Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗ хӑйӗн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗ. Уява федераци ведомствин представителӗсем, республикӑри наукӑпа педагогикӑн общественноҫӗ, власть органӗсем, студентсемпе аслӑ шкулӑн ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ.
Юбилей ячӗпе саламлакансем чылаййӑн пулчӗҫ. Ҫак йыша Мари Эл тата Тутарстан патшалӑх педагогика университечӗсем те хутшӑнчӗҫ. Аслӑ шкулсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленине палӑртрӗҫ, Чӑваш педуниверситетне малашне те ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Ҫитӗнӳсем вара куҫ умӗнчех: 1980 ҫулта ӑна Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ, 2007 ҫулта пӗтӗм Раҫҫейри ятарлӑ конкурсра ҫӗнтернӗ, 2009 ҫулта «Европа шайӗнчи пахалӑх», кӑҫал «Наука тата вӗрентӳ облаҫӗсенче Раҫҫейри чи лайӑх 100 организаци» ылтӑн медальсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех педуниверситета «Раҫҫейри чи лайӑх 100 аслӑ шкул» пӗтӗм Раҫҫейри Наци Регистрне кӗртнӗ. Кӑҫал, Вӗрентекен ҫулталӑкӗнче, РФ Президенчӗн Д.Медведевӑн йышӑнӑвӗпе Чӑваш патшалӑх педагогика университетне Тав хучӗпе чысланӑ. Квалификациллӗ специалистсем хатӗрлес тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата наукӑпа тӗпчев ӗҫӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн ЧГПУна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе те наградӑланӑ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ 80 ҫул хушшинче 50 пин ытла вӗрентекен хатӗрленӗ. Вӗсен йышӗнче Совет Союзӗн Геройӗсем, Социалиӑмла Ӗҫ Геройӗсем, халӑх учителӗсем (М.Ефимов, А.Коче-тов, И.Никифоров, П.Чернов), паллӑ ҫыравҫӑсем (Хӗветӗр Агивер, Александр Алка, Н.Дедушкин, Н.Терентьев, Мария Ухсай, Хӗветӗр Уяр, Валентина Эльпи), патшалӑх деятелӗсем (М.Зайцев, А.Петров, В.Мидуков, Г.Чернова, В.Краснов, М.Сироткин), вӗренӗвӗн, наукӑпа культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем (Г.Волков, Л.Сергеев, Н.Овчинников, Е.Владимиров, Г.Анисимов тата ыттисем).
Педуниверситетра 12 факультет. Вӗсенче 44 специальность илме пулать. Юлашки 5 ҫул хушшинче кунта 15 ытла ҫӗнӗ специальность хушӑннӑ: спорт тата сывлӑха ҫирӗплетмелли туризм, патшалӑхпа муниципалитет управленийӗ, транспортпа технологи машинисен сервизӗ тата автомобиль транспорчӗн обо-удованийӗсем, ҫамрӑксемпе ӗҫлессине йӗркелесси тата ыт. те.
Аслӑ шкулта паян 8 пин студент ӑс пухать. Вӗсене аслӑ квалификациллӗ 540 специалист вӗрентет: 61-шӗ наука докторӗ, профессор, 324-шӗ - наука кандидачӗ, доцент. Кашни ҫулах студентсен 20 проценчӗ университета хӗрлӗ дипломпа пӗтерет. 90 ытла проценчӗ ӗҫе вырнаҫать, чылайӑшӗ хӑйӗн кун-ҫулне шкулпа ҫыхӑнтарать.
Педуниверситетра аспирантурӑпа докторантура йӗркеленӗ. Вӗсенче 28 специальноҫпа кадрсем хатӗрлеҫҫӗ. Доктор тата кандидат диссертацийӗсем хӳтӗлес енӗпе пӗрлешӳллӗ 3 канаш ӗҫлет.
Юбилей уявӗнче аслӑ шкула ҫеҫ мар, кунта вӑй хуракан преподавательсемпе ӗҫченсене те хисеплӗ ятсем пачӗҫ.
Уяв савӑнӑҫлӑ концертпа вӗҫленчӗ. Ҫакна асӑнма кӑмӑллӑ: ӑна пӗтӗмпех студентсен юрри-ташши илем кӳчӗ.
В.МАКСИМОВА.