Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.08.30 Алтайра çуралса Чутейре телей тупнă

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Питĕ лăпкă хĕрарăм вăл, кашни сăмаха тĕплĕн шухăшласа, сасса хăпартмасăр вашават калаçать. Ахăртнех, урокра та ачасене вăрçса-ятласа курман. Ĕçре те, çемьере те чăн телей тупнăскер кÿрши-пĕлĕшне те чунри ырăлăхĕпе хавхалантарма тăрăшать. Паян ялта ĕне усракансем кăшт та пулин услам тăвас тĕллевпе сĕт сутма хăнăхрĕç. Тăвай районĕнчи Чутейри Наталья Куракина вара сĕт юр-варĕпе салари кинемейсене хăналать. «Ачасем канмалли кунсене килеççĕ-ха. Эрне варринче мăшăрăмпа иккĕн çеç юлатпăр. Ĕнине усрамасан та юрать пек, çапах пĕр хăнăхнă йăларан писейместпĕр. Ытлашши сĕте, ытти япалана та укçалла сутса курман. Ватăсене хисеп туни сăваплă. Вĕсене савăнăç кÿрсен хам та хĕпĕртетĕп», - тет çын чунне витĕр курма хăнăхнăскер.

Унăн ашшĕпе амăшĕ мăшăрлансанах Алтай тăрăхĕнчи «Романовский» колхоза ĕçлеме тухса кайнă. Каярахпа 6 уйăхри пепкепе Эрĕнпур облаçĕнче тĕпленнĕ. Çуртсем çĕкленнĕ май кунта çĕнĕ хула йĕркеленнĕ, ăна Рудный клад /Светлый/ ят хунă. Наташăн шăллĕ те çакăнта çуралнă. Аслă хĕрĕ 2-мĕш класа куçсан чăваш çемйи тăван тăрăха таврăннă. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех хĕр ача колхозра агрономра тата бригадирта ĕçлекен амăшĕнчен ырă тĕслĕх илме тăрăшнă. Тĕмер вăтам шкулне çитме пĕр майлă кăна 6 çухрăм утма тивнĕ. Çакă пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхтарнă. 1977 çулта кунтан ылтăн медальпе вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне, вырăс чĕлхипе литературин уйрăмне, суйланă.

III курс студентки шкул çулĕсенчех куç хывнă Вениамин Куракинпа çемье çавăрнă. Çамрăк амăшĕ пĕчĕк пепкине йăпатнă хушăрах диплом ĕçĕ çырма та, экзаменсене хатĕрленме те ĕлкĕрнĕ. Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнăскере Ленинградри аспирантурăра пĕлĕве анлăлатма сĕнеççĕ. Колхозра шоферта вăй хуракан ывăлне ашшĕ-амăшĕ тĕп килтех хăварасшăн пулнă. Вара Наталья Сергеевна та тăван ялтах юлма шухăшлать, 1982 çулта Чутей шкулне ĕçе вырнаçать. Пĕрремĕш çулне тĕрлĕ предмет вĕрентме тивнĕ: вырăс чĕлхипе литератури, истори, обществознани, биологи... «Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнĕ амăшĕн витĕмĕпе çĕр ĕçне юратма хăнăхнăскер ачасене çĕнĕ темăпа кăсăклантарса яма пултарнах. Иккĕмĕш хĕрне çуратса декрет отпускĕнчен тухсан йĕркелÿçĕре 6 çул ĕçленĕ.

1983 çул çамрăк çемьешĕн чăн-чăн тĕрĕслев пулнă темелле. Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Куракинсен кил-çурчĕ тĕппипех çуннă. Пĕчĕк ачаллăскерсем упăшкин ялтах тĕпленнĕ йăмăкĕ патĕнче хĕл каçнă. Тăванĕсем пулăшнипе çуркунне малтанхи пекех 2 хутлă кирпĕч пÿрт çĕкленĕ.

«Пысăк çак инкеке пĕрле чăтса ирттерни пире татах çывăхлатрĕ-тĕр. Тĕп килте юлнăскерсем ватăсемпе 27 çул пурăнтăмăр. Хуняçа Роман Павлович хăй вăхăтĕнче ялти шкул директорĕ пулнă, хуняма Анна Ивановна колхозра бухгалтерта ĕçленĕ. Вĕсем вĕрентекен ĕçне лайăх ăнланатчĕç, нимĕншĕн те сăмахламан. Хăйсем 8 ача ÿстернĕ, пурне те çирĕп йĕркене, ĕçе хăнăхтарнă. Мăнукĕсене те куçран вĕçертмерĕç, куллен пире пулăшрĕç. Тавах вĕсене. Упăшка аслă шкулта вĕренмен пулин те манран ăслăрах пек туйăнать. Хастар, ĕçчен, сăпайлă çак арçынпа мăшăрланнăшăн пĕртте ÿкĕнместĕп. Вăл пурнăç тытăмне ăнланса пыма, этем чунне туйма вĕрентрĕ. Веня халĕ Канашра ĕçлет. Ачамсем те çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ. Виççĕшĕ те аслă пĕлÿ илчĕç. Аня Хусанти пир-авăр комбинатĕнче аслă технологра вăй хурать. Филолог тата юрист дипломĕсене алла илнĕ Света Шупашкарта хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçрĕ. Сергей - Хусанти «Татэнерго» предприятин инженерĕ, аспирантурăра вĕренет, тĕпчев ĕçĕсем çырать. Вăл 2008 çулта ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçрĕ. Хальлĕхе пĕри те çемье çавăрман-ха. Эрне вĕçĕнче яла килеççĕ те хушма хуçалăхри ĕçсене кÿлĕнеççĕ», - туслă çемйипе паллаштарчĕ Н.Куракина.

Аслă хĕрĕ шкул çулĕсенчех сăвăсем çырса палăрнă. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тăван ен культурипе кăсăкланни тата чăвашла шăкăлтатса калаçни сайра пулать. Марина Цветаева, Валентин Распутин, Константин Паустовский пултарулăхне кăмăллакан Наталья Куракина вара хăйне чăваш халăх культури, тĕрри, чĕлхи илĕртнине пытармарĕ. Тĕрĕ вăрттăнлăхĕсемпе паллашас тĕллевпе кĕнекесем те «шĕкĕлчет» вăл, чăвашла тап-таса пуплет.

«Вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсем пуçланиччен пушă вăхăт тупса ачасем валли çыхма, ал шăллисем, минтер пичĕсем тĕрлеме май пурччĕ. Халĕ тĕрлĕ конкурса, конференцие, тĕл пулăва хатĕрленсех кун иртет. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне пуçра план хатĕрлетĕп, кама мĕнле темăпа сăвă çыртарассине палăртса хуратăп. Компьютер умĕнче те нумай ларма тивет. Хальхи ачасем вырăсла лайăх калаçаççĕ те вĕсене вĕрентме йывăрах мар. Компьютерпа усă курса ирттернĕ уроксене ытларах хапăл тăваççĕ. Конференцисенче малти вырăнсене йышăнса савăнтараççĕ. Кăçал 9-мĕш класран 18 ача вĕренсе тухрĕ, 3-шĕ педучилищĕне суйларĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменне 5-мĕш класранах майĕпен хатĕрленме пуçлатпăр та хăнăхса пыраççĕ. Класра, паллах, пуçтах ача та тупăнать. Ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен витĕмĕпе тата туслă коллектив тăрăшнипе шухăрах çамрăксене те вăхăтра тĕрĕс çул çине тăратма пулатех. Çул çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен комисси те йăнăша тÿрлетме пулăшать», - тет класс ертÿçи. Вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурса хутшăнать, шкулти профсоюз организацийĕн председателĕ пулнă май вĕрентекенсене культура, спорт мероприятийĕсене явăçтарать. Районти вĕренÿ пайĕн ĕçне йĕркелесе пырать, ĕçтешĕсене пĕрле пухса уçă уроксем, аттестаци ирттересси те Н.Куракина çине тиеннĕ. Аслă категорири вĕрентекене 2007 çулта РФ Президенчĕн грантне панă, кăçал ăна Чăваш Ен ертÿçи те хавхалантарнă.

Ĕçре ÿсĕмсем тăвакан хĕрарăм мăн кăмăлланманнине, мăшăрĕпе унăн тăванĕсене чунран хисепленине, çемьене, туслăха хакланине кура хăйне те ырăпа çеç асăнаççĕ салара. Кÿршĕ-аршăна, тăван-пĕлĕше сума суса пурнăçпа туллин савăнма, ыттисене хавхалантарма пĕлет вăл. Хуняшшĕнчен вĕренсе юлнă ăсталăха та малалла туптасшăн: тивĕçлĕ канăва тухсан хурт-хăмăр ĕрчетме ĕмĕтленет. Килен-каяна тарават йышăнакан Наталья Сергеевнăн вăй-хăвачĕ ан иксĕлтĕр, тăван ачисен, вĕренекенĕсен пархатарĕпе ырă курмалла пултăр.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика