Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.10.06 «Яла кайнишĕн ÿкĕнместĕп» (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ Марина. Тантăшĕсен шухăшĕсем час-часах улшăнса тăнă, ăна вара урăх нимĕнле професси те илĕртмен.

- Пĕрремĕш учитель Валентина Ивановна Тимофеева мана пурнăçра пысăк витĕм кÿчĕ. Вăл лăпкăччĕ, сайра хутра кăна вăрçатчĕ, çав вăхăтрах класа тытма пĕлетчĕ. Вулама-çырма хăнăхтарнисĕр, çирĕп пĕлÿ панисĕр пуçне пире пĕчĕклех пĕр-пĕр утăм тăвиччен лайăх шухăшлама, йывăрлăхсенчен тухма вĕрентетчĕ. Халĕ те унпа çыхăну тытатпăр, пушă вăхăт тупăнсанах шкула васкатпăр. Хăй ачисем вырăннех йышăнать вăл пире, - тет Марина Владимировна.

Марина Игнашина кăçал И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс филологипе акăлчан чĕлхи факультетне пĕтернĕ. Аслă шкулпа сыв пуллашсанах ăçта каймаллине те пĕлмен малтан. Хулари шкулсенче вырăн пулман. Ялта ĕçлесе пурăнма килĕшекен учительсем кирли тата вĕсене патшалăх хавхалантарма шантарни пирки илтнĕ тăрук. Конкурса хутшăнса пăхма шутланă. Кăштахранах ырă хыпар пĕлтернĕ ăна. Хăйне суйласа илнине пĕлсен еплерех хĕпĕртенĕ пулас педагог. Пĕчĕккĕ чухне çу кунĕсенче кукамăшĕ патĕнче пурăннăран ял пурнăçĕ пĕртте хăратман ăна. Чăвашла та лайăх пĕлет Марина.

- Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ халĕ те куç умĕнче. Шкул директорĕн, учительсемпе вĕренекенсен саламĕсем, чечек çыххисем...

Мĕн чухлĕ савăнăç, хавхалану парнелерĕ Пĕлÿ кунĕ. Шкул чăннипех те ман валли иккенне ăнланса илтĕм. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Анатолий Кипеч саламлама килнĕччĕ. Мана пурнăçра ăнăçусем сунчĕ, хăйĕн кĕнекине парнелерĕ, - хавхаланса каласа кăтартать Марина Владимировна.

Канаш районĕнчи Вăтакас Кипеч шкулĕнче иккĕмĕш уйăх ĕçлет çамрăк учитель. Акăлчан чĕлхи тата вырăс литератури вĕрентекенĕн эрнере пĕтĕмпе 33 сехет.

- Кашни кун ултă урока хатĕрленме нумай вăхăт кирлĕ. Тин çеç вĕренсе тухнă май хальлĕхе ăсталăх сахалрах. Çавăнпа та тепĕр чухне çĕрлечченех ларма тивет. Хуларисемпе ял ачисем хушшинче уйрăмлăх пурри сисĕнет. Кунтисем лăпкăрах, именме пĕлеççĕ, чунпа та çемçерех. Паллах, кашни ачан пĕлÿ шайĕ тĕрлĕрен. Ют чĕлхесĕр хальхи вăхăтра пĕр утăм та малалла кайма çуккине каласах тăма тивет, - тет Марина Владимировна.

Хулари шкулсенче практикăра темиçе хут та пулнă хыççăн иккĕленÿ çуралнă Марина Игнашинăн. Уроксем хыççăн кашнинчех киле кăмăлсăр таврăннă. Йывăр çемьесенчи ачасемпе ĕçлеме пĕртте çăмăл пулман. Урокра тата мĕн туса кăна тĕлĕнтермен-ши вĕсем пулас педагога. Кам пĕлет, çамрăккине кура та иртĕхнĕ-и, тен? Çакă та шиклентернĕ хула шкулне ура ярса пусма.

Амăшĕ Светлана Сергеевна библиотекарьте ĕçлени хĕрĕсене кĕнекесемпе туслашма хистенĕ.

- Эпир çемьере виçĕ хĕр, пĕчĕклех пĕр-пĕринпе ăмăртса вулаттăмăр. Кĕнекепе кăна тавра курăма анлăлатма, ăс-тăна пуянлатма пулать. Халĕ те алăран хаçат-журнал, кĕнеке ямастăп, - тет М.Игнашина.

Çемьере чи асли Татьяна медсестрара ĕçлет. Вăталăххи Александра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ.

Марина Владимировнăна Вăтакас Кипечри икĕ пÿлĕмлĕ хваттере вырнаçтарнă. Условисем аван. Пурăнмалли кĕтесшĕн тÿлессине райадминистраци хăй çине илнĕ.

- Хулара çитĕннĕ пулин те яла ĕçлеме кайнишĕн ÿкĕнместĕп. Атте-анне, мĕнпур тăван ялтан тухнă. Эпир вĕсенчен мĕнпе кая? Лайăх ĕçлесчĕ кăна, - терĕ юлашкинчен Марина Владимировна.

Е.Атаманова.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика