«Вӗренме кая юлман»
Ҫивӗч те вӑр-вар, хавха-ланса калаҫакан ҫынна итленӗ май тӗлӗнме пӑрахмастӑп; «Вӑй-хӑвачӗ, ӗмӗт-шухӑшӗ ӑҫтан тупӑнать-ши? Чӑн-чӑн учителӗн ҫапла пулмалла-тӑр».
-Аттепе анне нумай вӗренмен пулсан та чун-чӗрипе педагогсемччӗ. Ҫак профессие кӑмӑллатчӗҫ, хисеплетчӗҫ. Вӗсем хавхалантарнипех ҫемьерен виҫҫӗн учитель ҫул-йӗрне суйласа илтӗмӗр. Лина вырӑс чӗлхипе литератури, Зинаида акӑлчан чӗлхи, эпӗ математикӑпа физика вӗрентме тытӑнтӑмӑр, - сӑмахлать Раиса Алексеевна Гаврилова.
Муркаш районӗнчи Иштерекре ҫуралса ӳснӗ пикене Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн шӑпа Шупашкар районне илсе ҫитернӗ. Чӑкӑрти шкулта опыт пухнӑ. Кунта учительсем ҫителӗксӗррипе Р. Гавриловӑн физика, географи, черчени, физкультура предмечӗсене те ертсе пыма тивнӗ. 1986 ҫултанпа вара Шемшер шкулӗнче вӑй хурать. Пӗр вӑхӑт вӗрентӳ енӗпе директор ҫумӗ пулса, вун икӗ ҫул директорта ӗҫлеме тӳр килнӗ ӑна. Ҫавӑнпа шкул пурнӑҫне, йӗркине алӑри пилӗк пӳрне пек пӗлсе ҫитнӗ. Пурнӑç уттипе тан пыраканскере ҫӗнӗ лӗхсӗмпе улшӑнусем пачах хӑратмаҫҫӗ. Унӑн кашни урокӗ кӑсӑк та хӑйне евӗрлӗ. Вӗренекенӗсене тӗрлӗ енлӗн аталантарма тӑрӑшать педагог. 2006 ҫултанпа «Физика тата космос» проектпа ӗҫлет.
- Эпӗ ачасене ҫуг ҫанталӑк саккунӗпе пурӑнма хӑнӑхтаратӑп. Пурнӑҫра пурте пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ, - тет Р. Гаврилова.
Вӑл тӑрӑшнипе Шемшер шкулӗнче компьютерпа тахҫанах усӑ курма пуҫланӑ. Чӑн та, ун чухне хальхи пек чаплисем пулман, анчах ача-пӑчана кӑткӑс техникӑна алла илме самай пулӑшнӑ.
- Эпир профаммӑсем, сайтсемпе презентацисем хатӗрлеме, дизайн ӗҫне вӗрентетпӗр, - пӑлтерет педагог. - Оргтехникӑран чи кирлине, усӑллине илме тӑрӑшатпӑр.
Раиса Алексеевна - анлӑ тавра курамла верентекен. Техникӑпа, географипе, музыкӑпа, спортпа, ал ӗҫӗпе... кӑсӑкланать. Пӗлӗвне ӳстерсех тӑрать. Тӗрлӗ курспа семинарсенче, форумсенче пулать. Тӗнче шайӗнчи педагогсем патӗнче (Бодо Шефер, В. Джаймс) вӗренме те тӳр килнӗ ӑна. Пухнӑ опытпа ӗҫӗ-хӗлӗнче усӑ курать. Вӗренекенӗсемпе тӗрлӗ шайри конкурссемпе олимпиадӑсене тӑтӑшах хутшӑнать, ҫул ҫӳренсене, походсене ҫӳрет. Кӗҫӗн тусӗсемпе пӗрле ҫӗнсе илнӗ Хисеп грамотисемпе диплом-сем, сертификатсем хулӑн альбома та шӑнӑҫаймӗҫ. Ятран тивӗҫнӗ сумлӑ хутсемпе нафадӑсем те чылай унӑн.
Р. Гаврилова фотограф та. Кӑҫал педагогика ӗҫченӗсен республикӑри фотоконкурсӗнче парне илме пултарнӑ вӑл. Халӗ Мода, дизайн тата технологи институчӗн дипломне илме хатӗрленет: «Вӑл - ман чун киленӗвӗ. Ҫын нихӑҫан та вӗрен-ме кая юлмасть, пӗлӗве аталантармалла».
Унӑн мӑшӑрӗ те педагог. Николай Александрович 20 ҫул ытла шкулта ӗҫленӗ. Гаврилов-сем икӗ ачана - Юльӑпа Алек-сее - пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ, вӗсене аслӑ пӗлӳ илме пулӑшнӑ.
«ЕГЭ ача пӗлӗвне туллин уҫаймасть»
- Раиса Алексеевна, юлаш-ки вӑхӑтра республикӑра база шкулӗсем йӗркеленӗ май ҫӳл-тен вӗсене ытларах тимлӗх уйӑрнӑн туйӑнзтъ. Шемшер пек пӗчӗк шкулсене мӗн кӗте-ши?
- Чӑц та, унччен Шемшерте те пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул шутланнӑ. Анчах ачасен йышӗ чакнипе сахал комплектлӑ шкул турӗҫ. Халӗ кунта 64 вӗренекен ӑс пухать. Кӑҫал пӗрремӗш класа виҫҫӗн килмелле. Енчен те ашшӗ-амӑшӗ вӗсене урӑх шкула ярсан, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне пӗрремӗшсемсӗрех кӗтсе илӗпӗр. Ку - пӑшӑрхантаракан тӗслӗх. Ҫапах демофафи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланма тытӑнни сисӗнет-ха. Ҫавӑнпа ялсенче ача садне, шкула упраса хӑвармаллах. Клуб, пӗлӳ ҫурчӗ хупӑнсан кунта ҫамрӑксем юлмӗҫ. Пурлӑхпа техника енчен база шкулӗсене ҫитеймесен те пирӗн компьютер класӗ пур. «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе сӗтел-пукан
ҫӗнетрӗмӗр, ытти оборудовани туянтӑмӑр.
Пӗлӳ енчен илсен те тиркеймӗн. Пысӑк шкулсенче класра 30 яхӑн ача, пирӗн - 8-10. Урокра вӗсемпе уйрӑммӑн ӗҫлеме май пур. Вӗренекенсенчен ҫирӗп ыйтатпӑр. Мероприятисене, конкурссене пурне те явӑҫтаратпӑр. Пӗчӗк шкулсенчен вӗренсе тухнӑ ҫынсем сумлӑ вырӑнсенче те ӗҫлеҫҫӗ паян. Вӗсене чӗнсе каласшӑн: «Тӑван ене, хӑвӑр ӑҫтан тухнине ан манӑр, ял пуласлӑхне ан пӗтерӗр!»
- Патшалӑх Думинче нумаях пулмасть тӳлввлӗ вӗрентӳ тытӑмӗ ҫине куҫасси пирки саккун йышӑнчӗҫ. Ял ҫыннин ҫӳхе енчӗкне пу-шатмӗ-и вӑл?
- Предмета вӗрентӳ планӗпе пӑхнӑ чухлӗ тулевсӗрех вӗрентӗҫ. Анчах хушма пӗлӳ илме, ӑсталӑха специалист патӗнче туптама тӳлевлӗ пулӗ. Сӑмахран, ал ӗҫ, ташӑ, компьютер, дизайн е пӗр-пӗр предмета тарӑн вӗрентекен кружоксем ирӗклӗ майпа пулӗҫ. Тӳлевлӗ ҫӑмӑллӑх шкула, педагогсене хушма укҫа ӗҫлесе илме май парӗ. Чӑннипех те кирлӗ ҫӗнӗлӗх ку.
- Тепӗр ҫӗнӗлӗх - патшалӑхӑн вӗрентӳ стандарчӗ пирки мӗн шутлатӑр?
- Ачан пултарулӑхне аталантармалли ҫул-йӗр темелле ӑна. Эпир халӗ ҫӳлтен ҫирӗп-летнӗ вӗрентӳ планӗпе ӗҫлетпӗр. Ҫакӑ ҫителӗксӗр. Вӗрентӳ стандарчӗ темӑна анлӑрах, кӑсӑкрах уҫса пама, лай-ӑхрахӑнланма пулӑшӗ, вӗрене-кен тавра курӑмне анлӑлатӗ.
- Патшалӑхӑн пӗрлехи эк-заменӗ (ЕГЭ) пирки пуҫарнӑ шӑв-шав ниепле те лӑпланай-масть. ЕГЭ ача пӗлдвне тарӑн, тӗрдс уҫса парай-масть-мӗн...
- ЕГЭ йӗрки пӗр енчен аван, анчах ҫитменлӗхӗ те пайтах. Пӗр ыйту - пилӗк ху-рав. Хӑшне суйламалла - апт-рамалла. Мӗншӗн тесен хуравӗсем пӗр пекрех. Вӑл вӗренекенӗн пӗлӗвне пӗр енлӗн уҫса парать. ЕГЭре кӑнттам ыйту-хурав та пур. Юлашки вӑхӑтра унпа ҫыхӑннӑ коррупци ӳснине пытараймӑн. Тепӗр енчен шӑпах ЕГЭ пулӑшнипе ял ачисем аслӑ щкулсене вӗренме кӗресси ӳсрӗ. Ман шутпа, ӑна тепӗр хут пӑхса тухса тӳрлетӳсемпе хушусем кӗртмелле. Экзамен та хӑвармаллах. Ун чухне, тен, ытлашши хиреҫ тӑру пулмӗ.
- Учитель ҫулталӑкӗнче мӗн кӗтетӗр, шанатӑр?
- Яваплӑх ӳснине ӑнланса-туйса илтӗмӗр. Ҫирӗпрех ыйтма тытӑнни сисӗнет. Ҫине-ҫине мероприяти йӗркелеҫҫӗ, пур ҫӗре те ӗлкӗрме йывӑр. Учитель профессине ҫӗклессе, унӑн кӑткӑс та пархатарлӑ ӗҫне кирлӗ пек хакласса шанатпӑр. Унсӑр пуҫне ӑшӑ сӑмахпа тимлӗх темрен те паха. Ман шутпа, педагогсвне ҫулталӑкра пӗр-икӗ хутчен театра е спектакле тӳлевсӗр илсе каймалла, физкультурӑпа спорт комплекрӗнче те сывлӑха укҫасӑр ҫирӗплетме май туса памалла. Ҫакӑншӑн чӗре-рен тав тунӑ пулӑттӑмӑр. Учитель те кун-ҫулне ӗҫре кӑна ирттермест, ӑна та чун апачӗ кирлех.
Л. Никитина.