Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
2010 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 21-мӗшӗччен республикӑра «Чӑваш Енри ҫулталӑк учителӗ -2010» професси ӑсталӑхӗн рес-публика конкурсӗ иртрӗ.
Учитель вӑл професси кӑна мар, учитель вӑл - пурнӑҫ.
19-мӗш хут пуҫтарӑннӑ педагогсем хӑйсен ӑмӑртӑвне. Тӗрлӗ вӑхӑтра «Ҫулталӑк учи-телӗ» ята тивӗҫнӗ Улатӑр рай-онӗнчи Ирина Львова, Шӑ-мӑршӑ районӗнчи Александр Семенов, Элӗк районӗнчи Вла-дислав Волков Пӗтӗм Раҫҫей-ӗпех палӑрнӑччӗ.
Ҫак виҫӗ кун хушшинче учи-тельсене, паллах, ҫӑмӑлах пул-ман. Хӑйсен ӗҫтешӗсем вал-ли методика семинарӗсем, ҫӗнӗ педагогика технологийӗ-семпе усӑ курса ӑсталӑх уро-кӗсем ирттернӗ. Вӗренӗвӗн ҫӗнӗ меслечӗсемпе ачасен ашшӗ-амӑшне те паллаштар-нӑ.
Кӑҫал пӗтӗмпе 28 вӗрен-текен ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ. Паллах, ҫӑмӑлах пулман. Финала пурӗ 5 вӗрентекен тух-нӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ - Петр Петро-вич Галанкж. Вӑл Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире истори, право тата обществознани вӗрентет.
- Конкурса хутшӑнни хӑвӑн вӑйна тӗрӗслени кӑна мар, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫ та. Учитель ӗҫӗ вӑл яланах сӑваплӑ та сумлӑ пулнӑ, - терӗ уявра Г.П.Чернова министр. Галина Петгювна каланӑ тӑрӑх. юлашки ҫулсенче учительсен ӑсталӑхӗ чылай лайӑхланнӑ: педагогсен 15 проценче асла квалификаци категориллӗ, 20 яхӑн проценчӗн терлӗ патшалӑх тата ведомство наградисем пур.
«Единая Россия» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн политсо-вет членӗ В.Мидуков тата Чӑ-ваш Республикинчи вӗренту" по-печительсен пӗрлӗхӗн предсе-дателӗ Вячеслав Александров республика конкурсӗн ҫӗнте-руҫине Раҫҫей Перекет банкӗн 100 пинлӗх карточки-не пачӗҫ.
- Канаш районӗнчи Ух-манра пӗлу" пухнӑ чухне пирӗн шкула ҫап-ҫамрӑк Галина Егоровна учитель килнӗччӗ. Математикӑпа геометри вӗрентнӗ пире. Пӗлесчӗ сирӗн, мӗнле юратса пӑрахнӑччӗ эпӗ ӑна. Ӑна пулах математикӑна та тӑрӑшса вӗренме пуҫла-рӑм. Сирӗн те юратнӑ вӗре-некенсем ытларах та ытларах пулччӑр, - терӗ уявра Вячес-лав Александров.
- Конкурсӑн пилӗк финалистне - Шупашкарти 61-мӗш шкулти вырӑс чӗлхипе лите-ратури учкгтельне Ирина Ефре-мовӑна, Канашри 7-мӗш шкул-ти кӗҫӗн классен учительне Людмила Храмовӑна, Ҫӗмӗрле-ри 8-мӗш гимназири истори учительне Петр Галанюка, Шу-пашкарти 4-мӗш лицейри хими учительне Евгения Лаптевӑна, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак-ри акӑлчан чӗлхи учительне Ирина Петровӑна хаклӑ парне-сем-ноутбуксемпе нетбуксем парса чысларӗҫ.
Конкурса хутшӑннӑ ытти вӗрентекен те парнесӗр юл-марӗ.
Учитель профессийӗ Турӑ-ран пулсан, ытти пӗтӗмпех -учительсенчен.
Учитель ҫулталӑкӗ пулнӑранши кӑҫалхи чи маттур вӗрен-текенсен уявӗ асра юлмалла, тата та ҫутӑрах, тата та пуян-рах иртрӗ. Ахӑртнех, ачасемшӗн чунне пама хатӗр учительсем нумайлансах пынипе те ҫыхӑн-нӑ пулӗ ҫакӑ. Эрне кун вӗсем пурте Шупашкарти Трактор тӑвакансен Кулыура керменне пухӑннӑччӗ: ҫурхи кун пек ха-васлӑ та ҫутӑ сӑн-питлӗччӗ вӗсем, пирӗн юратнӑ учитель-сем.
Е.АТАМАНОВА.