Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Евгений Майков - чăваш чĕлхипе литературин учителĕ. Вăл Шупашкар районĕнчи Кăшавăш вăтам шкулĕнче çирĕм иккĕмĕш çул ĕçлет. Республикăри, унăн тулашĕнчи те, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем ăна лайăх пĕлеççĕ. Евгений Александрович - аслă категориллĕ учитель, РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен пĕрремĕш конкурсĕн «Новатор учитель» номинацийĕн дипломанчĕ - 2007 çулта тата кăçал Раççей Президенчĕн пултаруллă учительсене паракан грантне тивĕçнĕ. Ушкăнпа кăларнă темиçе методика кĕнекин авторĕ, Шупашкар районĕнчи тата республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен пултаруллă учительсен ушкăнĕн тата эксперт ушкăнĕн членĕ. Çавăн пекех Раççейри «Чĕвĕлти чĕкеç» вăйă-конкурс ыйтăвĕсене хатĕрлекен меслет ушкăнĕн членĕ. Унăн тăван чĕлхене упрас, аталантарас тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçĕсене асăнса та пĕтерме çук. Çавăнпа Евгений Александровича хăйне сăмах парар-ха.
- Евгений Александрович, юратнă професси пирки сăмах пуçарсан ытларахăшĕ ачаран ĕмĕтленни тесе палăртать. Сирĕн мĕнле?
- Ача чухне эпĕ артист пулма ĕмĕтленеттĕм. Шкул пĕтерсен Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищине каясшăнччĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула унталла çул тытаймарăм. Чăваш патшалăх университетĕнче Виктор Петров ертсе пыракан «Вутчуль» театр пуррине пĕлтĕм те пĕр иккĕленмесĕрех чăваш уйрăмне вĕренме кайрăм. Чăваш чĕлхи предмечĕ маншăн яланах юратнисен шутĕнче пулнă. Пилĕк çул Виктор Петровпа Нина Панина режиссерсем патĕнче ăсталăха туптарăм, сцена çинче чун киленĕçне тупрăм. Ку хăнăху мана шкулта та кирлĕ пулчĕ. Кăшавăш шкулĕ хăйне евĕр, унта ÿкерме, тĕрлĕ инструментпа калама тарăн вĕрентеççĕ. Эпĕ дипломпа пĕрле «Халăх театрĕн ертÿçи» удостоверени илнине пĕлчĕç те театр йĕркелес терĕç. Студи уçрăмăр, ачасене унта кастинг урлă /тĕрĕслесе-суйласа/ йышăнтăмăр. Сакăр çул ĕçлерĕм театрпа, çитĕнÿ те сахал мар пулчĕ, республика конкурсне те хутшăнтăмăр. Çамрăк чухне юн вĕресе тăрать, шкултан тухмасăр тенĕ пекех пурăнаттăм. Çывăхрах хваттер пачĕç те вăхăт та нумайланчĕ. Унтан хамăн вĕренекенех - Любовь Иванова - театр студийĕнчен режиссер пулса килчĕ, ăна хăвартăм. Вăл та çанă тавăрсах ĕçлет.
- Театртан пушаннă вăхăта мĕнле тултаратăр?
- Ăслăлăх енне çаврăнтăм темелле пуль. Опыт пухăнса пынине туйса меслет кăтартăвĕсем хатĕрлеме, уçă уроксем ирттерме пуçларăм. Лайăххине мĕн те пулин тупсан унпа ыттисене паллаштарас килет - ĕçре усă курма пултарччăр. Манăн та çынсен ĕçне курас, вĕсенчен вĕренес килет, çавăнпа ытларах тухса çÿреме тăрăшатăп.
- Хăвăрăн меслетсенчен чи ăнăçли хăшĕ тесе шухăшлатăр?
- Учитель ĕçĕ çăмăл мар. Унăн урока хатĕрленсе вăхăт нумай иртет. Çавăнпа ĕçе мĕнле ансатлатма пуçласси пирки чылай шухăшлаттăм. Компьютер ĕмĕрĕ пуçлансан ытти предметникăн унпа урокра усă курмалли темĕн тĕрлĕ меслет те пурччĕ.
Компьютера пирĕн майлă, чăвашла ĕçлеттерме çук-ши вара? Малтанлăха, чăвашла шрифтсем тухкалама тытăнсан, пĕр программа тума пултартăмăр. Пулать иккен. Çĕрпÿ районĕнчи Владимир Андреев программăсем çырчĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Евдокия Ермакова тĕрлĕ материал хатĕрлесе шкулсем тăрăх сарчĕ. Эпир те тăрăшсах ĕçлетпĕр. Унччен ачасен хăнăхăвĕсене тĕрĕслемелли меслет пичетлесе кăларнăччĕ, çавна электрон варианта куçартăмăр. Учительсем унпа усă курма пуçларĕç.
- Шкулта чылайранпа ĕçлетĕр. Тĕрлĕ çулти ачасене танлаштарса мĕн калама пулать?
- Улшăнса пыни курăнать. Çĕнĕ технологисем вăй илнĕ пирки ачасем кĕнеке вуласшăн мар. Раççейĕпех çапла: пĕлтĕрхи статистика кăтартăвĕсем тăрăх 37 проценчĕ нимĕн те вуламасть, 21 проценчĕ сайра хутра вулать, ыттисем - вулакансем. Çав 37 процент чактăр тесен ачасене мĕнле те пулин кăсăклантарма тăрăшмалла. Сăмах май, 10-11-мĕш классем валли кăларнă чăваш литературин хрестоматийĕсем тивĕçтермеççĕ. Унти хăш-пĕр произведение урăххисемпе улăштарса вĕрентме тивет. Ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйĕн тивĕçне ачине тăрантарасси-тумлантарассинче çеç курать, ыттине пĕтĕмпех шкулăн тумалла тесе шухăшлать. Ачана ăслă тăвăр теççĕ. Анчах ача-учитель-ашшĕ-амăшĕ çыхăну килĕшÿллĕ пулмасан çакна пурнăçлама май та çук.
- Сирĕн шкул ачисем чăваш чĕлхине юратса вĕренеççĕ-и?
- Кăшавăш Шупашкартан инçетре мар, 25 çухрăмра кăна пулсан та ял вырăсланнă теместĕп. Ача садĕнче те чăвашлăхшăн нумай тăрăшаççĕ. Пĕрле килĕштерсе ĕçлетпĕр. Шкулта ытти тăрăхран куçса килнисен ачисем те пур. Темиçе çул каялла 5-мĕш класра Пушкăрт Республикинче çуралнă йĕкĕреш хĕр ачасем вĕренме пуçларĕç. Хăйсем тăрăшнипе, чăваш амăшĕпе вырăс ашшĕ çине тăнипе, класри ачасем пулăшнипе чăвашла пачах пĕлменскерсем шăкăлтаттарсах калаçма пуçларĕç. Ку кăна-и? 9-мĕш класс хыççăн чăваш чĕлхипе экзамен тытрĕç, «пиллĕк» илчĕç. Халĕ тепĕр ача та /ашшĕ - азербайджан, амăшĕ - чăваш/ чăвашла аван пĕлсе çитрĕ. Манăн шухăшпа, илемлĕ те янăравлă чăваш чĕлхине кăмăлласа вĕренни ăс-тăна пуянлатать. Çакна ытти наци çыннисем те ăнланни кăмăла çĕклет.
- Евгений Александрович, ачасене тарăн пĕлÿ парас, тăван чĕлхе сĕтеклĕхне туйса илме пулăшас, вĕрентÿ меслечĕсене пуянлатас тĕлĕшпе нумай ĕçлетĕр. Пурнăçра хăвăрăн вырăна тупнă чăн-чăн профессионал эсир. Çапах та хăш чухне чĕрене мĕн те пулин чĕпĕткелесе илмест-и?
-Пур çав - шкула çамрăксем килменни пăшăрхантарать. Тепĕр çирĕм çултан ачасемпе ĕçлекенсем çав тери сахалланса юлма пултараççĕ. Кăçал патшалăх ку ыйту çивĕчлĕхне кура ятарлă йышăну кăларчĕ: инçетри яла пилĕк çуллăха вĕрентме каякан çамрăк специалиста çур миллион тенкĕ парать. Чăваш Ен валли вунă вырăн уйăрнă пулсан та хальлĕхе сакăр çынна кăна тупнă-ха. Лайăх специалистсем пур, анчах вĕсем пысăкрах шалуллă ĕçсене вырнаçнă. Пирĕн пек çынсене /манăн мăшăр Маргарита Семеновна та учитель, математика вĕрентет/ шкулта ĕçе, ачасене юратни тытса тăрать. Шкулта арçын учитель сахалли те - çивĕч ыйту. Тĕслĕхрен, эпир саккăрăнччĕ, тăваттăн тăрса юлтăмăр. Арçынăн укçа ĕçлесе илмелле, çемьене тытса тăмалла, ачисене вĕрентмелле. Тен, малашне лару-тăру улшăнĕ. Патшалăх учительсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕлĕшпе тата витĕмлĕрех йышăнусем тăвасса шанатпăр.
Алина Лукиянова.