Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.09.04 Аҫта ҫуралнӑ - ҫавӑнта юранӑ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Раҫҫей Президенчӗпе Пра-вительстви педагог ӗҫне пысӑка хурса кӑҫалхи ҫула ҫӗршывра Вӗрентекен ҫулталӑкӗ тесе палӑртрӗҫ. Тигр ҫулта-лӑкӗ вара Трак тӑрӑхӗшӗн тепӗр пысӑк пулӑмпа та паллӑ. Юпа уйӑхӗнче Малти Тракра шкул /халӗ - гимнази/ уҫнӑ-ранпа 120 ҫул ҫитет. Пӗлӳ ҫак ҫуртне 9 ҫул Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Г.Юлмасова ертсе пырать.

 

...Галя Степановӑн аллинче - вӑтам шкула ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерни ҫинчен калакан хаклӑ документ. Хыҫра Янкас-ри, Красноармейскинчи шкулсенче вӗреннӗ ҫулсем. Пур предметпа та аван ӗлкӗрсе пынӑран нихӑшӗн патне те уйрӑм туртӑм пулмарӗ хӗр ачан, тантӑшӗсем пек аттестат илнӗ хыҫҫӑ-нах малалла вӗренме кайма ҫулӗ уҫӑлмарӗ. Ҫапла Галя пӗр ҫулталӑк тӑван хуҫалӑхра вӑй хучӗ.

Гальӑн ашшӗ Илларион Степанович, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑр ҫапӑҫнӑскер, виҫҫӗмӗш ушкӑн инваличӗ, ҫав вӑхӑтра «Звезда» колхозра кӑна мар, районти чаплӑ хӑмлаҫӑсенчен пӗри шутланнӑ. Амӑшӗ Мария Ефимовна Ефимова 6 ачине таса ҫӳретме тӑрӑшнӑ, вӗсене пӗчӗклех ӗҫе хӑнӑхтарнӑ, карта тулли выльӑхчӗрлӗх тытнӑ, колхоз ӗҫӗнчен те пӗр кун та юлман.

Тӑватӑ класс кӑна вӗренме май килнӗ пулин те Мария Ефимовна, хура-шурне чылай курнӑскер, питех те ӑста калаҫать. Гальӑна вӑл ют чӗлхе учителӗ вырӑнӗнче куратчӗ яланах. Тепӗр ҫулне юратнӑ амӑшӗ сӗннипех хӗр И.Яковлев ячӗллӗ педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетне вӗренме кӗме экзаменсене тимлесех хатӗрленет.

Институт уншӑн нимӗҫ тата француз чӗлхисен кӑткӑслӑхӗсене апла илсе хӑнӑхмапли аслӑ шкул пулса тӑчӗ. Ҫуллахи каникул кунӗсенче вара студентсен строительство отрячӗпе ӗҫлеме кайсан комиссар ӗҫне туса пырать. Сӑмах май, пулас мӑшӑрӗпе те Вӑрнар районӗнче стройкӑра паллашать. Тӑваттӑмӗш курсра вӗреннӗ ҫул вара Млюшпа Галя ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк мӑшӑр   Вӑрнар   районне   ҫул   тытать.

Малтан Кивӗ Мӗлӗшри сакӑр ҫул, каярахпа Кӳстумӗрти вӑтам шкулсенче нимӗҫ чӗлхине вӗрентсе пурӑнать. Хӑйӗн ӗҫне чунран парӑнса пурнӑҫлать педагог, ачасене пӗлӳ тӗнчипе паллаштарнипе пӗрлех пурнӑҫа та вӗрентет, вӗсемшӗн вӑхӑтне те, вӑй-халне те, чун-чӗре ӑшшине те шеллемест. Ҫапла пуҫланса каять Галина Илларионовнӑн  учитель  биографийӗ.

- Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртрӗ. Анне ӗмӗчӗ тулчӗ: эпӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине пӗчӗк сумкӑпа тухнӑскер, халӑха юрӑхлӑ ҫын пулса тӑтӑм. Анчах хама ӑс панӑ Янкас тата Красноармейски шкулӗсенчи учительсене тав тума вӑхӑтра май тупаймарӑм. Вӗсене кашнине /ятран каласа та пӗтереймӗн/ мухта-малли темӗн чухлех, сумлӑ вӗрентекенӗмсем умӗнче пуҫ таятӑп, - тет Г.Юлмасова.

1994 ҫултанпа Г.Юлмасова районта кӑна мар, республикӑра та чапа тухнӑ Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче директорӑн наукӑпа методика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл пуҫарнипе кунти педагогсем, вӗренекенсем республикӑра ҫулсерен ирттерекен «Exsilsior» наукӑпа практика конференцине хастар хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.

- 2001 ҫул вара маншӑн уйрӑмах асра юлчӗ: ун чухне мана директор тилхепине тыттарчӗҫ, - аса илет Г.Юлмасова. - Мана пурнӑҫра чун хӑраса тӑракан ӗҫе алӑк уҫса кӗртсе яракансем, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма пулӑшакансем яланах пулнӑ.

Юлашки вӑхӑтри ҫӗр-шыври йывӑрлӑхсем шкул тытӑмӗнче те кӑткӑслӑх кӑларса тӑратрӗҫ. Галина Илларионовна ҫак самантра педагогсемпе, вӗренекенсемпе, ашшӗ-амӑшӗпе, общество ытти   организаципе пӗр чӗлхе тупма, хӑй ӗҫӗнче яланах ҫӗнӗ мелсем шырама тӑрӑшать.

Директора ӑсталӑх, ҫӗнӗлӗх пусӑмне ҫӗнӗ виҫене хӑпартма пулӑшакансем те пур. Вӗсем - директорӑн ҫумӗсем - И.Федорова, И.Николаева, С.Дмитриева тата педколлектив. Тӗрлӗ енлӗ конкурссенче вӗсем ҫине таянса кӑна ҫӗнтерӳ тума пулать. Ҫитӗнӗвӗ вара мухтанмалӑхах пур. Кунта - РФ Президенчӗн 1 миллион тенкӗлӗх грантне, «Хальхи шкул инфратытӑмӗ» номинацире премие тивӗҫни те, районти шкулсен хушшинче ҫӗнтерни те тата ытти те. Епле савӑнмӑнха ҫак ҫитӗнӳсемшӗн. Йывӑр та пулнӑ, ҫӗр ҫывӑрмасӑр шухӑшлама та тивнӗ. Чӑтнӑ, ҫӗнтернӗ - ҫавӑ паха.

Г.Юлмасова пуҫарнипе гимназире этнопедагогика музейӗ йӗркеленчӗ, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Яковлева халалланӑ ятарлӑ пӳлӗм ӗҫлет.

Г.Юлмасова чӑваш хӗрарӑмӗн мӗн пур ырӑ енӗпе палӑрать: каннӑ вӑхӑтра «сенкер экран» умне ларсан та ӗҫе хӑнӑхнӑ алӑ нихӑҫан та пушӑ мар, вӗтӗ шӑрҫапа мӗн тӗрлӗ тӗрӗ ӑсталаманши, хӑшӗ-пӗрипе куравсене те хутшӑннӑ. Юрри-ташшипе те такамран ирттерет Г.Юлмасова. Сцена валли чӑваш хӗрарӑмӗн ҫи-пуҫне директор чи маптан ятарласа хӑй ӑсталарӗ. Вӑл - И.Яковлев ячӗллӗ педуниверситетӑн вӗрентупе этнопедагогикӑн, яковлеведени кафедрисен канашӗн, ЧР Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗрентӳ учрежденийӗсен директорӗсен ассоциацийӗн, районти вӗренту пайӗн канашӗн, ӑслӑлӑхпа халӑха вӗрентес ӗҫченӗсен районти профсоюз организацийӗн   президиумӗн   членӗ...

Юлия КУЗЬМИНА.

Красноармейски сали.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика