Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри вӑтам шкул «Вӗрентӳ» наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн тӑрӑшса ӗҫлет. Вӗрентупе воспитанире ҫӗнӗ меслетсемпе анлӑ усӑ курнӑшӑн тата ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн вӑл 2006 ҫулта Раҫҫей Президенчӗн миллион тенкӗ грантне тивӗҫнӗ, 2008 ҫулта уйрӑм предметсене вӗрентес ӗҫре информаци технологийӗсемпе туллин усӑ курнӑшӑн ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин мини-стерствин 50 пин тенкӗ премине ҫӗнсе илнӗ. Коллектив тӗрлӗ шайра иртекен конкурссене ӑнӑҫлӑ хутшӑнать.
Ырӑ ята тивӗҫнӗ педагогсен ӗҫ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллашас тӗллевпе ҫула тухрӑм. Аякранах илемлӗн курӑнса ларакан капӑр шкул ҫурчӗ ачалӑхри манӑҫми кунсене аса илтерчӗ. Эпир вӗреннӗ чух кун пек хӑтлӑ та чаплӑ ҫуртсем пулман тата пурлӑх никӗсӗ те хавшакчӗ. Ирӗксӗр ассӑн сывласа илетӗн, ҫакӑн пек шкулта вӗренекенсем чӑннипех телейлӗ тесе шухӑшлатӑн.
Саманан варкӑш ҫилӗ вӗренӳ учрежде-нийӗсен сӑн-сӑпатне кӑна мар, ун тӗллевӗ-сене те ырӑ енне улӑштарчӗ. Ҫакна республикӑри кирек хӑш шкулта та турех асӑрхатӑн. Сӑмахран, асӑннӑ шкулта наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлама пурте пур. Ҫакна шкул директорӗ Владимир Егоров та палӑртса хӑварчӗ. Кӑҫал Тури Ачаксем патшалӑх пулӑшӑвӗпе каллех тӗллевлӗ усӑ курнӑ. Юлашки ҫулсенче шкул тӑрринчен шыв кайнӑ, «Ялсенче комплекслӑ майпа ҫуртсем лартасси» программа вӑя кӗни ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшнӑ. Шкула хӑтлӑх кӳме 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Тури Ачак шкул территорине кӗрсен тирпей-илем хуҫаланни кӑмӑла ҫӗклерӗ. Вӗренекенсем те ют ҫынна сывлӑх сунмасӑр иртмеҫҫӗ. Ҫутӑ та ирӗклӗ коридорта стена-сем ҫине шкул пурнӑҫӗпе паллаштаракан стендсем вырнаҫтарнӑ. Педагогсен дина-стине халалланӑ курава уйрӑмах кӑмӑлларӑм. Светлана Муравьевӑн ҫемье династийӗн стажӗ - 284 ҫул, Зоя Андреевӑн - 262 ҫул. Кам кӑна ҫук-ши вӗсен хушшинче: хӗрӗпе кӗрӳшӗ, пиччӗшӗпе кинӗ, аппӑшӗпе йыс-нӑшӗ тата вӗсен ачисем те. Ахальтен каламан тымар ҫирӗп пулсан хунав та йышлӑ тесе. Эппин, асӑннӑ ҫемьесенче йӑх-ӑру тымарӗ ҫирӗп. Вӗсем хӑйсен кун-ҫулне ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парассипе ҫыхӑн-тарнӑ. Шкул историне ҫутатакан стендпа паллашнӑ хыҫҫӑн вӑл 1918 ҫултанпа ӗҫлени-не пӗлтӗм.
Тӗрлӗ ҫулта статусне улӑштарнӑ пулин те Тури Ачак шкулӗ ку тӑрӑхри ялсемшӗн |яланах культурӑпа вӗренӳ, сывлӑха ҫирӗп-летмелли центр пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра шкулта ачасеие гуманитарипе эстетика пӗлӗвӗсене тарӑнрах вӗрентессипе тим-|леҫҫӗ.
Шкул - ресурс центрӗ. Кунта 269 ача |пӗлӳ илет. Икӗ шкул автобусӗ ачасене 14 [ялтан турттарать. Вӗренекенсене кунне икӗ вӗри апат ҫитерессине йӗркеленӗ. Цахча ҫимӗҫне хӑйсем туса илеҫҫӗ. Шкул ҫумӗнче 1 гектар ҫӗр лаптӑкӗ пур, унта тӗрлӗ ҫимӗҫ ӳсет. «Ленинская искра» хуҫалӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗрен ҫак ыйтӑва туллин татса панӑ. Ачасем те вӗренӳ программине пурнӑҫланӑ май ӗҫе хӑнӑ-хаҫҫӗ. Ҫуллахи каникул кунӗсенче шкул ҫумӗнчи ачасен ӗҫпе кану лагерӗ те ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Владимир Юрьевич палӑртнӑ тӑрӑх, ӑста поварсем ҫӑкӑр та хӑйсемех пӗҫе-реҫҫӗ.
Вӗрентекенсемпе ашшӗ-амӑшӗ хушшин-чи ҫыхӑну ҫирӗп. Юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ачан вӗренес туртӑм сӗвӗрӗлме тытӑнни ҫак ыйту ҫине ҫӗнӗлле пӑхма хистенӗ. Педагог-сем ачасен килӗсенче пулаҫҫӗ, пурнӑҫ условийӗсене тишкереҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ те шкулта час-часах пулать. Пӗрлехи меропри-ятисенче вӗрентупе воспитани темисене сӳтсе яваҫҫӗ, чуна уҫса калаҫаҫҫӗ. Кун пирки ятарлӑ журналта ҫырса пыраҫҫӗ. Вӗрентекенсем общество вырӑнӗсенче ятарлӑ рейдсем ирттереҫҫӗ. Ахальтен мар Ачак шкулӗнче право йӗркине пӑсакан ачасем ҫукпа пӗрех.
Кунта тӑван ен историне тӗпчесси, йӑла-йӗркене упрасси тӗп вырӑнта. Аслисем ертсе пынипе ачасем ҫут ҫанталӑкпа та килӗшӳре пурӑнаҫҫӗ, ҫулсерен вун-вун хунав ҫамрӑк йывӑҫ лартаҫҫӗ, тавралӑха тирпей-илем кӗртеҫҫӗ.
Наци проекчӗн тӗллевӗсем ырӑ ҫимӗҫсем параҫҫӗ. Ачасем информаци технологийӗ-семпе анлӑ усӑ кураҫҫӗ, ытти шкулта вӗренекен тантӑшӗсемпе интернет урлӑ ҫыхӑнаҫҫӗ. Республика шайӗнче иртекен олимпиадӑсенче, конкурссенче тарӑн пӗлӳ кӑтартса малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Сӑ-махран, иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче республикӑ-ра ирттернӗ «Ҫухатнине чӗртсе тӑратар» экспедицире 8-мӗш класра вӗренекен Свет-лана Ивановӑпа Лариса Степанова ҫӗнтеру-ҫӗсем пулса тӑнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: шкул ҫумӗнчи «Гармо-ни» хореографи ансамблӗ республикӑри смотрсемпе фестивальсен кӑна мар, тӗнче-ри тӗрӗк халӑхӗсен ачасен фестивалӗн лауреачӗ те, Раҫҫей Вӗренӳпе наука мини-стерствин ачасен кӑтартуллӑ коллективӗ те шутланать. Спортра ҫитӗну самай. Педкол-лектив ачасен сывлӑхне ҫирӗплетессипе те ӗҫлет. Ку енӗпе тӗрлӗ мероприяти иртте-реҫҫӗ, вӗсене ачисемпе пӗрле ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑнать,
Юлия МАРЕЕВА