Кам вăл ял учителĕ; Ачасене ăс паракан, ял-йыш хушшинче ят-сумпа çÿрекен, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усракан, пахча çимĕç çитĕнтерекен. Çапла, çĕр тĕрлĕ ĕç пурнăçлать вăл кунĕпе. Çав вăхăтрах хăй пирки те манмасть: вĕренекен умне илемлĕ çи-пуçпа, хитре сăн-питпе тухма тăрăшать. Ара, çынна тумтир тăрăх хаклани те тĕрĕсех.
Ĕçре те, спортра та
«Вĕрентекен пулмах çуралнă вăл, - теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. - Унăн кашни сăмахĕ вырăнлă, пĕлтерĕшлĕ». Чăваш чĕлхипе литература учительне çапла сумлаççĕ Кавалсем. Паллах, Н.Авакова çак хисепе ĕçри çитĕнĕвĕсемпе, пултарулăхĕпе тивĕçнĕ. Спортра та маттур вăл. Районти пур ăмăртăва та хутшăнать: хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла çăмăл атлетикăра вăй виçет. Хăй çулĕнчи ăмăртуçăсем хушшинче яланах малти вырăнсене çĕнсе илет. Çапла ят-сума хастарлăхĕпе, маттурлăхĕпе çирĕплетет. Ахальтен мар ачасем те кăмăллаççĕ ăна, ашшĕ-амăшĕ те хисеплет. Ялта е шкулта концерт-спектакль кăтартас пулсан та хирĕçлемест, тÿрех хутшăнать. Ку енĕпе те пултарулăх пур унăн. Ахальтен мар Аслă Çĕнтерĕве халалланă район конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă Надежда Юрьевна. «Конкурссене, ăмăртусене хутшăнмасан пурнăç ахаль иртнĕн туйăнать, - тет вăл. - Унта ыттисен ĕç опычĕпе паллашатăн, хăвăн ăсталăхна кăтартатăн. Пĕр-пĕринчен вĕренни кирлех».
Районти вĕрентекенсен конкурсĕсенче тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ Н.Авакова. Иртнĕ çул вара «Самый классный классный» конкурсра аслă звено хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă, республика шайĕпе иртекеннине хутшăнма тивĕçнĕ. Унăн çитĕнĕвĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Анчах та Раççей грантне илнине вара манма юрамастех. Çак чыса тивĕçме виçĕ хутчен «кĕрешĕве» тухнă. Юлашкинчен парăнтарнах: иртнĕ çул гранта алла илнĕ. «Укçи-тенкипе усă курман-ха. Ачасем çитĕнсе пыраççĕ, вĕсем валли перекетлетĕп», - терĕ Надежда Юрьевна сăпайлăн. Вăл пултаруллă вĕрентекен çеç мар, тăрăшуллă анне те. Мăшăрĕпе Алексей Витальевичпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ вĕсем. Таня 11 класра вĕренет, Настя вара - 4-мĕшĕнче. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех маттур. Аслă хĕрĕ икĕ çул каярах ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Иккĕшĕ те вĕренÿре те, спортра та малта.
Вĕрентекене кура - вĕренекенĕ
Н.Авакова вĕрентекенĕн тепĕр ырă енне асăнмасăр иртме çук. Тĕпчев ĕçĕсем çырас пулсан литературăпа çеç усă курмасть, вырăна тухса тĕпчет, çак ĕçе вĕренекенсене те явăçтарать. Туризмпа краеведение те аталантарма тăрăшать вăл. Хăй те вĕрентекенсен хушшинче виçĕ регион «Тутарстан, Чăваш Ен, Мари Эл» ирттерекен туристсен слетне хутшăнать. Пĕлтĕр Кавалсем унта пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Пултаруллă учителĕн вĕренекенĕсем те хастар. Вĕсем те çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Чăваш чĕлхипе, литературăпа ирттерекен конкурссене яланах хутшăнаççĕ Кавалсем. Унсăр пуçне интернет олимпиадăсенче те çĕнтереççĕ. Акă «Нарспи» поэма кун çути курнăранпа 100 çул çитнине халалланă конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă. Çеçпĕл Мишшин 110 çулхи, К.Ивановăн 120 çулхи юбилейĕ тĕлне йĕркеленĕ олимпиадăсенче те малти вырăнсене çĕнсе илнĕ асăннă шкул вĕренекенĕсем. Хайлав çырас, илемлĕ вулас енĕпе ирттерекен конкурссенче те маттур Кавалсем. Ахальтен мар кунта «Çамрăк хунав» кружок ĕçлет-çке. Надежда Юрьевна ачасене сăвă-калав çырма хăнăхтарать. Вĕсен хайлавĕсем районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленеççĕ. Урокĕсене те тĕрлĕ енлĕ ирттерме тăрăшать Н.Авакова. «Электрон учебниксем ĕçре чылай пулăшаççĕ. Ачасем куçпа курнине ытларах асра тытаççĕ. Çавна май пĕлÿ те çирĕпрех. Питĕ кирлĕ вĕсем», - тет аслă категориллĕ вĕрентекен. Юлашки вăхăтра чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче çакнашкал учебниксемпе усă курма май пурри савăнтарать ăна. «Çамрăк ăру чăвашлăхран ютшăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар, - малаллах сÿтĕлет калаçу çăмхи. - Сăлтавĕ вара ашшĕ-амăшĕнче, вĕрентекенре. Учительтен ытларах та килет пулĕ. Ку енĕпе хамăр ачасене хурлас килмест. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи янраса çеç тăрать. Ахальтен мар çыравçăсемпе, ÿнерçĕсемпе пуян ку тăрăх».
Кĕнеке-тетрадь те, сĕт витри те
Шкулти ĕç-пуç çеç шухăшлаттармасть ял учительне, килти хуçалăх пирки те ăнтăлать вăл. Çавна май шуçăмпа пĕрле тăрать, урок пуçланиччен кил тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлать. «Алла кĕнеке-тетрадь иличчен сĕт витри тытма тивет. Унсăрăн епле-ха ялта;» - тет Надежда Юрьевна. Выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ Аваковсем. Унсăр пуçне пахча çимĕç ÿстерсе тупăш илеççĕ. Ир çитĕнекен çĕр улми те тухăçлă пулнă кăçал.
Кил тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама ашшĕ-амăшне ачисем те пулăшаççĕ. «Ку манăн сылтăм алă, - тет Надежда Юрьевна кĕçĕн хĕрĕ Настя пирки. - Эпир унпа яланах пĕрле: шкулта та, килте те». Çапла, пĕчĕкренех ĕçе вĕрентеççĕ ачисене Аваковсем. «Ĕç çынна илем кÿрет, ÿркев ÿкерет» каларăш вĕсемшĕн девиз вырăнĕнчех.
В.Петрова. Вăрмар районĕ.