Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен нумай юлмарӗ. Вӗренӳ учрежденийӗсем ӑна кӗтсе илме мӗнле хатӗрленнӗ-ха? Юсава мӗнле ирттернӗ, вӗрентме тата вӗренме условисем ҫителӗклӗ-и? Ҫак ыйтусен хуравне тупас тӗллевпе Муркаш районӗнчи лару-тӑрупа паллашас терӗмӗр.
Лару-тӑру йӗркеллех
Райадминистрацин вӗренӳ, ҫам-рӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ З.ЮДиплома-това ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, мӗн палӑр-тнине пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ. 15 садик, 29 шкул, 4 хушма вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗнӗ вӗрену ҫулне хатӗр. Йышӑну комиссийӗ ҫурла уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче тӗрӗслевчен - 2 миллион та 693 пин тенкӗ, вырӑнти бюджетран та ҫавӑн чухлех уйӑрнӑ. Ҫатракассинчи шкул ҫурчӗн ҫи виттине ҫӗнӗрен витнӗ, Йӳҫкас-синче водопроводпа канализаци тытӑмӗсене юсанӑ, пластик чӳре-чесем лартнӑ. Ҫак кунсенче вӗсем те хатӗррисен йышне кӗрӗҫ.
- 29 шкултан - 9-шӗ никӗс шкулӗ, вӗсенчен 3-шӗ ресурссем ирттернӗ. Шкулсенчен Ҫатра-кассипе Йӳҫкасси вӑтам шкулӗсен-че кӑна ҫак тӗле юсав ӗҫӗсем вӗҫленеймен-ха. Вӗсене ял тӑрӑх-ӗсене комплекслӑ аталантармалли проекта кӗртнӗ май пысӑкрах калӑ-пӑшлӑ юсавсем ирттернӗ. Ҫак тӗллевпе республика бюджетӗн центрӗ шутланаҫҫӗ. Вӗренӳ учреж-денийӗсене хальхи оборудованипе пуянлатас тӗлӗшпе министерство нумай пулӑшрӗ. Вӗренӗве ҫӗнетсе улӑштармалли комплекслӑ проект-па килӗшӳллӗн ҫак тӗллевпе укҫа-тенкӗ, тӗрлӗ хатӗр уйӑрса пачӗҫ, -тет Зоя Юрьевна. - Халӗ пирӗн 8 ачана 1 компьютер тивӗҫет. Пӗтӗмпе - 464 компьютер, 23 «Астер» программа-аппаратура ком-плексӗ, 57 проектор, 13 интерак-тивлӑ доска, 13 интерактивлӑ про-ектор. Учительсен 60 проценчӗн, кашни шкулӑн хӑйсен сайчӗсем пур. Ҫулталӑк вӗҫнелле садиксен сайчӗсене хатӗрлесе ҫитеретпӗр.
Шкулсене юсаса тирпей-илем кӗртме ашшӗ-амӑшӗ, спонсорсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсем чылай пулӑшнӑ. Вӗрентекенсем хӑйсем те нумай ӗҫленӗ. Муркашри ҫамрӑк техниксен станцийӗ те, ачасен пул-тарулӑх ҫурчӗ те, ачасемпе ҫамрӑк-сен спорт шкулӗ те, искусствӑсен шкулӗ те ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр. Вӗсенче тата шкулсенчи филиалӗ-сенче вӗренекенсен 74 проценчӗ ӑсталӑха ӳстерет.
Кӑҫалхи типӗ шӑрӑх ҫанталӑкра пушартан сыхланас ыйтусемпе уйрӑ-мах витӗмлӗ мерӑсем йышӑннӑ. Вӗрену учрежденийӗсенче талӑкӗпех дежурство йӗркеленӗ, администра-цие уйрӑмах сыхӑ пулма хушнӑ, кашни шкултах автомат пушар сигна-лизацийӗ, шыв хранилищисем, пушар гидранчӗсем пур. Халӗ тата милицие турремӗн чӗнсе илмелли кнопкӑсем вырнаҫтараҫҫӗ. Калайкас-сипе Ҫатракасси вӑтам шкулӗсенче видеосӑнав камерисем ӗҫлеҫҫӗ. Ку уйрӑмах меллӗ иккен, лару-тӑрӑва тимлӗхре тытма май парать. Укҫа пулсан ку меслете ытти шкулта та пурнӑҫа кӗртме шухӑшлаҫҫӗ.
- Шкулсене кивӗ йывӑҫ ҫурт-сенчен куҫарас ыйтусемпе те ӗҫлетпӗр. Ун пек ҫуртсенче пушар хӑрушлӑхӗ пысӑк, тытса тӑма та йывӑр, - палӑртать З.Ю.Диплома-това. - Кӑҫал акӑ пуҫламӑш клас-сем вырнаҫнӑ икӗ филиала лайӑх шкулсене куҫартӑмӑр: Панклирине - Йӳҫкассине, Исетерккӗрине -Чуманкассине. Пирӗн тата тӑхӑр класлӑ 88 ача вӗренекен Кашмаш шкулӗ йывӑҫ ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫӗннине тӑвас ыйту хускатрӑмӑр-ха. Ачасене урӑх ялти шкула ҫитме районта ятарлӑ 17 автобус пур. Вӗсем куллен 92 ялтан 900 ачана илсе ҫӳреҫҫӗ, кунне пин ытла ҫухрӑм тӑваҫҫӗ. Ҫак автобуссене ҫулталӑкра икӗ хут тӗплӗ тӗрӗслетпӗр. Ҫурлан 20-мӗшӗнче акӑ пурне те райадминистраци умне пухатпӑр. Тӗрӗслеве ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспек-цийӗн представителӗсене те чӗнетпӗр. Ҫакна та асӑнмалла, шкул транспорчӗн паркӗ ҫак кунсенче тепӗр автобуспа пуян-ланчӗ, ӑна Йӳҫкасси шкулне патӑ-мӑр. Пӗтӗмлетсе каласан ял шку-лӗсенче лайӑх ӗҫлеме те, тӑрӑшса вӗренме те условисем ҫителӗклӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнче хӑйӗн профессине чунпа парӑннӑ, ачасене юратакан, вӗсене тӗрлӗ енлӗ аталантарма тӑ-рӑшакан педагогсен йышӗ ӳснине асӑнмаяла. 2006 ҫул-танпа 8 вӗрентекен - РФ Президенчӗн 100 пин тенкӗ грантне, 4 вӗрентекен тата 2 воспитатель - ЧР Прези-денчӗн премине, 8 ҫамрӑк педагог ЧР Президенчӗн ятарлӑ стипендине тивӗҫнӗ. Зоя Юрьевна предмет олим-пиадисен призерӗсене хатӗ-рлес тӗлӗшпе ҫулсерен ҫитӗнӳ тӑвакан В.И.Алексее-вӑна /Оринин/, В.И.Тихонова /Йӳҫкасси/, И.В.Семенова /Мӑн Сӗнтӗр/, Г.Н.Тимофее-вӑпа Е.К.Михайловӑна /Мур-каш/, ыттисене палӑртрӗ.
Кадрсем енӗпе ыйту ҫив-ӗчех тӑрать темелли ҫук-ха. Анчах ҫамрӑк сахал. Районти 381 учительрен 74 проценчӗ - 35-66 ҫулсенче, 18 про-ценчӗ - 25-35 ҫулсенче, 1 проценчӗ кӑна 25 ҫултан кӗҫӗнрех. Ҫамрӑксем ял шкул-не пырасшӑнах мар. Ҫак лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатас тӗллев-пе ӗнтӗ кӑҫап федерацин ҫамрӑк специалистсене пу-лӑшмалли проекчӗ вӑя кӗчӗ. Муркаш районӗнче унпа усӑ кураҫҫӗ-и-ха?
- Чуманкасси шкулӗнче акӑлчан чӗлхи вӗрентекен ҫук. Халӗ ҫак проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствипе тата педу-ниверситет пулӑшнипе кӑҫал диплом илнӗ ҫамрӑк специа-листа суйласа илетпӗр те унпа килӗшӳ тӑватпӑр. Ёҫе тытӑнсан ӑна федераци бюд-жетӗнчен 500 пин тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Вырӑнта хуш-ма пулӑшу парас ыйтупа та ӗҫлетпӗр. Ҫӗнӗ проект ял шкулӗсене ҫамрӑк вӑй-хӑват хушасса шанас килет. Ҫав вӑхӑтрах ачасен шучӗ чакса пыни пӑшӑрхантарать. Пӗлтӗр районӗпе 3902 вӗренекен пулнӑ, кӑҫал - 3780, 122 ача сахалрах. Пӗрремӗш класа пӗлтӗр 324 ачана илтӗмӗр, авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хуш-шине пуҫласа 287 ача ларӗ. Ҫапах та шанчӑкпа пурӑнат-пӑр.
Ача тӗнчи -чечек тӗнчи
Курни илтнинчен витӗмлӗ-рех тесе тҫмиҫе вӗренӳ учрежденине ҫитме шут тыт-рӑмӑр. Садикрен пуҫлас терӗмӗр. Районта 6,5 ҫулч-ченхи ачасен 74 проценчӗ садике ҫӳрет. Пӗлтӗр хушма ушкӑнсем уҫнӑ. Икӗ ҫурта садик валли каялла тавӑрнӑ. Яраккассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнче ачасене кӗске вӑхӑт-лӑх йышӑнакан ушкӑн йӗрке-ленӗ. Унта ачасене шкула хатӗрлес тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн «Пирӗн ҫӗнӗ шкул» наци проектӗнче ачасен сывлӑхне упрас тата ҫирӗплетес тӗллеве уйрӑммӑн палӑртнӑ. Унпа килӗшӳллӗн Муркаш районӗнчи вӗренӳ пайӗ мероприятисен планне хатӗрленӗ. Паян пурнӑҫламал-ли ӗҫсен шутӗнче - садик-семпе шкулсенче медицина кабинечӗсем йӗркелесси. 10 ача сачӗ ҫак ӗҫ-хӗле туса пыма лицензи илнӗ ӗнтӗ, 6-шӗ документсем хатӗрлеҫҫӗ. Юнкӑ, Ильинка, Мӑн Сӗнтӗр шкулӗсенче медицина каби-нечӗсене тивӗҫлӗ шая ҫите-рес ӗҫ пырать.
...Акӑ Ҫатракассинчи ача садне ҫитрӗмӗр те. Калинкке-не уҫса кӗрсен юмаха лекн-ӗнех туйӑнчӗ: йӗри-тавра че-чек ешерет, вӑйӑ-илем площадкисем хӑйне евӗрлӗхпе илӗртеҫҫӗ. Садикри тӑватӑ ушкӑна 5 ялтан 85 ача ҫӳрет.
- Эпир вӗсене ӳнер-эстетика тата экологи тӗлӗшпе ытларах аталантар-ма тӑрӑшатпӑр, - каласа парать учреждени директорӗ Руфина Геннадьевна Шапош-никова. - Ешӗл тӗнче вӗсемшӗн питӗ ҫывӑх. Ача-сем ӑна тата илемлӗрех тӑвасшӑн. Ашшӗ-амӑшӗ пу-лӑшнипе алӑ айӗнчи ахаль япаласенченех асамлӑ кӗлет-кесем ӑсталатпӑр. Ылтӑн алӑллӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ пирӗн садикре. Маргарита Скворцова повар, Анатолий Федоров, Андрей Алжиров питӗ пултаруллӑ. Ачасем те вӗсене кура илем патне туртӑнаҫҫӗ. Садикре 24 ҫын ӗҫлет. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне питӗ тӑрӑшса хатӗрлентӗмӗр.
- Ертуҫӗ, ыттисем ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен, яваплӑхран питӗ нумай ки-лет, - терӗ вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ садикрен сыв пул-лашса тухнӑ хыҫҫӑн. - Тин кӑна-ха пӗр пуҫлӑха Руфина Геннадьевна патне ҫитсе ку-рӑр, унран вӗренӗр тесе хистесех каларӑм. Усси пулӗ-ши?
Оринин вӑтам шкулне ҫит-сен те кӑҫалхи шӑрӑхра тата каникул вӑхӑтӗнче чечек йӑранӗсене типме паманни тӗлӗнтерчӗ. «Шыв ҫитмест, ҫапах тӑрӑшатпӑр, Пӗлӳ кунӗ тӗлне тепӗр пысӑк чечек йӑранӗ хатӗрлесшӗн-ха, -тет шкул директорӗ В.Г.Ива-нов. - Ҫак кунсенче 14 ҫултан иртнисем вапли про-филь лагерӗн виҫҫӗмӗш сме-ни ӗҫлеме пуҫлать. Вӗсем пӑхса тӑраҫҫех.
Шкула комисси ҫурлан 3-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӗлтӗр ҫи виттине улӑштарнӑ хыҫ-ҫӑн кӑҫал ҫурта тул енчен те, шалтан та пушар хӑруш-сӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене тивӗҫ-терекен сӑрӑпа сӑрланӑ. Ка-бинетсен 80 процентне ҫапла ҫӗнетнӗ. Виталий Гу-рьевич палӑртнӑ тӑрӑх пӗтӗм ӗҫе хӑйсен вӑйӗпе пурнӑҫланӑ. Вӑл попечи-тельсен канашне те тав тӑвать. Ӑна йӗркелени тӑ-ватӑ ҫул, ҫак тапхӑрта шкула тӗрлӗ мероприяти ирттер-ме, ачасемпе учительсене хавхалантарма питӗ нумай пулӑшнӑ." Ҫулталӑкри чи лай-ӑх икӗ вӗренекене палӑртса преми параҫҫӗ. Кӑҫал пӗрремӗш хут классен хуш-шинче конкурс ирттернӗ, чи лайӑххин ятне вуннӑмӗ-шӗсем тивӗҫнӗ. Попечи-тельсен канашӗ ҫӗнтерӳҫӗ-сене пилӗк пин тенкӗ пре-ми панӑ. Класа юсама чухах пулнӑ ҫак укҫа.
- Шкул ҫурчӗ проект тӑрӑх 264 вырӑнлӑ. Ирт> вӗренӳ ҫулӗнче 164 ачачч Шел, кӑҫал сахалрах, 1£ ытларах кӑна пулать. Уч1 тельсем - 17-ӗн. Кадрсе ыйтӑвӗ ҫивӗч теме ҫук, анчг ҫамрӑк специалистсем те т; хҫантанпах килмен, - калас парать В.Г.Иванов.
Калайкасси никӗс шкулӗ ресурс центрӗ. Дна ҫӗ1-вӗренӳ ҫулне утӑ уйӑхӗ пуҫламӑшӗ тӗлнех хатӗрлес ҫитернӗ.
- Юсав ӗҫӗсене учител! сем питӗ хастар хутшӑнчӗ Вӗсене тата Шупашкар! сывӑ пурнӑҫ йӗркине проп; гандӑлакан «Селеновый даҫ компани ертӳҫине В.М.Моч; лова, ҫамрӑксен «Патрио" клубӗн ертӳҫине Ю.Н.Спир! донова спонсор пулӑшӑвӗшӗ тав тӑватӑп, - палӑртать шгҫ директорӗ Л.И.Мочалов. Пирӗн патра 200 ытла а<-вӗренет, 30 педагог ӗҫле Коллектив ҫамрӑк, кӑҫал тап иккӗн килчӗҫ - физика уч1 телӗпе психолог. Вӗренте кенсем хӑйсен ӗҫне кӑмӑ» лаҫҫӗ, ачасене хисеплеҫҫ< Ҫавӑнпа ҫулсерен ӳсӗмсе тӑватпӑр. «Шкул - ял упрг вҫи» программӑна пурнӑҫ кӗртсе пынӑ май спорт аталантарас енӗпе тарӑ ӗҫлетпӗр. Профиль спор класӗ пур, тӑххӑрмӗшсенче профиль умӗнхи спорт клас йӗркелетпӗр. Ҫак енӗпе раР он, республика кӑна ма|: Раҫҫей шайӗнче те палӑрн савӑнтарать.
Калайкасси шкулӗ - рес публикӑра чи лайӑххисе йышӗнче. 2006 ҫултанпа вӑ тӑватӑ грант ҫӗнсе илн£ Раҫҫей Президенчӗн 1 мил лион тенкӗ, Чӑваш Ен Пре зиденчӗн 200 пин тенк премийӗсене, Вӗрену мини стерствин 50 пин тенкӗ тат 300 пин тенкӗ премийӗсене Ҫак укҫапа лингофон каби нечӗ, 10 ноутбуклӑ тата учи телӗн ятарлӑ ӗҫ вырӑнӗлл куҫарҫа ҫӳремелли клас йӗркеленӗ. Кӑҫал тата тепӗ! грант ҫӗнсе илмелли кон курса хутшӑнаҫҫӗ.
Алина Лукиянова