Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.24 Мӑнуксем ӑслӑрах (Чӑваш хӗрӑрмӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Манӑн мӑнуксем куллен хаваспах Ишлейри вӑтам шкула васкаҫҫӗ. Иртнӗ кӗркунне парта хушшине ларнӑ Настя хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенӗпе кӑмӑллӑ. С.Захарова ачасемпе тӑрӑшса ӗҫлени палӑрать, вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе те тӑтӑшах ҫыхӑну тытать. Ӑна кура мӑнукӑм та чӑвашла калаҫма ӑнтӑлать: «Светлана Валерьяновна пире вӑрҫмасть, вӑл асӑрхаттарса каланине пуҫтахрах арҫын ачасем те ӑша хываҫҫӗ. Манӑн та ун пекех ырӑ, хитре, ӑслӑ пулас килёт»,  тет.

2мӗш класа ҫӳрекен Никитӑна вӗрентекен Е.Сандимирова та ҫитӗнекен ӑрӑва ырӑ тӗслӗхӗпе илӗртет, тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма пӗчӗкренех хӑнӑхтарать. Елена Васильевна ачасемпе ӗҫлемех ҫуралнӑ,  кашнин чунне витӗр курса тӑрать тейӗн.

Киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ чухне мӑнукӑмсем пулӑшу ыйтсан кӗнеке тытрӑм та питӗ тӗлӗнтӗм: халӗ уравненисене те 2мӗш класранах вӗренеҫҫӗ иккен. Эпир вӗсене 6мӗш класра тин «шӗкӗлчеме» пуҫланӑ. Эпӗ шкул пӗтернӗренпе 37 ҫул иртрӗ. Унтанпа вӗренту программи те улшӑнса йывӑрлансах пырать. Паянхи педагогсем самана таппипе тан утнӑшӑн хӗпӗртетӗп. Мӑнукӑмсене пӗлӳ тӗнчине илӗртме пултарнӑшӑн ӗҫчен учительсене чунран тав тӑватӑп.

Алевтина Никифорова.

Шупашкар районӗ,

Ишлей сали.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика