Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.07.07 Вӑл хӑй те - тӗслӗх (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

«Владимир Иванович хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ, тарӑн пӗлӳллӗ, ачасемпе пӗрле ӗҫлекенсемшен хисепле вӗрентекен», -хӑйӗн шухӑшӗпе паллаштарать технологипе черчени учителӗ В.А.Егоров. Хӑйӗн профилепе ҫеҫ мар, пӗтӗм енӗпе анлӑ тавра курӑмлӑ, темле йывӑр ыйтӑва та тӗрӗс хуравлама хатер. Разведкӑна кайма шанчӑклӑ юлташ», - шӳтлерех калаҫҫӗ физкультура тата музыка верентекенесем С.А.Петровпа В.А.Быков. «Унӑн урокӗсене тӳсӗмсӗр кӗтетпӗр, вӑл темӑсене тӗлӗнмелле интереслӗ, ӑнланмалла, шухӑша ямалла уҫса парать», -хавхаланса хыпарлать 7«Б» класра вӗренекен Таня Питерова.

Кам ҫинчен-ха ҫак ырӑ сӑмахсем? Калаҫу Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ пӗрремӗш вӑтам шкулти аслӑ категориллӗ педагог - технологи, ИЗО тата МХК вӗрентекен В.И.Шапеев ҫинчен пырать.

Ача чухнех вӑл ӳкерес тата ал ӗҫ тӑвас енӗпе пултарулӑ-ӗпе палӑрнӑ. Ҫавӑнпах шкул ҫулӗсенчех Вӑрмарти художество шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Кайран - И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППИн художествӑпа графика факультечӗ. Учительсен династине малалла тӑсас тенин витӗмӗ те пулнах пуль. Кукамӑшӗ А.А. Андреева хӗрӗх ҫула яхӑн пуҫламӑш классенче вӑй хунӑ. Ашшӗ те, И.К.Шапеев, трактористсен курсӗсенче, Кивӗ Вӑрмарпа Арапуҫ шкулӗсенче, Кӳкеҫри вӗренӳ-курс комплексӗнче преподавательте тӑрӑшнӑ. Тӑванӗсен хушшинче пысӑк стажлӑ педагогсем татах та пур.

Пӗрремӗш курс пӗтернӗ хыҫҫӑн    Владимира    Совет Ҫарне илеҫҫӗ. Волгоградри ПВО чаҫӗнче планшетист, отделени командирӗ - службӑра лайӑх енӗпе ҫеҫ палӑрать. Унӑн кукашшӗ Кондратий Егорович хаяр вӑрҫӑра Сталинград ҫӗрне нимӗҫсенчен паттӑррӑн хӳтӗленӗ. Вӑл Сталинградпа Курск пӗккинчи хӗрӳ ҫапӑҫусем ҫинчен аса илсе каласа панисем яланлӑхах чӗрере юлнӑ.

Салтакран килсен институтра вӗренӳ малалла тӑсӑлать. 1993 ҫулта учитель дипломне алла илсен Владимир Иванович малтан Канашри пӗррембш шкулта, ҫав ҫулах Вӑрмарти иккӗмӗш вӑтам шкулта ӗҫе пуҫӑнать. Уроксене тимлӗн, пур енлӗн хатӗрленсе тӗрлӗ методикӑпа анлӑн усӑ курса ирттерет. Паян вӑл ИКТпа туслӑ, интернетра хӑйӗн сайчӗ те пур.

Владимир Иванович кашни ҫулах районта мастер-классем, хӑйне евӗрлӗ уҫӑ уроксемпе семиарсем ирттерсе хӑйӗн пуян педагогика опычӗпе ӗҫтешӗсене паллаштарать. Унӑн вӗрентӳ арсеналӗнчи чылай меслетпе ытти вӗрентекен ӗҫре усӑ курать. Еҫне кура - хисепӗ: вӑл районти «Чӗрене ачасене паратӑп» конкурсра палӑрчӗ, тӗрлӗ грамота-парне пайтах. Пӗлтӗр Мускӑври чӑваш офицерӗсен юл-ташлӑхӗ ӑна ҫамрӑксене ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн Хисеп хучӗпе хавхалантарчӗ. Хисеп хутне юлташлӑх ертӳҫи В.А.Ильин вице-адмирал алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Районти технологи олимпиадисенче Владимир Ивановичӑн вӗренекенӗсем кашни ҫулах малта. 2008 ҫулта 11 «В» класри Алексей Савушкин районта 1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ, республикӑра 3-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ. Кӑҫал районти туристсен ӑмӑртӑвӗсенче В.И.Шапеев хатӗрленӗ команда 1-мӗш вырӑна тухре.

Тӑрӑшуллӑ вӗрентекен, ертсе пыракан «Авиаци моделӗсем» кружокра ачасем яланах йышлӑ: тӗнчери ракета техникине, самолетсемпе хӗҫ-пӑшал макечӗсене ӑсталаҫҫӗ, хӑйсен ӗҫӗсене районта тата республикӑри тӗрлӗ выставкӑра кӑтартаҫҫӗ. 2008 ҫулта 5 «В» класри Костя Павлов республикӑри «Кадрта -  ҫамрӑк техниксем» фотоконкурсра 2-мӗш вырӑна тухрӗ, ҫулсерен Ҫӗнӗ Шупашкарта иртекен «Хуг ҫӗлен» фестивале Владимир Иванович хатӗрленӗ командӑсем ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ.

Владимир Иванович пурнӑҫпа тан утакан, хӑйӗн тавра курӑмне ялан аталантаракан учитель. Фото тата видеоӗҫсемпе палӑрса тӑрать, шкул командишӗн волейболла вылять. 1998 ҫултанпа пӗр сикгермесӗр унӑн командисем «Орленокпа» «Зарница» вӑйӑсене хутшӑнаҫҫӗ, «Зарницӑра» тӗп судья тивӗҫне те пӗрре мар пурнӑҫланӑ, Пӗр вӑхӑт районти Культура ҫуртӗнчи дискотекӑра диджей пулса ӗҫлеме те вӑхӑт тупатчӗ. Ҫулла ачасен «Романтика» кану лагерӗнче вожатӑй е пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Тӗрлӗ КВН-концерта ертсе пырать, кирлӗ пулсан юрлама та ӑста. Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӳ ячёпе иртнӗ концертра юлташӗсемпе шӑрантарнӑ «Эх, дороги» юрӑ куракансен куҫӗсенчен куҫҫуль кӑларнӑччӗ. Вӑл - халӑх дружинин членӗ.

...Коридорта шӑнкӑрав сасси янӑрать. Урок пуҫлама вӑхӑт. Ачасем Владимир Ивановича тимлӗ итлеҫҫӗ. Вӗсемшён юратнӑ вӗрентекенӗн кашни сӑмахӗ хаклӑ.

Г.Матвеев

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика