Ăшă çу кунĕсем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулне пĕрремĕш хут шкула каякан ачасем чăтăмсăррăн кĕтрĕç.
Авăн уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ ăшăпа савăнтармарĕ. Тĕп хулари А.Г.Николаев космонавт летчик ячĕллĕ 10-мĕш шкулти ачасен кăмăлне вара сивĕ çанталăк та пăсаймарĕ. Янкăр саслă шăнкăрав шăпăрлансене пĕрремĕш урока йыхăрчĕ. Ку шкулти 1 «и» класри 25 ача предметсене икĕ чĕлхепе - вырăсла тата чăвашла вĕренме пуçларĕç. Çак класс ертÿçипе Н.Р.Григорьевăпа курса калаçма тÿр килчĕ.
Надежда Романовна Вăрмар тăрăхĕнчи Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл ялти ытти ача пекех ĕçпе пиçĕхнĕ. Çемьере асли пулнăран кил картишĕнчи ĕçсем ун çине тиеннĕ. Йывăрлăхне сахал мар чăтма, тÿсме тÿр килнĕ. Пинерти шкултан «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренсе тухсан вăл Канашри педучилищĕне çул тытнă. Кĕçĕн классене вĕрентекен, психолог дипломĕсене илнĕ. Унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра пĕлĕве тарăнлатнă. Надежда Романовна чăннипех те пултаруллă, хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçлать. Таланчĕ вара - çут çанталăкран, çÿлти Турăран. Унăн хăйĕн пекех чипер, пукане пек хитре хĕр ÿсет. Пушă вăхăтра вăл амăшĕ патне шкула çÿрет, ачасемпе кăмăллăн калаçать, пĕр чĕлхе тупать.
- Надежда Романовна, сире учитель профессийĕ мĕнпе илĕртнĕ?
- Мĕн пĕчĕкрен тус-юлташсемпе шкулла выляттăмăрччĕ, эпĕ вĕрентекенччĕ. Урăх специальноç пирки шухăшламан та. Хама яланах учитель сăнарĕнче курнă. Шухăшпа та, чĕрепе те педагог пулма ĕмĕтленнĕ.
- Кăçал Чăваш Республикинчи пĕртен-пĕр пĕлÿ çуртĕнче - Шупашкарти 10-мĕш шкулта - инноваци класне йĕркелеме йышăннă. Мĕншĕн шăпах ăна суйласа илнĕ?
- Кунта малтанах шкул çинчен каласа хăвармалла. Вăл 49-мĕш çул ĕнтĕ ачасене, ашшĕ-амăшне, хăнасене кăмăллăн кĕтсе илет. Пирĕн шкул хăтлă, капăр. Тĕп тĕллев - кашни ачан хăйне евĕрлĕхне, уйрăмлăхне сыхласа хăварса пурнăçра хăй вырăнне тупма пулăшасси, тарăн пĕлÿ парасси. Учительсем кашни урок ача чунĕнче ыррине, лайăххине, тĕлĕнтерекеннине, хăй патне туртаканнине хăвартăр тесе тăрăшаççĕ. Çав хушăрах вĕсем вĕренекенсен шухăш-ĕмĕтне мала хураççĕ, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене уçăмлатаççĕ, ачасен шанăçне тÿрре кăлараççĕ. Çĕнĕ проект класĕнче вара - наци чĕлхине вĕрентесси мала тухать. Мĕншĕн тесен эпир Чăваш çĕр-шывĕнче пурăнатпăр. Пирĕн хамăр несĕлсен чĕлхине пĕлмеллех. Паллах, мĕн пĕчĕкрен хулара вырăсла калаçса ÿснĕскерсене çăмăл мар. Çапах 100 çемье тĕпренчĕкне çак класра вĕрентме кăмăл турĕç. Ку пире питĕ савăнтарчĕ. Эпир вĕсенчен 25-шне çеç суйласа илтĕмĕр. Пĕчĕкренех икĕ чĕлхе пĕлсе ÿсни пуласлăхра питĕ кирлĕ. Каярахпа ют чĕлхесене алла илме те çăмăлрах пулать. Чăвашла малтанах чăваш чĕлхи, физкультура, рисовани урокĕсем иртĕç. Ытти предмет вырăсла. Вăхăт иртнĕçемĕн чăваш чĕлхи пĕтес хăрушлăх пур. Çавăнпа эпир ку проекта ырласах йышăнтăмăр.
- Надежда Романовна, ачасен чунне мĕнпе тыткăнлатăр?
- Кунта пысăк вăрттăнлăх çук. Ачасем ăспа мар, чун-чĕре туртăмĕпе пурăнаççĕ. Ырăпа усала та, лайăххипе япăххине те сисеççĕ, уйăраççĕ. Вĕсене улталаймăн. Ахальтен мар: «Ача вăл таса чун», - теççĕ. Вĕсен ĕненĕвĕнчен, шанăçĕнчен, юратăвĕнчен, ÿсĕмĕнчен пахарах парне, савăнăç çук та маншăн. Вĕсем пурте пĕр пек, нихăшне те уйăрмастăп. Пурне те илтме тăрăшатăп. Кашни ир амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкне кĕтнĕ пек, вĕсене чăтăмсăррăн, куç илми кĕтетĕп, уроксем пĕтсен ăсатса яратăп. Ачасен куçĕнче савăнăç пулсан, сăн-питĕнче йăл кулă вылясан эпĕ хама чăннипех телейлĕ тетĕп.
- Пĕрле ĕçлекенсем пирки мĕн калама пултаратăр?
- Коллектив тÿпи те пысăк. Курайманлăх, ăмсанулăх пирĕншĕн ют. Пĕр-пĕринпе ăмăртса, пулăшса ĕçлетпĕр. Ахальтен: «Пĕрлĕхре - вăй», - темен. Шкул администрацине тата пĕрле ĕçлекенсене мана шанса, пулăшса, вĕрентсе пынăшăн тав сăмахĕ калас килет.
Надежда Романовна хăйĕн пирки сăмахласшăн пулманнине сиссе калаçăва Т.В.Мазаева директор çумĕ хутшăнчĕ.
-Надежда Романовна - пирĕн пăрчăканăмăр. Ун çине пăхсан пурăнас, малтан мала талпăнас килет. Пире çак проекта шанса парсассăнах тÿрех унăн кандидатурине сĕнтĕмĕр. Вăл мал ĕмĕтлĕ, тарăн пĕлÿллĕ, тăрăшуллă, çамрăк педагог. Питĕ тарават, вашават, хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса тăвать. Чăваш чĕлхине, литературине лайăх пĕлекен, ачасемпе нумай çул ĕçлекен учитель. Коллективра ăна хисеплеççĕ, çавăнпа çак класа ăна шанса панă. Вăл пирĕн шанăçа тÿрре кăларатех.
Чăннипех те, Надежда Романовнăн пурнăç çулĕ пĕр тикĕс килмен. Анчах вăл йывăр самантра алă усса ларман, малаллах талпăннă, тăрăшнă. Унăн сăнĕ, тыткаларăшĕ чăн-чăн вĕрентекенпе килĕшсе тăрать. Çав тери ăшшăн, çепĕççĕн калаçать вăл.
Пĕрремĕш учитель кашни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вăл - авторитет. Ачасем унăн кашни хусканăвĕнче, уттинче, сăмахĕнче чăнлăх шыраççĕ, пуласлăха кураççĕ. Кашни сăмахĕ ахах-мерчен пек илтĕнет. Унăн йăл куллине курсан, ăшă, ырă сăмахне илтсен малашлăх çулĕ такăр пуласса ĕненеççĕ. Ăна иккĕмĕш анне теççĕ. Надежда Григорьевăпа юнашар шанăç, ĕненÿ тата юрату çÿреççĕ. Ахальтен мар ăна ашшĕ-амăшĕ Надежда /Шанăç/ ят панă. Малашлăха шанса, ĕмĕр ахалех иртмессе ĕненсе, çут çанталăка, ашшĕ-амăшне, ачасене, пурнăçа, ĕçе юратса пурăнать вăл.
Надежда Романовна, хăвăр вĕрентекен ачасем яланах савăнтарса тăччăр сире. Иксĕлми вăй-хал, ĕçре ăнăçу тата пурнăçра чи кирли, чи пĕлтерĕшли - çемье тĕревĕ, чăн-чăн хĕрарăм телейĕ, таса юрату, ырлăх-сывлăх пултăр.
Марина ИВАНОВА