Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.08.06 Ачасемшён вайхалне, вӑжа гне шеллемест (Ҫамрӑкceн хаҫачӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ачасемшён вайхалне, вӑжа гне шеллемест

 

Йӗпреҫ районне кӗрекен Пысӑк Упакассинчи Ҫемен Элкер ячӗллӗ шкулта Марина Евграфова социаллӑ педагогра 2008 ҫултанпа ӗҫлет, унсӑр пуҫне ачасене тӑван халӑх литературин тӗнчипе паллаштарать. Марина Германовна ӑруран ӑрӑва куҫакан профессие килӗштерсе аслисен ҫулӗпе утма шухӑшланӑ.

 Тӑвансенчен нумайӑшӗ шкулта тӑрӑшать. Манӑн анне Раиса Афанасьевна - вырӑс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ. Атте малтан "Трудовик" колхозра вӑй хунӑ, халӗ шкул хуҫалӑхӗнче ӗҫлет. Йӑмӑкӗпе унӑн мӑшӑрӗ Розӑпа Федор Скворцовсем - Липовкӑри вӗрену ҫуртӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑк Дина университетран вӗренсе тухсан ачасене акӑлчан чӗлхипе паллаштарасшӑн. Эпӗ те ялти шкул сукмакне вун пӗр ҫул

такӑрлатнӑ хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологи факультетне вӗренме кӗмешкӗн ыйту ҫыртӑм, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫинчи пӗрремӗш утӑмӗсем ҫинчен каларӗ ҫамрӑк вӗрентекен.

Пикене тӑван чӗлхене юратни, ашшӗамӑшӗ, тӑванӗсем яланах юнашар пулни, хавхалантарни ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑ. Аслӑ вӗренӳ заведенийӗнче ӑс пухнӑ пилӗк ҫул сисӗнмесӗрех иртнӗ. Студентсен общежитийӗнчи савӑк вӑхӑта, пӳлӗмри тантӑшӗсемпе пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑннине, кулӑшла самантсене мӗнле манӑн ха? Хӑшӗпӗри кӳршӗлле пурӑнакансен апатне вӑрлани те Маринӑн асӗнче юлнӑ.

Ҫамрӑк вӗрентекен пӗтӗм вӑхӑта тенӗ пекех ачасемпе ирттерет. Кашни урока тӗплӗн хатӗрленет, тӗрлӗ литературӑпа паллашать, интернетпа усӑ курса кирлӗ информаци тупать, вӗренекенсене ҫӗнӗ темӑна туллин ӑнлантарма тӑрӑшать.

 Тӑван шкулта ӗҫ вырӑнӗ пуррине пӗлсен яла хаваспах таврӑнтӑм. Тантӑшӑмсенчен чылайӑшӗ хула ачисемпе ӗҫлеме ҫӑмӑл маррине пӗлтерет. Манӑн вара йывӑрлӑхсем сиксе тухман. Пӗлтӗр пиллӗшӗш класс ертӳҫин тивӗҫӗсене шанса пачӗҫ. Пилӗк хӗр ачапа пилӗк арҫын ача пӗр тӑвансем пек шӑкӑлшӑкӑп калаҫаҫҫӗ, пӗрпӗрне яланах пулӑшаҫҫӗ. Мӗн те пулин кӑсӑклантарсан, пӑшӑрхантарсан, йывӑрлӑхсем тупӑнсан ман умра чуна уҫни, паллах, савӑнтарать. Апла эпӗ вӗҫемшӗн ют мар, ҫывӑх ҫын. Ҫакӑ тӑрӑшса ӗҫлеме хистет те, - палӑртрӗ ҫамрӑк специалист.

Марина Германовна вӗренӳрен пушӑ вӑхӑта ачасемшӗн усӑллӑ йӗркелеме тӑрӑшать. Хӗлле шӑпӑрлансене йӗлтӗрпе чупма илсе ҫӳрет. Тӑрӑшуллӑ ачасем ялти пӗвене юртан тасатса яка пӑр ҫийӗн конькипе ярӑнма та пултараҫҫӗ. Ашӑ ҫу кунӗсенче ҫут ҫанталӑкпа киленеҫҫӗ. Эрнере икӗ кун Йӗпреҫри "Патвар" спорт керменне ҫӳреме вӑхӑт ҫитереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманнисем ҫинчен те манмаҫҫӗ, вӗсене пулӑшаҫҫӗ.

Сӑмах май, Пысӑк Упакассинче улт ҫӗр ытла кил. Ҫав шутран ик ҫӗр ытла ҫуртпа ҫынсем дача вырӑнне ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. 1977 ҫулта ялйыш вӑйӗпе кирпӗчрен хӑпартнӑ виҫӗ хутлӑ шкулта вара пӗтӗмпе те 68 ача кӑна ӑс пухать. Кашни вӗрентекеншӗн вӗсем тӑван тӗпренчӗкӗ пекех. Марина Евграфовӑн вунӑ ачана пӗрлештерекен класӗ - чи пысӑкки. Социаллӑ педагогра тӑрӑшнӑ май еӑл 19мӗш классенче ӑс пухакансемпе пӗр чӗлхе тупма, кашнинех кирлӗ сӗнӳ пама ӳркенмест.

Ҫамрӑк педагог ашшӗамӑшне пулӑшма, килҫуртра тирпейлеме, пахчара тӑрмашма кӑмӑл тӑвать. Ҫавӑн пекех пултарулӑхне пур енлӗн аталантарма тӑрӑшать - шӑллӗ пулӑшнипе гитара калама вӗренет. Дима ЧППУра ӑс пухать, сӑвӑсене юрра хывать. Аппӑшӗ Аня районта тухса тӑракан "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫатра вӑй хурать, шурӑ хута чунран тухнӑ сӑвӑ йӗркисемпе хуратать. Марина та аппӑшӗ пекех шкул вӑхӑтӗнче литература анине сухалама ӗмӗтленнӗ. - Эпӗ ытларах чухне юратупа ҫут ҫанталӑк ҫинчен ҫыраттӑм. Пӗр хулӑн тетрадь чухлех пухӑнчӗ. Ҫапах вӗсене кун ҫути кӑтартма нимӗнле редакцие те ярса памарӑм, мӗншӗн тесен халӗ вӗсене вулатӑп та йӗркесенче малтан пурнӑҫ ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхни палӑрать. Тен, каярахпа каллех ҫырма тытӑнӑп. Ҫамрӑк чухне айван ҫав эпир. Йӑнӑшсем тӑватпӑр, малашнехи пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламастпӑр, - чунне уҫрӗ ырӑ кӑмӑллӑскер.

Педагога хӗрсемпе яшсен пӗр пайӗ пирус туртни, эрехсӑрапа иртӗхни, вӗренӳ ҫине алӑ сулнипӑшӑрхантарать. Вӑл хӗрупраҫпа яшкӗрӗме малтанах хӑйсене алла илме сӗнет, пӗрпӗр ӗҫ тӑвиччен тарӑннӑн шухӑшлама хистет, йӑнӑшни пӗтӗм пурнӑҫа пӑсма пултарнине асӑрхаттарать.

Йӑрӑс пӳллӗ, илӗртӳллӗ те ӑшӑ кулӑллӑ пике хальлӗхе качча тухманха. Анчах ҫемье ҫавӑрас шухӑшлӑ пулнине пытармарӗ. Вӑл юратакансем пӗрпӗрне ӑнлансан, хисеплесен, ҫавӑрнӑ йӑвашӑн тӑрӑшсан ҫемье телейлӗ, туслӑ пуласса шанать.

Елена Трофимова

 

 

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика