Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.10.06 Ырӑ тӗслӗх (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

«Шкулти вӑхӑт чи тӗлӗнмелли» - ҫакӑн пек йӗркесем тӗл пулаҫҫӗ пӗр вырӑс юрринче. Кӗҫӗн классенче вӗреннӗ чухне пӗрремӗш вӗрентекене «анне» тесе чӗнни те пулнӑ манӑн. Ку вӑл ахальтен мар ӗнтӗ. Шкул ачасемшӗн иккӗмӗш кил пулса тӑрать. Юратнӑ вӗрентекенсене ҫулсем иртсен те манма ҫук. Ҫавӑнпах ӗнтӗ тунсӑхланипе хӑшӗ-пӗри вӑхӑт тупса хӑнана кёрсе тухать. Теприсем вара тав сӑмахӗ каланисӗр пуҫне шкула пулӑшса пыма та мехел ҫитереҫҫӗ.

Элӗк районӗнчи Мӑн Ямаш шкулне те меценатсем тимлӗхсӗр хӑварман. Вӗсенчен пӗри - Станислав Александрович Никитин. Вӑл 1958 ҫулта Мӑн Этмен ялӗнче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкренех ӗҫе юратнӑ, лайӑх вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкар хулине ҫул тытнӑ. Унта хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. 2004 ҫулта Станислав Александрович Мӑн Этменти кивелсе кайнӑ кӗҫӗн классен шкулне юсаса ҫӗнетме 400 пин тенкӗ ытла уйăрса парать. Халӗ кунта ҫутӑ та таса, хӑтлӑ. Шкул стенисене кирпӗчрен купаланӑ, урай сарнӑ, ҫурт тӑррине витнӗ, чӳречесем лартнӑ, сӗтел-пукан туяннӑ. Ҫӗнӗ спортзалпа котельнӑй пур, шкулта кӑвак ҫулӑм ҫунать. 4-5 ҫул таранах Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче ачасене пылак ҫимӗҫсемпе савӑнтарчӗ Станислав Александрович. Хӑй хулара пурӑннӑ пулин те, шкула ҫеҫ мар, ялти ҫынсене те нумай пулӑшрӗ вӑл. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисемшӗн укҫи-тенкине нихӑҫан та шеллемен. Кӑҫал меценат йывӑр чирпе чирлесе ҫӗре кӗчӗ. Ҫапах та вӑл тунӑ ырӑ ӗҫсем ӗмӗрлӗхех асра юлӗҫ.

Мӑн Ямаш шкулне ҫулсерен пулӑшса пыракан тепӗр ырӑ ҫын - Сергей Петрович Волков. Сергей Петрович Кивуй ялӗнче 1969 ҫулта ҫуралнӑ, Шӗмшеш шкулӗнче пӗлӳ пухнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ мӗн пӗчӗкрен ҫӗр ҫинче ӗҫлеме, ӑна юратма вӗрентнӗ. Ачаранах ӗҫе хӑнӑхнӑскер тӗпренчӗкӗсене те хӑйӗн пек пулма хистет. Сергей Петровичпа арӑмӗ тӑватӑ хӗр пӑхса ӳстереҫҫӗ. Хӑй Мӑн Ямашри

вӑтам шкулта вӗренмен пулин те ӑна тӑтӑшах пулӑшса пырать. Кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Иртнӗ ҫул шкул ҫӗрне сухалама, кӑпкалатма пулӑшнӑ. Ачасем спортпа туслӑ пулччӑр тесе 2004 ҫулта 20 пин тенкӗлӗх йӗлтӗр туяннӑ. Юлашки ҫулсенче шкула кайма хатӗрленекен ушкӑна теттесемпе спорт инвентарӗ парнеленӗ. Кашни Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче ачасене кучченеҫсемпе савӑнтарать. «Вырӑнти паллӑ фермерпа туслӑ пурӑнатпӑр. Пархатарлӑ меценат пулӑшӑвӗ ялти шкула питӗ кирлӗ», - тет Мӑн Ямаш шкулӗн директорӗ Олег Станиславович Данилов,. Шкул та парӑм-ра юлмасть. 2008 ҫулта фермера ҫӗр улми пуҫтарса кӗртме пулӑшнӑ. Уншӑн та вӑл шкул ачисене икӗ хут ытларах тӳленӗ.

Ялти ҫамрӑксем ӗҫсе, ӗҫсӗр ҫапка-ланса ан ҫӳреччӗр тесе Сергей Волков вӗсене ӗҫе явӑҫтарать. Кӑҫал ҫулла футбол выляма ял команди валли ятарлӑ спорт тумӗ те туянса панӑ. «Турра ӗненетӗп, лайӑххине кӑна кӗтетӗп. Эпӗ тунӑ ырӑ ӗҫсем кайран хамӑн ачасем патнех таврӑнасса шанатӑп», - тет Сергей Петрович.

Паянхи кун меценатсем пурри, вӗсем шкулсене пулӑшни питӗ паха. Пархатарлӑ та савӑнӑҫлӑ ӗҫӗсемпе вӗсем хальхи ҫамрӑксене те ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.

Ксения БЕЛЕЦКАЯ.

 

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика