Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.05.06 Çĕнĕ йĕрке тÿлевлине пĕлтермест (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Алина ЛУКИЯНОВА

Раççей Патшалăх Думи кăçалхи акан 23-мĕшĕнче тĕрлĕ саккуна патшалăх /муниципалитет/ учрежденийĕсен право статусне çĕнетессипе çыхăннă улшăнусем кĕртме йышăннă. Ку вĕрентÿ тытăмне те пырса тивет: шкулсене хăйсем тĕллĕн ытларах ĕçлеме, пурлăхпа ирĕклĕнрех усă курма май параççĕ. Анчах ку хыпар реформăсене тиркекенсене килĕшменни куç кĕрет, шкулсем çĕнĕ йĕрке çине куçсан вĕренÿ тÿлевлĕ пулать тесе интернетра пĕлтерме те ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа лару-тăрăва уçăмлатма ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова пресс-конференци ирттерчĕ.

- Статусĕ тăрăх виçĕ тĕрлĕ вĕрентÿ учрежденийĕсем пулмалла: автономи, бюджет тата хысна учрежденийĕсем. Хăшне суйласа илессине шкулсем хăйсем палăртаççĕ. Вĕсене никам та васкатмасть, куçăм тапхăрĕ валли вăхăт çителĕклех. Çапах та 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен йăлтах паллă пулмалла, - терĕ Галина Петровна. - Тÿрех каласа хăваратăп: шкулсене ирĕклĕх ытларах пани граждансен тÿлевсĕр пĕлÿ илмелли Конституци гарантилекен правине нихăш енчен те хĕсмест, бюджетран укçа-тенкĕ уйăрса парасси те çавăн пекех юлать. Пĕлÿ парассине малтанхи пекех патшалăхăн вĕрентÿ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлĕç. Çакна никам та улăштарма пултараймасть.

Кĕскен каласан тĕп вĕренÿ программине кĕртнĕ предметсем валли миçе сехет палăртнă - çавăн чухлех ирттереççĕ. Хушма пĕлÿпе тÿлевсĕр тивĕçтерекен кружоксемпе секцисен шучĕ те чакмасть. Енчен те патшалăх стандарчĕпе çирĕплетнĕ йĕркерен тухса хушма пĕлÿ, пулăшу илес тесен автономлă е бюджет учрежденине тÿлеме тивет. Тĕслĕхрен, иккĕмĕш е виççĕмĕш ют чĕлхене вĕренме е репетитор пулăшăвĕпе усă курма. Шкулсем тĕрлĕ майпа ĕçлесе илме, тупăша хăйсем тĕллĕн тăкаклама пултараççĕ. Çав вăхăтрах, министр палăртнă тăрăх, укçа-тенке ирĕклĕрех тытни ăна тĕлли-паллисĕр пĕтермеллине пĕлтермест. Шкулсен ĕç-хĕлне халĕ те тĕплĕ тĕрĕслесе тăраççĕ, малашне ку тĕлĕшпе тата çирĕпрех пулĕ. Тĕслĕхрен, автономи вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçне ертсе пыма сăнав канашĕсем хутшăнĕç.

Паянхи куна пирĕн республикăри вĕрентÿ тытăмĕнче тăхăр автономи учрежденийĕ: тăваттăшĕ - пуçламăш професси, иккĕшĕ - вăтам професси, виççĕшĕ - хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем. Пресс-конференцие кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен автономи статусĕпе ĕçлекен «Эткер» хушма пĕлÿ паракан центр директорĕ Н.Л.Панченко тата Шупашкарти çак йĕрке çине куçма хатĕрленекен 40-мĕш вăтам шкул директорĕ И.М.Яшина хутшăнчĕç, хăйсен шухăшĕсемпе паллаштарчĕç. Пирĕн республикăри шкулсемшĕн ку ыйтупа пысăк йывăрлăхсемех пулмалла мар пек туйăнать. Вĕрентĕве çĕнетсе улăштармалли комплекслă проектпа виçĕ çул ĕçлени, финанс хăй тĕллĕнлĕхĕ çине маларах куçни хăйĕн витĕмне кÿрет темелле. Çапах та автономи е бюджет учрежденине ертсе пыма пĕлÿ тата ытларах кирлĕ. Çакна шута илсе Вĕрентÿ министерстви республикăри шкул директорĕсемпе çумĕсен пĕр ушкăнне Атăл-Вятка академийĕн Шупашкарти филиалĕн никĕсĕ çинче менеджер ăсталăхне вĕрентнĕ. Çакăн пек курссем татах йĕркелеме палăртнă.

Хальлĕхе çĕнĕ статуса куçма, тĕпрен илсен, хула шкулĕсем хатĕрленеççĕ. Вĕсен хушма укçа ĕçлесе илме услови ытлараххи паллă. «Çав хушăрах хăйсене шанчăклă туякан, паха опыт пухнă хăш-пĕр ял шкулĕн директорĕсем те çĕнĕ йĕркепе кăсăкланаççĕ, вĕсем те паянхи пурнăçран юласшăн мар», - тесе пĕлтерчĕ Г.П.Чернова.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика