Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑкра ҫуралса ӳснӗ пӗр тӑван Геннадипе Вениамин Петровсен пурнӑҫ ҫулӗ пӗр евӗрлех. Ялти сакӑр класлӑ шкулта, Чурачӑкри вӑтам шкулта, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлу илнӗ, иккӗшӗ те тӑван районта ачасене физика вӗрентеҫҫӗ.
Геннадий Николаевичӑн педагоги-кӑри ӗҫ стажӗ - 37 ҫул. Вӑл ачасене тарӑн пӗлӳ парас тӗлӗшпе кӑна мар, тӗрлӗ енлӗ аталантарма питӗ нумай тӑрӑшать. Унӑн вӗренекенӗсем фи-зика, астрономи, политтехнологи, технологи олимпиадисенчен ҫулсе-ренех ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ. Кӑҫал кӑна мӗн чухлӗ ҫитӗнӳ пулчӗ. М.Минина акӑ республикӑри астро-номи олимпиадинче иккӗмӗш вырӑ-на тухрӗ, Раҫҫей шайӗнче Анапӑра иртнӗ тупӑшӑва хутшӑнчӗ. Ака уйӑ-хӗнче Чӑваш патшалӑх универси-течӗн студенчӗ Е.Петров Раҫҫейре механизмсемпе машинӑсен теорийӗ-пе иртнӗ олимпиадӑра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Паллах, кунта физи-кӑна лайӑх пӗлмесен ӑнӑҫу тӑваймӑн. Ҫавӑнпа та хӑйӗн вӗренекенӗн ҫит-ӗнӗвӗнче Геннадий Николаевичӑн та тупи пур тесе палӑртас килет. Комсомольскинчи 2-мӗш шкулти ли-цей класӗнчи ачасенчен чылайӑшӗ, вӑл ертсе пынипе хатӗрленӗ тӗпчев ёҫӗсемпе ЧПУра йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ҫуркунне ирттерекен ӑслӑлӑх-тӗпчев конференцине хутшӑнса, ҫӗнтерӳ дипломӗсемпе таврӑнчӗ.
Шкулта юлашки пилӗк ҫулта Раҫҫейри «Авангард» физикӑпа ма-тематика шкулӗ ирттерекен физика олимпиадисене хутшӑнса мала тух-нисен шучӗ виҫӗ теҫеткерен те иртрӗ. Халё ку предметпа ачасем валли интернет-олимпиадӑсем йӗркелеҫҫӗ. Новосибирскри патша-
лӑх университечӗ ирттерекен ҫакӑн пек олимпиадӑра Г.Петров вӗренте-кен ачасем иккӗмӗш хут вӑй виҫрӗҫ. Чӑваш Енри физика интернет-олим-пиадӑна та кӑҫал районти шкул ачисенчен унӑн вӗренекенӗсем ҫеҫ хутшӑнма пултарчӗҫ.
Ачасен пултарулӑхне аталантарма пушӑ вӑхӑтне шеллемесӗр ӗҫлет Геннадий Николаевич. Усӑсӑр, ӗҫсӗр ларнине нихӑҫан та курман. Генна-дий Николаевичӑн аллисем ылтӑн. Вӑл ӑсталанӑ чӑвашсен кӗвӗ хатӗрӗ-сене районти Акатуйсенче пӗрре мар кӑтартнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану центрӗнче иртнӗ республикӑри се-минарта ҫак инструментсене культу-ра ӗҫченӗсем хак пама пултарчӗҫ. Хырхӗрринчи фольклор ушкӑнӗн ар-тисчӗсем те вӗсемпе хӑйсен концер-чӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Манӑҫа тухса пыракан технологисене пулас ӑрӑва вӗрентсе хӑварасшӑн тӑрӑшни куҫ умӗнчех. Хырхӗрри шкулӗнчи ачасе-не хӑва хуллинчен карҫинккасем авма та вӗрентет. Икӗ ҫул каялла К.Минин ӑсталанӑ карҫинккасене рай-онти акатуйра «Маҫтӑрсен хулинчи» выставкӑн ҫӗнтеру дипломӗпе хавха-лантарнӑччӗ.
Вениамин Николаевич ӗҫ биогра-фине Хирти Явӑшри вӑтам шкулта пуҫланӑ, хальхи вӑхӑтра Комсомольс-кинчи 1-мӗш шкулта физика учите-лӗнче ёҫлет. Унӑн вӗренекенӗсен хушшинче малалла хӑйсен пурнӑҫне
физикӑпа, техникӑпа ҫыхӑннӑ про-фесси суйласа илекен темӗн чухлех. Ҫак туртӑм шкулта ҫирӗпленнине Вениамин Николаевич питӗ лайӑх пӗлет, ҫавӑнпа вӑл ачасене ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсене, йӗркисене ӑнланма, вӗсемпе хӑйсен пурнӑҫӗн-че пӗлсе усӑ курма хӑнӑхтарать. 1-мӗш шкулӑн физика кабинечӗн чӳре-чисем хӑйсен ҫутипе ачасене каҫхи-не те илӗртеҫҫӗ. Районти ӑслӑлӑх-практика конференцийӗнче кӑҫал унӑн вӗренекенӗсем Сорокинпа Минебаев хӑйсен тӗпчев ӗҫӗпе малти вырӑна тухма пултарчӗҫ. Кун пек ҫитӗнӳсем кашни ҫулах пулнӑ. Районта ирттернӗ физикӑпа техника проекчӗсен конкурсӗнче Б.Шикарев, М.Петрова пултарулӑхӗпе палӑрчӗҫ. Вӗренекенӗсем ҫулсеренех Раҫҫей-ри «Авангард» шкул ирттерекен физика олимпиадисене хутшӑнса призер дипломне тивӗҫеҫҫӗ. Хальхи вӗрентӳ технологийӗсене алла илес, вӗсемпе ӗҫре усӑ курас тесе нумай тӑрӑшать вӑл.
Раҫҫейпе Голланди ӑсчахӗсен про-екчӗпе Чӑваш Енре ӗҫлеме пуҫланӑ пилӗк учительрен пӗри вӑл пулнӑ. Информаци технологийӗ ун чухне шкул алӑкӗсене уҫса кӗме кӑна пуҫланӑ-ха. Комсомольскинчи 1-мӗш шкула килнӗ Голланди профессорӗ-сем Вениамин Николаевич иртгернӗ уҫӑ уроксене пысӑк хак пачӗҫ. Ют ҫӗр-шыври ӑсчахсемшӗн пӗр класра темиҫе наци ачисем килӗштерсе ӑс пухни те тӗлӗнтермӗш пулчӗ. Ҫак проектпа ӗҫленӗ чухне районти физика кабинетӗнче компьютерпа усӑ курса уроксем ирттерме пуҫла-кан В.Петров пулчӗ. Паян ку -ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Вениамин Ни-колаевич ҫак проектпа ӗҫленӗ чухне
Санкт-Петербургри университетра ирттернӗ ӑслӑлӑх-практика конфе-ренцийӗсенче темиҫе те пулчӗ, хӑйӗн ӗҫ опычӗпе Раҫҫейпе Голлан-ди ӑсчахӗсем, учительсем умӗнче тухса калаҫрӗ. Вӑл нумай ҫул радио-техника кружокне ертсе пычӗ, тен, ҫавӑнпа-ши кружока ҫӳрекен ачасем хӑйсен специальноҫӗсене те ҫав енӗпе суйларӗҫ.
Виҫӗ ҫул ӗнтӗ районти физика учителӗсем Геннадий Николаевич хатӗрленӗ «Физика урокӗсен рай-онти фестивалӗ» проектпа ӗҫлеҫҫӗ. Ҫак фестивальсем кӑҫал районта 17 хут иртрӗҫ. Кашнин-чех иккӗшӗ те уҫӑ уроксем ирт-тернӗ. Ку ҫеҫ те мар, ҫак уроксене хутшӑннӑ ачасемпе учи-тельсем вӗсене пысӑк хак панӑ. Вӗсен проекчӗсем республикӑра иртекен фестивальри конкурссен-че малти вырӑнсене йышӑнма пултарчӗҫ. Петровсем Раҫҫей шай-ӗнче те палӑрса тӑраҫҫӗ. «Первое сентября» пичет ҫурчӗн «Физика» хаҫачӗ ирттерекен «Эпӗ урока каятӑп» конкурса хутшӑнса лауре-ат ятне икӗ хут ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсем нумай ҫул ӗнтӗ ҫак конкур-сӑн жюри ӗҫне те хутшӑнаҫҫӗ. 2006 ҫулта Геннадий Николаевич-па Вениамин Николаевича «Физи-ка» редакцийӗ Мускава физика урокӗсен кунне хӑнана чӗннӗ. Мускаври «Династия» фонд спон-сор пулӑшӑвӗ панипе ҫак уява кайма пултарнӑ, унта хӑйсен ӗҫ опычёпе паллаштарнӑ. Вёсем пӗрмаях ҫӗнӗлӗх патне туртӑ-наҫҫӗ.
Елена СТЕПАНОВА