Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.09.30 Аваллăхпа паянхине сыпăнтарса (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

«Хыпар» хаҫатӑн вырӑнти корпунктӗнче журналистсемпе педагогсен «ҫавра сӗтел» калаҫӑвне йӗркелеме май ҫук-ши? Ку сӗнӗве параканӗ Йёпреҫ тӑрӑхӗнчи паллӑ вӗрентекенсенчен пӗри, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш Тимеш вӑтам шкулӑн директорӗ Л.И.Михайлова пулчӗ. Лариса Ильиничнӑпа асӑннӑ мероприятие кану кунӗнче ирттермеллине тӳрех палӑртса хутӑмӑр. Вӗрентекенсем вӑхӑтра пухӑнчӗҫ.

Калаҫӑва Л.И.Михайлова пуҫарчӗ, унӑн ӗҫтешӗсене пӗлтермелли сахал мар.

- Иртнӗ вӗрену ҫулӗнче Чӑваш Республикин Вӗрену министерствин пӗр ушкӑнӗпе Кабарда-Балкар тӑрӑхӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пултӑм. Нальчикре регионсен хушшинчи семинара хутшӑнтӑмӑр. Пилӗк районтй шкулсенче пулса вӗрентӗве ҫӗнӗлле йӗркелес ӗҫре пухнӑ опытпа паллашрӑмӑр, вӗсен ҫитӗнӗвӗсене хамӑрӑннипе танлаштарса пӑхрӑмӑр. Ку енӗпе эпир те начарах ӗҫлесе пыман халӗччен, анчах хӑш-пӗр тӗслӗх кабардасемпе балкарсен пирӗнтен тӑрӑшуллӑрах пулнине ҫирӗплетет. Ҫӗнӗ шкулсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӗкленеҫҫӗ иккен кунта. Юлашки икӗ ҫулта кӑна республикӑра 13 ҫӗнӗ шкул ӗҫе кӗнӗ, вӗсене пӗтӗмпех компьютерпа тивӗҫтернӗ, информаци технологийӗсемпе профиль, инҫет вӗрентӗвӗн меслечӗсемпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Шкулсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнура. Кашнине вӑтамран 500-шер ача ҫурет, ялсенче класра вӑтамран - 16, хулара 22 вӗренекен. Ялти шкулта вӗренекен кашни ача пуҫне патшалӑх 18 пин, хуларисем валли 13 пин тенкӗ уйӑрать. Педагогсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 9 пин тенкӗрен кая мар.

Ку тӑрӑхра ачасене виҫӗ ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн тин ача-пӑча учрежденине йышӑнаҫҫӗ. Унччен пӗчӗккисем килте аталанаҫҫӗ, ҫав тапхӑрта ашшӗ-амӑшӗ патшалӑхран пулӑшу укҫи илсе тӑрать.

Кабарда-Балкарта пуҫламӑш классенче вӗренекен кашни ачана тӳлевсӗр вӗри апат ҫитереҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе республика тата вырӑнти бюджетсенчен укҫа уйӑраҫҫӗ.

Мана тата мӗн килӗшрӗ-ха? Хӑш-пӗр шкулта ашшӗсен тата асламӑшӗ-кукамӑшӗсен канашӗсене туса хуни! Ара, эпир те ҫакна йӗркелеме пултаратпӑр-ҫке! Еҫ вырӑнӗсӗр тӑрса юлнӑ ашшӗсем    укҫа    ӗҫлесе    илес тӗллевпе тӑван тӑрӑхран аякка тухса ҫӳренӗ чухне вӗсен ачисене тимлӗх ҫитменни паллӑ-ҫке. Ҫавӑн пек ҫемьесене мӗншӗн-ха аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ урлӑ сӑнаса-асӑрхаса тӑрас мар? Ҫемьере воспитани парасси чылай лайӑхланӗччӗ.

Наци туйӑмне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та Кавказ хутлӑхӗнчи ӗҫтешӗмӗрсем чыслӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗренӳре халӑх йӑли-йӗркине упрама, пуянлатма пулӑшас тӗллевпе шкулсенче фольклор тата этнографи фестивапӗсем ирттерни, педагогсем ачасемпе пӗрле йӑх-несӗл «йывӑҫҫине» тӗпчени, уроксенче аваллӑхран халӗчченех сыхланса юлнӑ юрӑ-ташӑсене «иккĕмӗш пурнӑҫ» пани - ҫаксем пурте килӗшрӗҫ  мана...

Юлашкинчен мӗн каламалла-ха? Аякри туссем патне ҫӗннине шыраса кайрӑмӑр та... аваллӑхпа тӗл пултӑмӑр. Паянхипе ӗнерхине пӗлсе тата вырӑнлӑ ҫыхӑнтарса пынине  мӗн  ҫиттӗр  ӗнтӗ?..

Л.Г.Хуснетдинова, Чӑваш Тимеш вӑтам шкулӗнчи вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен: Лариса Ильинична каласа панинчен эпӗ акӑ мӗнле пӗтӗмлету турӑм: паянхи пурнӑҫ татса пама ҫав тери йывӑр пек туйӑнакан ҫӗр-ҫӗр ыйту тӑратсан та, ӗнер ҫӗнӗлӗх пулни паян кивелсен те, канӑҫсӑрлӑх тыткӑнне лекнӗ ҫын тарлӑ шыравра унччен ҫуталман ҫӑлтӑра ярса тытсан та эпир хамӑртан тахҫанах уйрӑлса кайнӑ йӑхташӑмӑрсен ӑслай вӗрентӗвӗнчен сивӗнме пултараймастпӑрах. Енчен ҫакна кулленхи ёҫре тӗпе хумастпӑр тӑк эпир чунпа мар, дипломпа кӑна аслӑ пӗлу илнӗ ҫынсем пулса юлӑпӑр... Вӑл е ку темӑна уҫса панӑ чухне эпӗ кашнинчех хамӑн утӑмсене педагогикӑра палӑрнӑ ӗҫтешӗмсен ӗҫ-хӗлӗпе танлаштарса пӑхма тӑрӑшатӑп. Ҫакна вара нимӗнле компьютер та, цифра информаци никӗсӗ те пурнӑҫлаймӗ, мӗншӗн тесен темӗнле кӑткӑс-сисӗмлӗ хатӗр те этем чун-чӗрине улӑштараймӗ. Уроксенче ачасене хӑйсем тӗллӗн тарӑннӑн шухӑшлама хӑнӑхтарасси - чи малтан вӗрентекен аваллӑхпа паянхи вӑхӑтпа ҫыхӑнтаракан пулӑма мӗнле йышӑнса хакланинчен килет те. Ҫавӑн пек чухне кӑна пире уйӑрса панӑ 45 минут кашни ачашӑн усӑллӑ иртӗ. Эсӗ ачана пӗлупе пӗрле чун-чӗрӳн хӗрÿлӗхӗпе тасалӑхне, кӑмӑлун ҫепӗҫлӗхне паратӑн пулсан урок тӗллевлӗ, пӗлтерӗшлӗ пулса тухасси иккӗлентермӗ.

В.Ч.Карсакова, Ирҫе Ҫармӑс вӑтам шкулӗнче ирҫе чӗлхипе литературине вӗрентекен: Мордва патшалӑх педагогика институтӗнчен пӗлӳ илсе тухнӑранпа чӗрӗк ӗмӗр хыҫа юлнине сиссе те юлаймарӑм темелле. Пирӗн шкул мордва халӑхне ҫутта кӑларассишӗн хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ Макар Евсевьевич Евсевьев ячӗллӗ, Чӑваш Улӑпӗпе Иван Яковлевичпа пӗр ретре тӑракан ҫын вӑл. Пирӗн мухтавлӑран та мухтавлӑ ентешӗмӗр. Ирҫепе мӑкшӑ ачисем валли ҫырса хатӗрленӗ букварьпе алфавит авторӗ. Эпир мӗн паянхи кунчченех М.Е.Евсевьевӑн ӗмӗр сунми ӑс-хакӑлӗпе мӑнаҫланатпӑр, вӗренӳре унӑн вилӗмсӗр ӗҫ-хӗлӗпе усӑ куратпӑр. Ҫавна пула ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче питех те сахалланса юлнӑ ирҫе халӑхӗн чӗлхине ҫӗнӗ янравсемпе пуянлатса пыратпӑр." Ман умӗн сӑмах илнӗ вӗрентекенсен шухӑшӗсемпе ҫӗр проценчӗпех килӗшетӗп: эпир ҫӗнӗ, тӗлӗнмелле саманара пурӑнатпӑр пулсан та педагогикӑра тахҫанах ҫирӗпленнӗ меслетлӗхсенчен пӑрӑнса иртмелле мар. Ҫавна ӑс-тӑн шайӗпе тавра тата тӗнче курӑм пӗчӗкки мар, ӑрусен хушшинчи ҫыхӑну йыхравӗ хистенипе тумалла.

Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн вырӑнти корпункчӗ ӳлӗмрен те педагогсене уҫӑ калаҫӑва явӑҫтарса ҫакӑн пек «ҫавра сӗтелсем» йӗркелеме палӑртать. Вӗсенче мӗнле темӑсене ҫӗклессине вӗрентекенсем хӑйсем сӗнсен аван пулӗччё.

     Геннадий Кузнецов.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика