Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.10.25 "Иккĕмĕш кил ырăпа асра юлтăр" (Чăваш хĕрарăмĕ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
 

          Тӑвай районӗнчи Тӗмерте ҫуралса ÿснӗ Николай Большов Чутей вӑтам шкулне чӗрӗк ӗмӗр ертсе пырать.

         - Эпир вӗреннӗ чухне шкул никӗсӗ, тем тесен те, паянхинчен чылай чухӑнрах пулнӑ. Хими урокӗнче те пире пысӑк сӑнавсемпех тӗлӗнтереймен. Ҫапах Дмитрий Менделеев таблиципе паллашсанах ҫак предмета кӑмӑллама пуҫларӑм. Кӑткӑс формулӑсен тӗнчи кӑсӑклантарса ячӗ. Ҫавӑнпах каярахпа хими факультетне суйларӑм, - чунне уҫать Николай Васильевич

        Университетрах вӑл Турӑ ҫырнипе паллашнӑ. 1977 ҫулта диплом илнӗ каччӑна ӗҫлеме Улатӑр районӗнчи Кире вӑтам шкулне янӑ. Унта вӑл хими, ҫар хатӗрленӗвӗ вӗрентнӗ. Виҫӗ ҫултан тӑван тӑрӑхӗнчех ӗҫ тупӑннӑ, Тӗмер шкулӗнче завучра тӑрмашнӑ. Хӑй кӑмӑлланӑ пикепе 1981 ҫулта мӑшӑрланнӑ. Тамара Геннадьевна халӗ те Тӗмере ӗҫе ҫӳрет, хими вӗрентет. Николай Васильевича вара 1984 ҫулта Чутей шкулӗн тилхепине шанса панӑ, ҫак ялтах ҫамрӑк ҫемье валли хваттер уйӑрнӑ. Большовсем ывӑлпа хӗр устернӗ, халӗ икӗ мӑнукӗ Шупашкартан хӑнана килессе чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ.

        - Пӗр ҫемьере икӗ химик тӗрӗсрех каласан, виҫҫӗ - сирӗн хӗр те ҫак факультетах суйланӑ-ҫке пулнӑран сӗтел хушшинче апатланнӑ чухне те ҫӗнӗ сӑнавсене сӳтсе яватӑртӑр. Тавлашмалли те тупӑнатех ӗнтӗ. Ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсемпе пӗрле паллашма, тавра курӑма аталантарма май пур темелле. Е ҫакӑ чӑрмав та кӳрет-и? - пӗлес килчӗ манӑн.

      - Пӗр енчен, арӑмӗпе упӑшки пӗр профессиех суйлани пӗр-пӗрне ӑнланма, хавхалантарма пулӑшать. Килте сан специалыноҫри кӑткӑслӑха чухлакан ҫын пурри аванах ӗнтӗ, олимпиадӑсене хатӗрленнӗ чухне те пӗр-пӗринпе канашлатпӑр. Манӑн яваплӑ ытти ӗҫпе ытларах аппаланма, пӗрмаях райцентра чупма тивнӗрен предмет валли вӑхӑт сахал юлать ҫав. Тамара Геннадьевна вара уроксене тӗплӗн хатӗрленет, ачасене кӑткӑс задачӑсем шутлаттарать. Ҫавӑнпах унӑн вӗренекенӗсем олимпиадӑра та мала тухаҫҫӗ. «Вӗрентӳ» наци проекчӗн витӗмӗпе хими вӗрентес методика та улшӑнчӗ. Халӗ ҫӗнӗ оборудованипе тем тӗрлӗ сӑнав та ирттерме меллӗ. Виртуаллӑ лаборатори те ачасене илӗртет, Пирӗн ачасем те тӗрлӗ конкурс-ӑмӑртура маххӑ памаҫҫӗ-ха, вырӑс тата чӑваш чӗлхипе районта ҫӗнтерсе республика шайӗнче палӑракансем те пур. Спорт вӑййисенче те вӗсене ҫитекен сахал. Шкулта 17 вӗрентекен тӑрӑшать, кашниех пӗлӗве ӳстерсе категориллӗ пулчӗҫ. Вӑйлӑ коллективпа кӑна ӳсӗмсем тума пулать. Хама ҫур сӑмахранах ӑнланакан педагогсем, ӑнтӑлуллӑ ачасем пуррипе телейлӗ эпӗ. Вӗсен шанӑҫне тӳрре кӑларасчӗ, шкул чысне, ят-сумне упрассишӗн тимлесчӗ. Паянхи вӗренекенсем те, пӗлӳ ҫурчӗпе темиҫе ҫул каяллах сыв пуллашнисем те иккӗмӗш киле ырӑпа ҫеҫ аса илччӗр. Кунта кашниех хӑйне хӑтлӑ туйтӑр, - пархатарлӑ ӗмӗтне пытармарӗ ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ.

Лина ТРОФИМОВА. Тӑвай районӗ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика