Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.28 «Тӑван чёпхе тёнче уҫҫи» (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Вӗрентекенҫулталӑкнехалапласа ЧР вӗрентӳ тагта ҫамрӑксен пол итикин министерстви ЧНКпа, Чӑваш телевиденийӗпе, ҫавӑн пекех педагогика университечӗн этнопедагогика наукӑпатӗпчевинститучӗпе пӗрле «Чӗре кӗввисем» телетӗпел йӗркелесе ирттерет. Виҫҫӗмӗш уявра республикӑри ача сачӗсемпе шкулсенче, ьпти вӗренӳ заведенийӗсенче тӑван чӗлхе вӗрентекен, ку енӗпе кадрсем хатӗрлекен хастарсене чысларӗҫ.

«Тӑванчӗлхетӗнчеуҫҫи», ҫаплаят панӑ телетӗпеле. Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи, кашниншӗнех вӑл тӗнче уҫҫи, чӗре ӑшши, хакпӑран хакли, чи ҫепӗҫҫи те чи илемли. Ахальтени тӗрлӗ халӑх юррисене шӑрантарнипе уҫӑлчӗ уяв.

Республикӑра чӑваш тата вырӑсчӗлхисене тӗпе хурса ӗҫлекен шкулсем ҫӗршер. Ҫав вӑхӑтрах 18 шкулта тутар, 5 шкулта мордва (ирҫе) чӗлхисене вӗрентеҫҫӗ. Ун™ учительсене те чӗннӗ телетӗпеле. Уяв Чӑваш чӗлхи кунӗпе ҫыхӑннӑ пулин те ыттмсене те хисеп туни кирлех, пирӗн шутпа. Акӑ пӗр шкул дирекгорӗ, хӑй вӑл вырӑс, ҫапла каларӗ: «Эпӗ темиҫе сӑмах чӑвашла пӗлетӗп. Шупашкар районӗнчи Тренккасси вӑтам шкулӗн учительници Ираида Фомина темиҫе ҫул каялла В.Путмна чӑвашла юрласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн манӑн та чӑвашла вӗренес шухӑш ҫуралчӗ. Паянхи уяв кӑмӑлӑма пушшех ҫӗклерӗ. Чун вӗҫсе, хӗпӗртесеҫеҫларчӗ. Еплехитречӗпхе.епле хитре йӑлийӗрки, епле хитре тумӗсем!»

Тепетӗпеггге хӑйне чыспанӑ чухне Ираида Аркадьевна Фомина Владимир Владимировичпа тӗл пулса калаҫнӑ самант ӗмӗрӗмӗр асра юлнине, пурнӑҫра хавхалантарса пынине асӑнчӗ В.Путин: «Манӑн та чӑвашла вӗренес килсе кайрӗ», тесе каланине тӗнчери телеканалсем те кӑтартнӑ. Акӑ вӑл чӑваш ятне ҫӗкпенӗ тепӗр самант. Паллах, Чӑваш Республикинче пурӑнакан чӑвашмархалӑхсене ҫакӑ хавхалантарать те,ҫавӑнпапӗрлехвырӑнтихалӑхӑн чӗлхине пӗлменнишӗн пӑшӑрхантарать те.

Ҫавӑнпа мари хӑшӗсем ачисене мӗн пӗчӗкрен чӑвашчӗлхинехӑнӑхтараҫҫӗ?! Ку енӗпе вара ача сачӗсем пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Хӑшӗсенче вара ятарлӑ чӑваш чӗлхи класӗсем, чӑваш этномузейӗоем тата ытти те пур.

Шупашкарти 180,144,177, 75, Ҫӗрпӳри 1мӗш ача сачӗсенче ку енӗпе ятарлӑ программӑсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫав коллекгивсенче Антонина Родионова, Сеида Гаврилова, Зинацца Николаева, Лариса Павлова, Галина Степанова ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.

Тӑван чӗлхешӗн ҫунакансем, унӑн илемне, вӑйхӑватне ыттисем патне ҫитерме тӑрӑшакансем республика шкулӗсенче те нумай. Вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗн 50 яхӑн паттӑрӗ пирки калаҫу пьнӗ телетӗпелте.

Кӳкеҫ 1мӗш вӑтам шкулӗнчи Надеиода Степанова, Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ шкулӗнчи Надежда Махрова, Ҫӗмӗрлери 1мӗш шкулти Любовь Исакова, Канаш райо нӗнчиВӑтакасТатмӑшри Вера Григорьева, Сӗкгӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти Лцция Михайлова, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальтм Нина Левая, Шупашкарти 17,29, 14мӗш шкулсенчи Надежда Биталинӑпа Галина Карсакова, Светлана Петрушкина, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3мӗш вӑтам шкулти Ирина Столбова вӗрентекенсем... Кашнин ӗҫӗнчех ҫӗнни,иктересли,вӗренмеллипур.

Вӑрӑма тӑсӑлчӗ телетӗпел. Ара, кашнинех чыслас, ӑшӑ сӑмах калас килчӗ, паттӑрсен те калаҫас, хӑйсен ӗҫӗсемпе мӑнаҫланас кӑмӑлӗ пулчӗ... Анчах та вӗсен сӑнпичӗ ҫинче япӑххи пӗрре те палӑрмарӗ, йӑлйӑл кулӑ ҫеҫҫиҫрӗ. Ара, ырӑ сӑмах калани, ӗҫе хаклани, ҫакӑншӑн тав туни, санпа пӗрле савӑнни кама хӑпартлантармӗ.

К.Петров.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика