Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Чунӗнче ырлӑх, ӗҫӗнче пултарулӑх
1955 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче тӗнчене пӗчӗк те илемлӗ хӗрача килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна Юля ят панӑ. Ялта ӳснӗ пулин те килти кӑмакаран тин тухнӑ ҫӑкӑр шӑршипе сайра киленнӗ пекарньӑра вӑй хураканӑн ачисем.
Аттепе анне ытларах лавкка ҫӑкӑрӗ илсе килетчӗҫ. Пирӗн вара питӗ килте пӗҫернине ҫиес килетчӗ. Юлташсем эпир ҫиекеннине тутанассишӗн ҫунатчӗҫ. Ҫапла вара ҫӑкӑрсене пӗрпӗринпе ылмаштараттӑмӑр, аса илет виҫӗ хӗртен пӗри.
Юля малтан ялти шкулта сакӑр класс пӗтернӗ, унтан икӗ ҫул Вӑрмарти шкула ҫӳренӗ. Географ пулас ӗмӗт ӑна Хуҫанти педагогика институтне ҫитернӗ. Ҫак специальноҫа суйлас шухӑш ачан географи вӗренме тытӑнсанах тӗвӗленнӗ иккен. Шкул директорӗ вӗрентекен предмет
тӳрех кӑмӑла кайнӑ.
Георгий Викторович тӗрлӗ минерал кӑтартнӑ самант ӗмӗрлӗхех асра ҫирӗпленнӗ. Юлашкинче ылтӑн кӑтартрӗ. Урок ирттермелли хатӗрсем унӑн яланах ал айӗнчеччӗ. Доска умне темиҫе тӗрлӗ карттӑ ҫакатчӗ те вӗсем тӑрӑх ӑнлантаратчӗ. Ӗмӗтӗм ҫапла "пысӑкланса" пычӗ. Вӑрмарти шкула куҫсан та ҫак дисциплинӑна вӗрентекен М.Голубевӑн урокӗсене юратса итлеттӗм.
Географи факультечӗ кӑсӑклине палӑртать паян учительте тӑрӑшакан Юлия Георгиевна. Институтра вӗреннӗ чухне часчасах уя тухнӑ вӗсем, практикӑра аякри ҫӗрсене те ҫитсе курнӑ. Унсӑрӑн еплеха? Ҫавна май Камчаткӑра, Уралта, Минскпа Питӗр хулисенче Юля студент чухнех пулнӑ.
Алла диплом илсен ҫамрӑк вӗрентекен Вӑрмарти шкула
таврӑннӑ. Кунта вӑл малтанлӑха аслӑ пионер вожатӑйра тӑрӑшнӑ. Пултаруллӑскере хастар ӗҫленӗшӗн комсомолӑн тӗп комитечӗн "Чи лайӑх вӗрентекен" паллипе те чысланӑ.
Ачасемпе ӗҫлеме мана питӗ килӗшетчӗ. Ҫав ҫулсене халӗ те аса илетӗп. Савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ самантсем паян та куҫ умне тухаҫҫӗ.
Пионерсен ҫуртӗнче 2 ҫул тӑрӑшнӑскер ачасемпе тачӑ ҫыхӑнура пулнӑ, ҫапах учительте ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ. 1980 ҫулта вӑл Вӑрмарти шкулта географи вӗрентме тытӑннӑ. 7мӗш класс ертӳҫи пулма шаннӑ ӑна, уйрӑм кабинет уйӑраҫҫӗ.
Юлия Прокопьева ачасене ытларах ҫут ҫанталӑк вӗрентме кӑмӑллать. Ку урока пӗтӗм ачана кӑсӑклантармалла ирттерме пулатьҫке. Вырӑна тухса кӑтартма, тӗплӗнрех паллаштарма май пур. Походсем йӗркелесен таврара мӗнле йывӑҫкурӑк ӳснине пӗрле тӗпчеме, ҫӑлри шыв температурине сӑнама кашни ачашӑнах кӑсӑклӑ пулмалла. Вӗренекенсемпе Минск, Брест, Мускав, Питӗр, Хусан хулисене экскурсипе пӗрре мар ҫитнӗ. Атӑл хӗррине . ҫуран
утнине те каласа кӑтартрӗ вӑл. Пӗр еннелле виҫӗ кун. Паллах, похода тухнисем ҫул ҫинче вӑйӑ та вылянӑ, кӑвайт тавра та пуҫтарӑннӑ. Юлия Георгиевна хӑй те сахап мар вырӑна ҫитнӗ. Хура тинӗс хӗрринче ҫеҫ пулман, ҫапах Кавказ тӑрӑхне курас ӗмӗтне пӑрахӑҫламасть.
Уроксенче ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курнӑ май ачасене чылай енпе кӑсӑклантарма пулать. Ҫакӑнпа Юлия Прокопьева та килӗшет, уроксене тӗрлӗ презентаци хатӗрлесе ирттерет. Шкул тӑррине вырнаҫтарнӑ метеорологи хатӗрӗпе те ачасем хаваспах ӗҫлеҫҫӗ иккен. Компьютерпа тата проекторпа усӑ курмасӑр вара учителӗн пӗр кун та иртмест. Интерактивлӑ карттӑ хӑшпӗр объекта уҫса та кӑтартаять. Ачасене ку тата ытларах илӗртет.
Ҫӗнӗ технологисемпе урок ирттерме ҫӑмӑлрах теме ҫук. Мӗнпе усӑ курассине палӑртма нумай ӗҫлемелле, чылай хатӗрленмелле. Экран ҫине ӳкерчӗк тухса ларни ҫеҫ ҫителӗксӗрҫке. Анчах чылай кӑсӑклӑрах. Урок пуҫланас умӗн доска ҫине таблица ҫакса та вӑхӑт ирттермелле
мар. Ачасене те илемлӗ сюжетсемпе илӗртеетӗн, тет шкулта 30 ҫул ӗҫлесе 25 грамота илме тивӗҫ пулнӑ вӗрентекен. Вӗсен хушшинче 2003 ҫулта ЧР Вӗрентупе ҫамрӑксен политикин министерствинчен илнӗ грамота та, 2006 ҫулта республикӑри "Чи лайӑх класс ертӳҫи" конкурсра "Ӑстаҫӑпа ӑсталӑх" номинацинре мала тухнине ҫирӗплетекен диплом та, пӗлтӗрхи РФ Вӗренту министерствин Хисеп фамоти те. Ачасемшӗн тимлекен хӗрарӑм мӑшӑрӗпе те пионер вожатӑйӗнче ӗҫленӗ чухне паллашнӑ. Олег Николаевичпа пӗр ялтах ҫуралса ӳснӗ пулин те пӗрпӗрне ҫитӗнсен ҫеҫ тӗл пулнӑ. Пулӑшу ыйтакан йӗкӗт шкула телейне шыраса килнӗ тейӗн. Ырӑ кӑмӑллӑ пике хирӗҫлемен. Ҫакӑнтан ҫунатланать те юрату. 1976 ҫулта ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Вӗрентекен мӑшӑрне халӗ те чунран савнине систерет. Икӗ ывӑл ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ Прокопьевсем. Икӗ мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. 85 ҫулти Антонина Федоровна та кинӗпе килӗштерсе пурӑнать.
Татьяна Наумова