Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.07.31 Ачисемпе вырӑсла калаҫасшӑн (Чăваш хĕрарăмĕ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Кӗҫӗн Пӑла шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Курнавӑш хӗрӗ Евдокия Круглова ача чухнех кӗнеке-журнал вулама юратнӑ. «Атте района кайсан яланах ҫӗнӗ юмах-калав илсе килетчӗ», - аса илет вӑл. Хӗр ача илемлӗ литературӑпа кӑсӑкланасси ҫакӑн-тан пуҫланнӑ та. Ҫак туртӑмах пикене Шупашкарти И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Юратӑвӗпе те хӑй вӗреннӗ ҫӗртех тӗл пулнӑ вӑл. Шупашкар районӗнчи Етӗрнекассинче ҫуралса ӳснӗ Владимир Ермаковпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Телейлӗ мӑшӑр икӗ хӗр кун ҫути кӑтартнӑ. 1978 ҫулта дипломлӑ специалистсене Комсомольски районӗнчи шкулсене ӗҫлеме янӑ.

1987 ҫулта Шупашкар районӗнчи Ишлейри вӑтам шкулта вӑй хума пуҫлаҫҫӗ Ермаковсем. Пӗр-пӗрне килӗштерсе, юратса кун кунлакансен ӗҫӗ те ӑнса пырать. Япӑххи аса килмен те - йывӑр хуйхӑ пырса ҫапнӑ ҫемьене. Кӗҫӗн хӗрне юлашки ҫула ӑсӑтнӑ хӗрарӑм упӑшкине те ҫухатнӑ. 2009 ҫулта йывӑр чире пула Владимир Павлович пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Пысӑк ҫухатӑва Евдокия Николаевнӑна юратнӑ ӗҫӗ чӑтса ирттерме  пулӑшнӑ.

- Пурнӑҫра хамӑн вырӑна тупнӑ эпӗ, -тет аслӑ категориллӗ вӗрентекен Евдокия Николаевна. Вӑл кашни урока тӗплӗн хатӗрленсе ирттерет. Ун тӗп тӗллевӗ -ачасене ҫирӗп те тарӑн пӗлӳ парасси. Уроксенче вӗрентӗвӗн тӗрлӗ меслечӗпе усӑ курать. Вӗренекенӗсем литература викторинисенче, олимпиадӑсенче ҫулсеренех малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. 2009 ҫулта республикӑра ирттернӗ интернет-олимпиадӑра Настя Орлова пӗрремӗш вырӑна тухма пултарчӗ, 2009 ҫултах Шупашкар район шайӗнче ирттернӗ викторинӑра Наташа Рязанова иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ.

- Чӑваш чӗлхине вӗрентме ҫӑмӑл мар: ашшӗ-амӑшӗ ачипе вырӑсла калаҫасшӑн. Манӑн вара несӗлӗмӗрсен чӗлхине упраса хӑварассишӗн чун ҫунать, - пӑшӑрханса пуплерӗ   вӗрентекен.

 

Нина АЛЕКСАНДРОВА.

Шупашкар районӗ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика