Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
«Хамӑн ачасемпе ӗҫлеме мана инте-реслӗрех, - тет Н. Варганешева вӗренте-кен. - Малтан йывӑрччӗ. Халӗ вара уйр-ӑлаймастӑп вӗсенчен».
Нина Федотовна Шупашкарти кор-рекци шкулӗнче вӑй хурать. Куҫ кур-ман ачасене ҫыхма-ҫӗлеме, тӗрлеме, пир тӗртме вёрентет. Урӑхла каласан технологи урокӗсене ертсе пырать вӑл. Ӑсталанӑ ӗҫсемпе ачасем тӗрлӗ конкур-са хутшӑнаҫҫӗ. Уисӑр пуҫне саккаспа та ӗҫпеҫҫӗ вӗсем: тутӑрсем ҫыхса сутаҫҫӗ.
Пӗри ҫыхать, тепри пир тӗртет
«Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗ ДБолкова вӗрене-кеншӗн питӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ, - малалла сӳтӗлет сӑмах ҫӑмхи. - Диана тӑван-пӗтенӗ валли ҫеҫ мар, вӗрентекенсемпе воспита-тельсем валли те чылай тутӑр ҫыхрӗ».
Брайпь тыгамӗпе (ал сӗмӗпе) вӗренекен-сем ҫакнашкал хитре хатӗр-хӗтӗр ӑсталама пултарнишӗн тӗлӗнтӗм. Вӗсем тӗртнӗ сал-феткӑсене алла илсен хӗпӗртерӗм. Пӗрин-чен тепри илемлӗрех. «Урокра кашни ача хӑй килӗштерекен ӗҫпе тӑрӑшать. Пӗри -чӗнтӗр, тепри фриволите, макраме ҫыхать, виҫҫӗмӗшӗ коклюшкӑсемпе ӗҫлет, тӑваггӑмӗшӗ пир станокӗ умӗнче ларать. Урокпрограмминехамаххатӗрлетӗп. Тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтарни ачасен тавра курӑмне ата-лантарма пулӑшать. Ҫитменнине кашнийӗ кӑмӑллакан ӗҫ суйлать. Акӑ азербайджан хӗрӗ Н.Надирова малтан нимех те тума пӗлместчӗ. Тӗрӗс мар ҫыхатчӗ пулсан та унӑн ӗҫне сӳтместӗм. Тепӗр чухне хам та пу-лӑшаттӑм. Унсӑр пуҫне сӑмахпа хавхалан-тараттӑм. Ҫавна май Нурана тӑрӑшма пуҫ-ларӗ. Кӑҫал суту-илӳ палатанче йӗркеленӗ регионсен хушшинчи курава хутшӑнчӗ, дип-ломативӗҫрӗ. ҪавӑнпекехВ.Концукгорова, Д.Ефремова вӗренекенсен ӗҫӗсене те тӑратрӑмӑр унта», - пӗлтерет Нина Федо-товна.
Сӑмах малалла ачасен пултарулӑхӗ ҫине куҫать. Е.Самсоновӑпа А.Столярова
иртнӗ ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри «Руҫ ӑстисем» конкурса хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Кӑҫал Наци музейӗнче «Кивӗ япаласене иккӗмӗш пурнӑҫ пани» ятлӑ курав уҫӑлнӑ. Унта та хутшӑннӑ асӑннӑ шкул вӗренекенӗ-сем. Е.Суворова, Е.Федорова, Д.Ефремова ӗҫӗсенекураканпысӑкхакпанӑ. Ҫавӑнпекех тӗпхулари Кӑнтӑр гтаселокӗнче кашниҫулах «Ҫутӑҫӑлтӑрсем» конкурс-фестиваль иртет. Пултаруллӑ ачасем вапли кунта та вырӑн пур. Е.Самсонова акӑ ал ӗҫӗпе чапа тухнисӗр пуҫнеилемлӗюрлатъ, сӑвӑсем ҫырать. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ та ӗнтӗ. Чӑваш хӗрӗ тӗрлӗ концерта хутшӑнма кӑмӑллать. Сӑмах май, Г.Никитша пирки те ыррине каламалла. ВӑлРаҫҫейюрӑҫипеДи-ана Гурцкаяпа ҫыхӑну тытать. Хӑй вӑхӑтӗнче Гальӑна унпа курнӑҫма та май килнӗ. Паллӑ юрӑҫ тӑрӑшнипе чӑваш хӗрӗ халӗ Шупаш-карти Ф.Павлов ячӗллӗ училищӗре ӑс пухать. Ӑсталӑх ҫулсерен туптанать
Н.Варганешева вӑтам шкул хыҫҫӑн пӗлӗвне Чӑваш патшалӑх педагогика инсти-тутӗнче малалла тӑснӑ, физикӑпа математи-
кауйрӑмнепӗтернӗ. ПӗрвӑхӑтПатӑрьелрай-онӗнчи Нӑрваш Шӑхалӗнчи, Сӑкӑтри вӑтам шкулсенче ӗҫпенӗ. Каярахпа шӑпа ӑна Шу-пашкарти куҫ курманнисен шкулне илсе ҫитернӗ. Малтанах воспитательте вӑй хунӑ вӑл. Технолот урокӗсене шанса парсан - ки-лӗшмен. «Кӑштах ӗҫлесе пӑхӑп та урӑх ҫӗре куҫӑп тесе пурӑнтӑм, - чунне уҫатъ Нина Фе-дотовна. - Ачасене ҫителӗклӗ ӑс-тӑн парас тӗллевпе ятарлӑ курссене ҫӳрерӗм, респуб-ликӑри Халӑх пултарулӑх ҫуртне ҫитрӗм. А.Ильбекова ӑстаҫӑ патӗнче пир тӗртме вӗрентӗм. Пухнӑ олыта унта-кунта салатма шел пулчӗ. Ҫапла вара нимӗн сисмесӗр ҫак шкулта 23 ҫул ӗҫперӗм».
Н.Варганешева хӑй те тӗрлӗ конкурса хутшӑнать. Каҫал «Руҫ ӑстисем» конкурсра пӗрремӗш вырӑна тухнӑ вӑл. Пир тӗртессипе мастер-классирттернӗ, алка, масмак, галстук, браслет тӗртнӗ. Пӗлтӗр вара пир тӗртекен-сен Пӗтӗм Раҫҫейри фестовальне хутшӑннӑ. Вӑл Карепире иртнӗ. Кунта та чӑваш хӗрарӑмӗ мастер-класс ирттернӗ.
Авалхи йӑлана манӑҫа кӑларманни, ӑна ҫакнашкал фестивальсем йӗркелесе халӑх патнетавӑрнипаха. Унсӑрпуҫнеӑстасемпӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашни те пӗлтерӗшлӗ.
Нина Федотовна - декораципе ал ӗҫ ис-кусствин халӑх ӑстм, ЧР ал ӑсшсен гальди членӗ, РФ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.
Технологи урокӗсене кӗскетни пӑшӑрхан-' тарать вӗрентекене. Маларах кашни кпасра икшер сехет пулнӑ, халӗ вара пӗршер хӑва-расси пирки сӑмах ҫӳрет. «Пирӗн ачасене тех-нолот урокӗсем кирлех. Вӗсем ӗҫпе йӑпа-наҫҫӗ, танташӗсен умӗнче чапа тухаҫҫӗ. Пӗр хӗр ачапа шкулта никам та калаҫмастчӗ. Лешӗ ал ӗҫӗпе интересленчӗ, тӗрлӗ япала ӑста-ларӗ. Пултарулӑхнекура"гус-юлташ«ҫыпҫӑ-нма» пуҫпарӗ ун ҫумне. Ҫапла ӗҫ мухтава кӑпарчӗ сусӑрскере», - иртнине аса илет Н.Варганешева.
Еҫе чунтан юратма вӗрентет вӑл ачасе-не. Хӑйтеӑсталӑхнетупггасахтӑратъ. Ҫавӑ-нпа хисеплеҫҫӗ те ӗктӗ ӑна вӗренекенӗсем. Ырӑ улмуҫҫи сӗтеклӗ ҫимӗҫ ҫитӗнтерни пу-риншӗн те паллӑ.
В.Максимова