Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Çĕрпÿ районĕнчи Апакасси пĕлÿ çурчĕ çумĕнче шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ вунă çул каяллах йĕркеленнĕ.
Малтан ялта садик та пулнă-ха, ачасем сахаллансан ăна хăш-пĕр тăрăхри пек хупса хуман, шкул çумне çирĕплетнĕ. Ашшĕ-амăшĕ савăнать кăна куншăн. Ачана ăçта, кампа хăварасси ĕçе çÿрекеншĕн çав тери пысăк ыйту. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра шкул программи те ансатах мар. Пĕрремĕш класа кайиччен вулама-çырма вĕреннине нимĕн те çитмест.
Шкул çумĕнчи ушкăна виççĕрен пуçласа çичĕ-сакăр çулчченхи 15 ача çÿрет. Шăпăрлансене таврари çичĕ ялтан илсе килеççĕ.
- Пĕр ушкăнра - тĕрлĕ çулти ача. Кунта вĕсем пысăк çемьери пек ÿсеççĕ. Çулĕсем расна пулни йывăрлăх кăларса тăратмасть. Кĕçĕннисем аслисемпе лайăхрах аталанаççĕ, пĕрлех выляççĕ. Пĕчĕккисем кашни кунах пысăккисемпе юнашар пулнăран вулама-çырма та хăвăртрах вĕренеççĕ, - теççĕ Ольга Арсентьевнăпа Лидия Федоровна воспитательсем.
Шкул çулне çитменнисем валли уйăрнă пĕчĕк кĕтесре хăтлă та тирпейлĕ. Ачасем валли çемçе трансформер, çĕнĕ сĕтел-пукан туяннă. Шăпăрлансем юратакан сĕтел çи вăййисем, конструкторсем те çÿлĕк туллиех. Теттесем, пособисемпе кĕнекесем, вĕренÿ хатĕрĕсем туянма, юсав ĕçĕсем ирттерме ашшĕ-амăшĕ май пур таран пулăшать. Тĕпренчĕкĕсемшĕн, вĕсене лайăх условисенче пурăнтарассишĕн укçа-тенкĕ шеллемеççĕ вĕсем. Çавна май шкул территорийĕнчи верандăна та çĕнетнĕ, сăрласа илемлетнĕ.
- Çĕнĕ япаласемшĕн ачасенчен ытларах хамăр савăнатпăр, - теççĕ воспитательсем. Паллах, вĕсене аталантарма йăлтах кирлĕ: тĕрлĕ вăйă, тавра курăма ÿстерекен кĕнекесем, теттесем... Çутă та хăтлă, юмах тĕнчине аса илтерекен пÿлĕмсенче ачасем хăйсене килти пекех туяççĕ. Шкул çулне çитнĕ тĕле шăпăрлансем лайăх вулама-çырма вĕренсе çитеççĕ. «Раз - ступенька, два - ступенька» кĕнекепе хатĕрлеççĕ вĕсене «авторĕсем Л.Г.Петерсон, Н.П.Холина». «Умные книжки» серинчи тестсемпе усă кураççĕ.
- Вĕренес туртăмĕ пысăк ачасен. Кĕнекесем юратаççĕ, çавăнпа та тĕслĕх библиотекăна час-часах çÿретпĕр, - тет О.Ласточкина.
Воспитательсен иккĕшĕн те ĕç стажĕ пысăк. О.А.Ласточкина 28 çул, Л.Ф.Степанова 35 çул тăрăшаççĕ садикра. Ольга Арсентьевна Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче психологи тата педагогика преподавателĕн специальноçне алла илнĕ. Лидия Федоровна Свердловскри педагогика училищине пĕтернĕ. Ман шутпа, пĕчĕккисене чунран юратсан çеç çак ĕçре тытăнса тăма пулать. Аслисен хăйсен те кашни кунах ача рольне выляма, унăн тĕнчине таврăнма тивет. Ольга Арсентьевна та, Лидия Федоровна та шăпăрлансемшĕн амăшĕ вырăнĕнчех.
- Çĕнĕ çулта хамăрах Хĕл Мучи, хамăрах Юр пике пулатпăр. Юлашки вăхăтра палласа çитрĕç те пите маскăпа хуплатпăр, сасса улăштаратпăр, - кула-кула каласа кăтартаççĕ воспитательсем.
Кĕçĕннисен ушкăнне шкул çумне çирĕплетни калама çук лайăх. Ачасем пĕлÿ çуртне хăнăхаççĕ, учительсене те сăнран паллакан пулаççĕ.
Шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕ пысăк вырăн йышăнать. Кунта темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, чечек ÿстереççĕ. Чечексем тенĕрен, вĕсем пÿлĕмсенче те, кĕçĕннисен кĕтесĕнче те нумай. Тĕрĕссипе, хоя чечеке ларнине пĕрремĕш хут куртăмăр.
Аслисем пахчара тăрăшнине кĕçĕннисем курса ÿсеççĕ. Çавна май хăйсем те хăнăхаççĕ. Ял ачисем темерĕн, халех ĕç патне туртăнаççĕ мăнтарăнсем. Чечек шăварасшăн, çум курăк тăпăлтарасшăн...
Е.Атаманова.