Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.07.02 Юратнă ĕç- пурнăç тĕшши (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче, эпӗ шкулта вӗреннӗ чухне, ҫур класа яхӑн учитель пулма ӗмӗтленетчӗ. Паян Вӑтакас Кипеч вӑтам шкулӗнче ачасене информатикӑпа коммуникаци технологине вӗрентекен В.Анатольев та ҫӑмӑл мар ҫак ӗҫе ачаллах килӗштернӗ.

Шкулта пӗлӳ илнӗ чухне унӑн пурнӑҫӗнче директорта ӗҫленӗ, физика вӗрентнӗ А.Я.Яковлев пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Алексей Яковлевич ӑчасене хӑйӗн предмечӗпе, ҫӗнӗ темӑпа кӑсӑклантарма пӗлнӗ. Ял-йышра та хисепре пулнӑ. Уроксенче, ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗсенче вӑл калаҫнӑ чухне шӑна вӗҫни илтӗ-нетчӗ. Ӑна темиҫе хутчен те район тата ял Канашӗсен депутатне суй-ланӑ. Икӗ ҫулта ҫӗнӗ шкул туса лартсан унӑн сумӗ пушшех те ӳснӗ. Ҫакна курса Вячеслав хӑй умне учитель пулма ҫирӗп тӗллев лартнӑ. Ҫине тӑрсах физикӑна шӗкӗлчеме тытӑннӑ, унпа ҫыхӑннӑ литература вуланӑ, районти олимпиадӑсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ. Вӑтам шкула лайӑх паллӑсемпе вӗҫленӗ, вырӑс чӗлхипе ҫеҫ «тӑватгӑ». Ҫамрӑк каччӑн Чӑваш патшалӑх университечӗн физикӑпа математика факультетне ҫав тери вӗренме кӗрес килнӗ. Ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманни чӑрмантарнӑ ҫав. Слава тӑваттӑмӗш класра вӗреннӗ чухне ашшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗрӗ кӗнӗ. Амӑшӗ фермӑра йывӑр ӗҫшӗн укҫа сахал илнӗ. Ҫемьере тата унсӑр пуҫне шӑллӗпе йӑмӑкӗ пур.

1976 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Слава Анатольев ҫара кайнӑ. Кострома облаҫӗнче хӗсметре тӑнӑ, кӗҫӗн авиаспециалистсем хатӗрлекен курса лекнӗ. Ҫапла каллех парта хушшине ларнӑ. Доска, пурӑ, уроксем, килти ӗҫсем... Преподавателӗ сем вара - офицерсемпе прапорщиксем. Курсантсене ытларах электротехникӑна вӗрентекен Петр Петрович килӗшнӗ. Шкулта физика вӗрентнӗскер Вячеслав пултарулӑхне тӳрех асӑрханӑ вӑл. Анатольев курсант питӗ лайӑх вӗренсе пӗтернӗ, пур предметпа та «пиллӗк» илнӗ. Вячеслав салтакран таврӑнсанах педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренме каймашкӑн тӗв тунӑ.

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ Вячеслав. Студент ҫулӗсем тӗлӗкри пек иртнӗ. Анчах та ҫав самантсем нихӑҫан та асран тухмӗҫ, ҫавӑн пекех - салтакри вӑхӑтсем те. Аслӑ шкулта та В.Анатольев пӗлӗвӗпе, пултарулӑхӗпе палӑрнӑ. Сессисене «пиллӗксемпе» вӗҫленӗ. Юлташӗсем ӑна ушкӑн старостине суйланӑ, каччӑ факультетри комсомол организацине ертсе пынӑ, тӗрлӗ конкурсра, пултарулӑх тупӑшӑвӗсенче хастарлӑх кӑтартнӑ.

- Пирӗн ушкӑн кураторӗ -физика вӗрентес меслетлӗх преподавателӗ Иван Иванович Сарроччӗ. Ҫемҫе, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ, нихӑҫан та сассине хӑпартмастчӗ. Пире педагог ӑсталӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пулӑшас тесе вӑйхалне шеллеместчӗ. Ҫакӑншӑн ӑна пысӑк тав. Институтра вӗреннӗ чухне педагогика, психологи, физика пӗлӗвӗсен ҫӳпҫи самаях пуянланчӗ. Ҫавӑн  пёкех  хӑюллӑрах,  пуҫарулӑрах пулма вӗрентӗм. Ку малашнехи ӗҫре питӗ кирлӗ пулчӗ, - тет Вячеслав Николаевич.

В. Анатольев шкулта чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлет ӗнтӗ. Класс ертӳҫи пулса тӑватӑ класа, 92 ачана пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Пурте вӗсем пурнӑҫра хӑйсен вырӑнӗсене тупнӑ. Ана пӗлтӗрхи вӗренӳ ҫулӗнчи кӑларӑм савӑнӑҫ кӳрет: 22 вӗренекенрен 15-шӗ аслӑ шкулсен студенчӗсем. Икӗ ҫамрӑк ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Тӗрлӗ конкурс-олимпиадӑра малти вырӑнсене йышӑнакан чылай. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи интернет-олимпиадӑра виҫҫӗн призерсен шутне кӗнӗ. Паллах, вӗсен ҫитӗнӗвӗсенче В.Анатольевӑн тӳпи пысӑк. Хӑй те юлашки тӑватӑ ҫулта пултарулӑхне 32 конкурсра тӗрӗсленӗ. Вӑл ертсе, йӗркелесе пынипе шкул сайчӗ республикӑра иккӗмӗш вырӑна тухнӑ: кубока, диплома тата 40 пин тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех кӑҫал шкул сайчӗ вӗренӳ учрежденийӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш конкурсӗн «Чи меллӗ, нумай хыпарлакан шкул сайчӗ» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. «Пултаруллӑ учительсен сечӗ» порталӑн страницисенче те Вӑтакас Кипеч вӑтам шкулӗн сайчӗ лайӑх енӗпе темиҫе хутчен те ҫырӑннӑ. Юлашки пилӗк ҫулта конкурссене хутшӑнса 40 яхӑн грамота, диплом тата сертификат ҫӗнсе илнӗ. Вячеслав Николаевич -физика урокӗсене ирттерес, класс тулашӗнчи сехетсене йӗркелес енӗ-пе хатӗрленӗ 11 ӗҫ авторӗ. Вӗсем пурте «Пултаруллӑ учительсен сечӗ» порталта пичетпеннӗ.

Пултаруллӑ педагогӑн  вӗрентекенӗсем унан чӗрине кӑҫал та хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе ӑшӑтрӗҫ Районти физика, информатика, информаципе коммуникаци технологийӗн предмечӗсен олимпиадисенче пиллӗкӗн малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Саккӑрмӗш класра вӗренекен А.Сорокин сайчӗ республикӑра ирттернӗ конкурсра иккӗмӗш пулчӗ. Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакан О.Абрамова «Физика тата наука-техника прогресӗ» конференцире пӗрремӗш степеньлӗ диплом ҫӗнсе илчӗ. Вячеслав Николаевич хӑйӗн тата ачасен пултарулӑх енӗпе тунӑ ҫитӗнӗвӗсене ятарлӑ сайта вырнаҫтарать. Унӑн сайчӗ ҫӗршыври ӗҫтеш-ӗсен хушшинче хисеплӗ вырӑнсенчен  пӗрне йышӑнать.

Ҫитӗнекен ӑрӑва вӗрентес, воспитани парас ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн В.Анатольева Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин, район администрацийӗн, вӗренӳ управленийӗн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. Тав ҫырӑвӗ те сахал мар. Нумаях пул-масть Мускавран ырӑ хыпар ҫитрӗ: Пӗтӗм Раҫҫейри «Педагогика инно-вацийӗсем» уҫӑ конкурсра В.Анатольев «Социаллӑ наукӑсем» номинацире икккӗмӗш степень диплом ҫӗнсе илнӗ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлё регионӗнчен 759 педагог хутшӑннӑ.

- Учитель ӗҫне суйласа илнӗшӗн савӑнатӑп ҫеҫ. Мӗншӗн тесен вӗрентекен - яланах ачасен, вӗсен ашшӗ-амӑшӗн куҫӗ умӗнче, тимлӗ-хӗнче. Ҫавӑнпа хама чи телейлӗ ҫын тесе шухӑшлатӑп, юратнӑ ӗҫ савӑнӑҫ кӳнине туятӑп. Учитель ӗҫӗ - професси кӑна мар, вӑл - пурнӑҫ тӗллевӗ, тӗшши, - вӗҫлерӗ сӑмахне Вӑтакас Кипеч шкулӗн вӗрентекенӗ В. Анатольев.

Виталий Ачча.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика