчик ячӗллӗ 10-мӗш шкулта - ӑс пухакан пӗрремӗш классене ӳнер,
физкультура, музыка, ҫут ҫанталӑк урокӗсене тӑван чӗлхепе вӗрентме пуҫларӗҫ. Ҫӗнӗ проект пурнӑҫа еплерех кӗрсе пынине пӗлме ҫак класс ертӳҫипе Надежда Григорьевӑпа тӗл пултӑмӑр.
Вӗрентекен куллен чӑвашла уроксем ирттерет. "Хулан ытти шкулӗнче ҫак предмета валли икӗ сехет ҫеҫ уйӑрнӑ пулсан ку класри шӑпӑрлансен тӑван чӗлхепе ҫывӑхланмашкӑн мӗн пур услови пур. Паллах, хулара вырӑсла калаҫса ӳсекенскерсене чӑвашла пуплеме ҫӑмӑлах мар, апла пулин те чылай ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкне ҫак класа вӗренме ямашкӑн тӗв турӗ. Проектпа килӗшӳллӗн 25 ача суйласа илтӗмӗр. Хӑшӗ-пӗри ҫак йыша кӗреймерӗ, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем чӑвашла пачах та пӗлмеҫҫӗ. Вӑл е ку темӑна килте тӑван чӗлхепе ӑнлантарса параймасран хӑранӑ ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен кӑмӑлне улӑштарчӗ. Ҫапах хулари тӗрлӗ кӗтесре пурӑнакан, чӑваш чӗлхине вӗренес текен тӗрлӗ наци ачисем пӗр класа пухӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче чӑн чӑваш ачи нумаях мар. Кашнин питӗнчех савӑнӑҫ куратӑп, уроксенче шӑпӑрлансем ирӗксӗр мар, кӑмӑлпа ӗҫлени сисӗнет", - терӗ Надежда Романовна.
Ӳнер урокне вӗрентекен ачасемпе калаҫнинчен пуҫлать. Чӑвашла пуплесе тӗп тема ҫине куҫать. Тӗслӗхрен, кӗрхи ҫулҫӑсене ӳкерме хушать пулсан йывӑҫсен ячӗсене чӑвашла калама вӗрентет, тӗссемпе паллаштарать, тӗрлӗ вӑйӑ выляттарать. Физкультура урокӗсенче ачасем ӗҫе пӗлтерекен сӑмахсемпе усӑ курма хӑнӑхаҫҫӗ, тӗрӗс калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ. Чупӑр, сикӗр, тӑрӑр глаголсем шӑпӑрлансене ҫывӑх. Вӗсен пӗлтерӗшне ачасем вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ.
Каникула кайиччен пӗрремӗш классем Пукане театрӗнче пулнӑ. Надежда Романовна вӗренекенсем спектакле ӑнланма пултарнӑшӑн савӑннӑ. Юрӑ содержанине те ӑнкарнӑ вӗсем.
Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 1-мӗшсем пӗтӗмлетӳллӗ класс сехечӗ ирттернӗ. Мероприятие кӗрхи уявпа ҫыхӑнтарнӑ. Кашнинех сӑвӑ валеҫсе панӑ, шӑпӑрлансен интонаци тӗрӗслӗхне пӑхса тӑнӑ. Уроксем хыҫҫӑн юлса ӗҫленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ те тӗпренчӗкӗсене тӑван чӗлхене вӗрентессишӗн тӑрӑшать-мӗн. Вӗсем вӗрентекен патне куллен пырса ҫӳреҫҫӗ. Ачана хӑш енӗпе ытларах пулӑшмаллине, вӑл е ку пулӑма чӑвашла мӗнлерех ӑнлантармаллине ыйтаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӳллӗ класс сехетне 20 ачан ашшӗ-амӑшӗ ҫитме вӑхӑт тупни ҫинчен те хавхаланса каласа кӑтартрӗ вӗрентекен. Пӗчӗкскерсене пӗлӳ тӗнчипе ҫывӑхлатассишӗн тӑванӗсем тӑрӑшни савӑнтарать ӑна. Ачасем пахча ҫимӗҫсен ячӗсене тӗрӗс калани, сӑвва илемлӗ вулани, ташлани, "Ҫарӑк" инсценировка лартни вӗсене ҫав тери килӗшнӗ. "ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова та ҫак класс сехечӗ пирки ырӑпа асӑнчӗ. Кашни ача валли сӑнар тупни, пӗрне те айккинче! хӑварманни тӗлӗнтернӗ ӑна. Ӗҫе пысӑк хак пани те хавхалантарчӗл Шанӑҫа турре кӑларма тӑрӑшасчӗ, проекта ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пырасчӗ, чӑн чӑваш ачисене вӗрентсе кӑларасчӗ", - пӗлтерчӗ Надежда Романовна.
Тӑхтав вӑхӑтӗнче те вӗрентекен ачасем валли чӑвашла юмах-калава янӑраттарать. Тӑван чӗлхе ҫепӗҫлӗхне туйма, ӑна юратма вӗрентесси - педагогӑн тӗп тӗллевӗ. Самана улшӑннӑ май чӑвашлӑха упраса хӑварассишӗн уйрӑмах ҫине тӑрса вӑй хума тивет. Ҫӗнӗ ҫак проекта хулан ытти шкулӗнче те пуҫарсан аванччӗ.
Любовь Зубова.