Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.20 Юмах витӗмӗпе пӗлӳ ӳсет (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Атнарти вӑтам шкул коллективӗ ҫамрӑк учительницӑна тарават кӗтсе илет. Педагогсем йыша ӑнтӑлуллӑ, пултаруллӑ ӗҫтеш хушӑннине малтанхи кунсенчех туйса илеҫҫӗ... Ҫирӗм сакӑр ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ Л.Н.Мадебейкина ачасене вӗрентме пуҫланӑранпа. «РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ» ята тивӗҫнӗ учитель - чи ӑстисенчен, хисеплисенчен пӗри. Паян унӑн ӑсталӑх урокӗсемпе паллашма килекен чылай. Людмила Николаевна районти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсем валли меслетлӗх занятийӗсем те ирттерет.

Аслӑ классенче ӗҫлекенсем кӗҫӗн класс ачисем вырӑс чӗлхипе япӑх аталаннине, вӗсен пӗлӳ ҫитменнине палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хальхи вӑхӑтра наци шкулӗсенче вырӑс чӗлхине вӗрентессине тӗпрен лайӑхлатас тӗллев лартнӑ. Ҫавна май Людмила Никола-евна ачасен калаҫупа ҫыру чӗлхине аталантарас енӗпе уйрӑмах тимлет. Уроксенче юмахсемпе усӑ курать. Мӗншӗн тесен юмах ачана воспитани пама кӑна мар, чӗлхе илемлӗхне  туйма  пулӑшать,   ачан  калаҫу чӗлхине пуянлатать, вуланӑ текстӑн тӗп шухӑшне ӑнланса илме, кӗске калав йӗрке-леме вӗрентет.

Людмила Мадебейкина ӑслӑлӑх ӗҫне те килӗштерет. Вӑл иккӗмӗш класс валли «Парӑс» учебникпа ӗҫлеме методика сйнӗвӗсем хатбрлеме хушӑннӑ. «Технологи» предметпа Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурсра вӑй виҫнӗ. Ӗҫ опытне сарас тӗлӗшпе район, шкулти методика занятийӗсенче уҫӑ уроксем, ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулса семинарсем иртте-рет. Кӗҫӗн клайсенче ӗҫлеме «Асамат кӗперӗ» программа хатӗрленӗ. Унӑн витӗмӗ пысӑк. Ачасем - шкулти, районти ҫар-патриот юррисен смотрӗсен, спорт вӑййисен лауреачӗсем.

«Учителӗн хальхи вӑхӑтри вӗрентӳ меслечӗсене тӗплӗ пӗлнипе кӑна мар, кӑмӑл-сипет тасалӑхӗпе, ачасене чӑннипех юратнипе палӑрса тӑмалла», - тет Людмила Николаевна. Ҫак сӑмахсене вӑл чӑннипех тивӗҫтерет.

Лев МЕДВЕДЕВ.

Хӗрлӗ Чутай районӗ

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика