Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.11.03 Ҫӗнӗ проекта ашшӗ-амӑшӗ мӗнлерех хаклать? (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Надежда Родионова:

-  Чӑваш Енреҫурапса ӳснӗ май тӗпренчӗкӗме тӑван чӗлхепех калаҫтарас килет. Ял-салари ачасем ашшӗ-амӑшӗн чӗлхинчен писмеҫҫӗ, хулари шкулсенче вара вырӑсла ытларах капаҫаҫҫӗ, ҫавӑнпа пӗчӗкскерпе ирӗксӗрех вырӑсла хутшӑнма тивет. 10-мӗш шкулта ҫакнашкал класс йӗркеленнӗшӗн питӗ хӗпӗртерӗм. Ачана унта кӑмӑлпах ятӑм. Халӗ килте те чӑвашла калаҫма тӑрӑшатпӑр. Шкулта вӗреннин витӗмӗ палӑрать.

Ирина Чернова:

-   Ачана пӗрремӗш класа яриччен чылай шкула ҫитме тиврӗ. 10-мӗш шкулти вӗрентекен те, чӑвашла иртекен уроксем пурри те килӗшрӗҫ. Хам чӑвашла ӑнланмастӑп пулин те ачана ҫак шкула ҫӳрететпӗр. Мӑшӑр, хуняма тӗпренчӗке уроксене хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ. Шӑпӑрлан мӗнле пӗлӳ илесси вӗрентекенрен нумай килет, ҫавӑнпа ку енӗпе класс ертуҫине мухтамаллах.

Марина Арбекова:

- Шкул эпир пурӑнакан районтах вырнаҫнӑ, хатӗрленӳ курсне ҫакӑнтах ҫӳрерӗмӗр. Юля вӗрентекене ҫав тери килӗштерчӗ. Чӑвашла уроксем иртнине каярахпа ҫеҫ пӗлтӗмӗр. Ҫавӑнпа пушшех савӑнтӑмӑр. Хӗрӗм ялта час-часах пулать. Чӑвашла калаҫма та унтах хӑнӑхрӗ. Кукамӑшӗ мӑнукӗ хулара вӗренме пуҫласан тӑван чӗлхерен сивӗнесрен хӑратчӗ. Халӗ вӑл та пепкемшӗн ҫав тери савӑнать.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика