Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.08.18 Классем таса та ҫутӑ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

 

Класс ертӳҫин сӑмахне 5 «В» класран вӗренсе тухнӑ Игорь Боровиков, Вадим Григорьев, Дмитрий Викторов, Алексей Емельянов тата вӗсен тусӗсем тимлӗ итлерӗҫ. «Кӗҫех Пӗлӳ кунӗ ҫитет. Унччен шкул таврашне тирпей-илем кӗртмел-ле», - терӗ Мария Ивановна Игнатьева. Унтан камӑн мӗн тумаллине васкамасӑр, пурте илтмелле каласа тухрӗ.

Йӗпреҫ поселокӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул ҫывӑхӗнче ачасен хаваслӑ кулли, кала-ҫӑвӗ таҫтанах илтӗнет. Хӗр ачасем сив курӑкне, арҫын ачасем тӗмсен касса ҫул хӗррине купаланӑ турачӗсе-не туххӑмрах пӗр вырӑна пуҫтарчӗҫ. 5 «В» тата 5 «Г» класс ертуҫисем - матема-тика вӗрентекен М.И.Игна-тьевӑпа чӑваш чӗлхи учи-телӗ А.А.Семенова - хавас-лансах практика юхӑмӗпе паллаштарчӗҫ. «Практика вӑ-хӑтӗнче шкул ҫывӑхӗнчи Пионер тата Алексей Мере-сьев ячӗллӗ урамсене тасат-са тухрӑмӑр, чечексене шӑ-варсах тӑтӑмӑр, пахчана ҫум курӑкран тасатрӑмӑр», - ҫул-лахи ӗҫ календарӗпе пал-лаштарчӗ Алина Аркадьевна.

Районти шкул коллектив-ӗсем вӗренӳ ҫулне мӗнле хатӗрленни ҫинчен яваплӑ ҫынсем каласа пачӗҫ.

В.Е.РОМАНОВ, Йӗпреҫ-ри 1-мӗш шкул директорӗ:

- Шкул - районта кӑна мар, республикӑра та пы-сӑккисенчен пӗри. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче 956 ача пӗлӳ илчӗ. Ҫавӑнпа хуҫалӑх та самаях пысӑк пирӗн. Иртнӗ ҫулсенче район бюд-жетӗнчен 3 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑччӗ. Унпа шкул ҫурчӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен улӑштартӑмӑр. Шел те, кри-зиса пула кӑҫал район бюд-жетӗнче юсав ӗҫӗсем валли укҫа тупӑнмарӗ. Юрать, об-щество организацийӗсем пу-лӑшрӗҫ. Эпё шкул канашӗн пуҫлӑхне Любовь Валенти-новна Мазеевӑна, ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн предсе-дательне, ДЭЗ директорне Валерий Геннадьевич Гри-горьева тав тӑватӑп. Кори-дорсемпе   классене,   мас-

терскойсемпе спортзалсене, столовӑй пӳлӗмӗсене юса-рӑмӑр, сӑрласа илем кӗртрӗмӗр. Район админис-трацийӗ йӗркеленӗ ятарлӑ комисси шкула ҫӗртме уй-ӑхӗн 31-мӗшӗнче лайӑх пал-лӑпа йышӑнчӗ. Хӑш-пӗр ҫит-менлӗхе ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтеретпӗр.

В.Л.МИХАЛИК, райадми-нистраци пуҫлӑхён пӗрре-мӗш ҫумӗ, ятарлӑ комисси председателӗ:

- Район ачисем 10 вӑтам, 5 тӗп, 2 пуҫламӑш тата пӗр ятарлӑ шкулта пӗлӳ пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 3176 ача пӗлӳ  илчӗ.  Тӗпрен  илсен

папӑртнӑ вӑхӑта шкул кол-лективӗсем вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне комисси али витӗр Березовкӑри тӗп шкул ҫеҫ тухайман, пушар хуралӗ Ҫӑкалӑхри шкула асӑрхаттар-са хӑварнӑ. Районти шкул-сем паллӑ ҫынсен ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Ҫӑкалӑх шкулӗ акӑ - Раҫҫей Геройӗ Л.С.Константинов, Мӑн Упа-кассинчи шкул - Чӑваш халӑх поэчӗ С.В.Элкер, Ирҫе Ҫармӑс шкулӗ - М.Е.Евсеев ячӗллӗ.

 АнатолийАБРАМОВ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика