Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.24 Тӑван чӗлхене юратма 43 ҫул вёрентнӗ (Чӑваш хӗрӑрмӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Пӗр уявра Раиса Леонтьевӑпа юнашар ларма тӳр килчӗ. Унӑн сывлӑхӗ хавшакрах ҫав халӗ, часчасах чирлет. «20 ҫулта чухне вара Тури Вылӑ хӗрӗ мӗнле хитре пулнӑ!»  тӗлӗнсе пӑхрӑм ҫамрӑк чухнехи сӑн ӳкерчӗкӗсене.

Ялти хисеплӗ хӗрарӑм Канашра чӑваш чӗлхипе литературин учителӗн дипломне алла илнӗ те Писӗпри 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Шураҫ ял каччи Николай Леонтьев унта математикӑпа физкультура предмечӗсене ертсе пынӑ. Виҫӗ ҫул хӑйсен ялӗсенчен иккӗшӗ Писӗпе пӗрле утнӑ хыҫҫӑн мӑшӑрланнӑ, ҫын патӗнче хваттер тара илсе пурӑннӑ, тепӗр 5 ҫул ку шкултах тимленӗ. Кӗҫех мӑшӑрӑн ывӑлпа хӗр ҫуралнӑ. Пӗр вӑхӑт Р.Леонтьева   Шураҫран 5 ҫухрӑмра

вырнаҫнӑ  Сурӑмпуҫ Шӗмшешри, мӑшӑрӗ Тури Вылӑри шкулсенче ӗҫленӗ. Ялти учителӗн пур ҫӗре те ӗлкӗрмелле. Ҫичӗ ҫултан Раиса Федотовна та Мӑн Вылӑри вӑтам шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ҫав хушӑрах Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе литература факультетӗнче куҫӑмсӑр майпа ӑс пухнӑ. Николай Леонтьевич вара Шураҫри пуҫламӑш шкулӑн ертуҫи пулнӑ.

1983 ҫулта Р.Леонтьевӑна «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» хисеплӗ ят параҫҫӗ. Вӗренекенӗсенчен чылайӑшӗ тарӑн пӗлӳ паракана кӑмӑлланӑран унӑн профессинех суйласа илнӗ. Мӑн Вылӑра Вячеслав Лаврентьев, Галина Иванова, Юнтапара Зоя Абанникова тӑван чӗлхене юратма хӑнӑхтараҫҫӗ.

Вӗсен юратнӑ учителӗ халӗ тивӗҫлӗ канура.

Мӑшӑрӗпе ҫур ӗмӗр пӗр чӗлхерен пурӑннӑ. 4 ҫул каялла Николай Леонтьевич пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Унтан ывӑлӗ Юрий чӗре чирне пула ӗмӗрлӗхех куҫне хупрӗ. «Халӗ мӑнуксемшӗн пурӑнатӑп, вӗсене аслӑ пӗлу илме пулӑшмалла»,  тет тивӗҫлӗ канури педагог. Ывӑлӗн хӗрӗ Лира Леонтьева журналист, Чӑваш наци радион дикторӗ, икӗ мӑнукӗ  студентсем. Владимир ЕГОРОВ. Элӗк районӗ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика