Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.24 Ачисем те маттур (Чӑваш хӗрӑрмӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ялта пурӑнакансен ирирех тӑмалла та выльӑхчӗрлӗх патне тухмалла, ачипӑчине шкула ӑсатмалла. Учителӗн те килти ӗҫсене пуҫтарса хӑвармаллах. Атнарти вӑтам шкулта математика предметне вӗрентекен Анна Прокопьевна кашни ир яланхи сукмакӗпе шкула васкать. Кӗлеткине тӳптурӗ тытса ҫӑмӑллӑн утаканскер ачасемпе сӑпайлӑн, сӑмахӗсемпе ҫынна кӳрентермелле мар шухӑшласа калаҫать.

Унӑн вӗренекенӗсем кашни ҫулах патшалӑх пӗрлӗхлӗ экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытаҫҫӗ. Ачасем хӑшпӗр задачӑна шутлама мансан учитель тепӗр хутчен аса илтерет. Математика ҫӑмӑл наука мар, вӗрентекен мӗн вӑрӑмӑш хисепсене ӑсра хушмакӑларма пултарать, кӗҫӗннисене те тавҫӑрулӑха хӑнӑхтарать. Ӑнланман темӑна тепӗр хут ыйтнӑшӑн пӑшӑрханмасть вӑл, пӗлес тенишӗн савӑнать кӑна. Шкул ачисем

те юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ ӑна. Халӗ те асрахха: аслӑ ывӑлӑма олимпиадӑна яма сӗнчӗ. Эпир хаваспах килӗшрӗмӗр. Алеша пӗрремӗш вырӑн йышӑнса Шупашкарта район чысне хутӗлерӗ. Ачан вӗренес туртӑмӗ ҫирӗпленсе пынин никӗсне хывнӑшӑн Анна Прокопьевнӑна чӗререн тав тӑватпӑр.

Педагог ӗҫӗн тепӗр енӗ вӑл  ачасене тӗрӗс воспитани парасси. А.Лаврентьева халӗ саккӑрмӗш класс ертуҫинче тӑрӑшать. Вӑл уйрӑм ачан хӑйне май кӑмӑлне, ӑстӑнне, пултарулӑхне курма тӑрӑшать. Ана малалла аталантарассишӗн вӑй хурать. Ачана йывӑр иккенне чунӗпе туйса кирлӗ вӑхӑтра ӑшӑ сӑмахпа пулӑшать, хавхалантарать. Вӗренекенсем те учитель хушнине вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ, уроксем хыҫҫӑн пӗрле пуҫтарӑнса ҫӗршыври ларутӑрӑва   сӳтсе   яваҫҫӗ.

Вӗрентекен кӑмӑллине кура тата вӑйлӑрах тӑрӑшаҫҫӗ. Учитель класра йӗрке пулнине юратать. Ачасем те класс ерт^ҫи пирки ыррине ҫеҫ калаҫҫӗ: "Педагог ӗҫӗ ҫӑмӑл мар: вӗренекенсене ӑнланма чӑтӑмлӑх, чун ӑшши кирлӗ. Пирӗн Анна Прокопьевнӑна эпир кӑна мар, ыттисем те юратаҫҫӗ".

А.Лаврентьева шухӑшӗпе кашни ҫынрах мухтамалли те, тиркемелли те пур. Ҫын йӑнӑшсемсӗр пурӑнайманнине ӑнланаканскер тӗпренчӗкӗсене те тӗрӗстӗкел ӳстерме тӑрӑшнӑ. Хӗрӗсем  Надьӑпа Лена  Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ, ҫемьеллӗ. Амӑшӗн ҫулне малалла тӑсаҫҫӗ  ҫамрӑксене пӗлӳ парас ӗҫре вӑй хураҫҫӗ. Ывӑлӗпе кинӗ ялта , тӗпленнӗ. Анна Прокопьевна мӑнукӗсем ӳснине пӑхса хӗпӗртет.

Елена Шорникова. Хӗрлӗ Чутай районӗ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика