Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.08.18 «Пӗлӳ тӗнчине вӑрлӑх акатпӑр» (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Самана таппи улшӑннӑ май кун-ҫул ҫӗнӗ техникӑпа пуянланать. Халӗ шкул-та та учебниксемпе ҫеҫ мар, электрон пособисемпе усӑ курма пуҫларӗҫ. Вӗсе-не чӑвашла та хатӗрлесе кӑлараҫҫё. Хальхи вӑхӑтра «Чӑваш чӗлхипе» 1-9 клас-сенче вӗренекенсем валли электрон пособисем пур, Вӗсемпе хӑть кам та усӑ курма пултарать, Республика тулашӗнчи чӑваш шкулӗсене те тивӗҫтернӗ ҫак тупрапа. Вӗсенчен чылайӑшӗн авторӗ - В,Андреев.

Олимпиада та, электрон пособисем те...

Владимир Юрьевичӑн пирвайхи элекг-рон пособийӗ - 5-мӗш кпасра вӗренекенсем валли хатӗрленӗ «Пӗлӳ шыраса» вӑйӑ. Кая-рахпа вӑл «Кайӑксем», «Ӳсен-тӑран» (7-мӗш класс валли), «Сӗтпе ҫитӗнекен чӗр чун» (5-мӗш класс валли) пособисене кун ҫути кӑтартнӑ. «Чӑваш Енре тӗл пулакан пулӑсем пирки те ятарлӑ кӑларӑм хатӗрлерӗм,-тет В.Аццреев вӗрентекен. - Ҫавна май 40 ытла пулӑ тупса палӑртрӑм. Словарьпе те, пулӑҫ-семпе те чылай ӗҫлеме тиврӗ».

Владимир Юрьевич асӑннӑ пособисем хатӗрленисӗр пуҫне интернет мелӗпе тӗрлӗ конкурс, олимпиада йӗркелет. Вӗсен ыйтӑв-ӗсене Чӑваш халӑх сайчӗн серверӗнче выр-наҫтарать. Ҫакнашкал 11 конкурс ирттерни-не палӑртрӗ вӑл. Юлашкине К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вунӑ ыйту кӗртнӗ унта. Асӑннӑ конкурса 1 пине яхӑн ача хутшӑннӑ. Самар, Чӗмпӗр об-лаҫӗсенчен, Тутарстан, Пушкӑртстан рес-публикисенчен те чылай хурав килнӗ. Ҫӗн-терӳҫӗ ятне Чӗмпӗр хулинчи 7-мӗш класра вӗренекен ААлексаццров тивӗҫнӗ.

Ҫавӑн пекех фантастикӑллӑ калавсем ҫырас енӗпе «Урхамахсем тӑраҫҫӗ тапӑртат-са» конкурс та йӗркеленӗ. Кунта тӗп сӑнарта урхамах е тиха пулмалла. Ку ӑмӑртӑва кӗркунне пӗтӗмлетӗҫ. Унта тӗрлӗ ӳсӗмри ача-сем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

«Чӑваш чӗлхи словарӗн» пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халал-, ласа конкурс ирттерме палӑртатпӑр малаш-не, - тет Владимир Юрьевич. - Ҫавӑн пекех Н.Ашмарин паллӑтӗпчевҫӗн, тюркологӑн 140 ҫулхи юбилейӗ те ҫывхарать. Ҫак пулӑма та тӗлсӗр-йӗрсӗр хӑвармӑпӑр».

Виҫҫӗмӗш ҫул интернет мелӗпе педка-нашлу иртет. Унта чӑваш чӗлхи вӗректекенӗ-сем ӗҫтешӗсемпе канашлаҫҫӗ, пӗр-пӗр ыйту сӳтсе яваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне сайта хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ статьясем вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫапла вара килте компьютер умӗнче ларсах ӗҫтешӗсемпе канашлама май тупаҫҫӗ. Пал-лах, йӗркелӳ ӗҫӗнче В.Андреева Чӑваш Енри вӗренгӳ институчӗпе ЧР Культура министер-стви чылай пулӑшать.

«Мӗн акатӑн - ҫав шӑтать»

Владимир Юрьевич Михайловкӑритулли мар вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентет. Унсӑр пуҫне вӑл асӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗн дирекгорӗ те. Ку ӗҫе 1997 ҫултанпа пурнӑҫ-лать. «Маларах вӑтам шкул шутланатчӗ, -пӗлтерет В.Андреев. - Унӑн тытӑмне улӑш-тарнӑранпа икӗ ҫул ҫитрӗ. Халӗ кашни ача шугра. Ҫавна май вӗсене сыхласа хӑварма тӑрӑшатпӑр».

Паян кунта 110 ача вӗоенет вӗсен йышӗнчех шкул ҫумӗнчи садике ҫӳрекен шӑпӑрлансем те пур. Хӑй вӑхӑтӗнче ачасен йышӗ хӑвӑрт чакнӑран пӗлӳ ҫурчӗ ҫумӗнчех пӗчӗккисен ушкӑнне йӗркелеме тмвнӗ.

«Иртнӗ ҫул пирӗн микрорайонта 27 ача ҫуралнӑ, - сӑмахне малалла тӑсатъ шкул ер-тӳҫи. - Ҫавна май малашне 1,5-2,5 ҫултмсем валли ясли уҫасшӑн. Вӗсене хамӑр валли ха-тӗрлесшӗн. Сӑмахран, акӑлчан чӗлхине шӑпӑрлансене садикрех вӗрентетпӗр. Пӗчӗк шкулсенче пӗлӳ шайне тытса пыма ҫӑмӑлрах. Эпир кашни ачапа ӗҫпетпӗр».

Чӑн та, ҫитӗнӳсем вара куҫ умӗнчех. Каҫ-алхи вӗренӳ ҫулӗнче Михайловка шкулӗ тӗрлӗ конкурсра вун ҫичӗ хутчен палӑрма тмвӗҫнӗ. Район, республика шайӗнче ҫеҫ мар, Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗктернӗ тӗслӗх те пур. Вӑл -Аня Федорова.

Коллекшвра арҫын вӗрентекенсем пачах ҫукки пӑшӑрхангаратъдиректора. «Шкултаҫур ставкӑпа - рабочи, туллипе хуралҫӑ пур. Вӗсемсӗр пуҫне - хам. Ҫавӑнпа та юсав ӗҫӗсем ирттернӗ чухне алла пуртӑ та, ҫава та тытма швет, - тет вӑл. - Арҫынна шалупа тивӗҫтерсен шкултах ӗҫлӗччӗ вӑл. Тӗрӗсси-пе, ачана унӑн воспитани памалла. Аталанса пыракан ҫӗршывсенче арҫын учитель ьгтла-рах. Пӗлӳ тӗнчине вӑрлӑх акатпӑр эпир. Вӑл парка ҫитӗнесси вара тӗрлӗ сӑптавран килет».

Ҫапла, ача-пӑча ҫитӗнӗвне пӑхса вӗрен-текен ӗҫне хаклама пулатъ. Ахальтен-им учи-теле кура вӗренекенсем ку е вӑл предмета та килӗштереҫҫӗ. Каярахпа чун туртӑмӗпе унӑн ҫул-йӗрне суйлаҫҫӗ.

В.Петрова.
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика