Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.16 Вал чун-чӗрере ӗмӗрлӗхе ырӑ йӗр хӑварать (ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

«Хамӑн вӗренекенӗме - республикӑри ҫамрӑк баянистсен конкурсӗн лауреатне, ҫӗре вӑхӑтсӑр кӗнӗ Стасик Григорьева халаллатӑп», - ҫырнӑ Николай Иванов поэт-композитор «Татӑлнӑ кӗвӗ» поэма пуҫламӑшӗн-че. Нумай ҫул Вӑрмарти музы-ка /каярахпа - искусствӑсен/ шкулӗнче ӗҫлекенскер пулта-руллӑ ачан кӗске кун-ҫулне юратуллӑн сӑнласа кӑтартнӑ. Автор пӗчӗк мусӑкҫӑ ҫитӗнӗвӗ-пе чунран савӑнать. Амӑшӗ хут купӑс туянса парсан мӗн тери хавхаланать лешӗ - ҫурхи ӑшӑ ҫил варкӑшӗ сывлӑша ҫӗклентернӗ тейӗн ӑна:

Туйӑм ҫутӑ, аслӑ

Юрӑ-кӗвӗре.

Пурӑнма хаваслӑ

Ҫакӑ  тӗнчере!

Ҫав вӑхӑтрах инкек катрамӗ таҫтан йӑтӑнса килнине те туятпӑр вуланӑҫемӗн. Хӑрушӑ чир Стасике шеллевсӗррӗн ҫатӑрласа тытать: тин кӑна сас парса вӑй илнӗ пултарулӑх кайӑкӗ ҫӳлӗрен ҫӳле вӗҫсе хӑпарас вырӑнне ҫӗре ҫапӑнса анать. Чун тӗпӗнчен шӑранса тухнӑ кӗвӗ туллин янӑраса ӗлкӗрей-месӗрех татӑлать...

Поэма паллӑ ҫыравҫӑн «Маттур ачасем» кӗнекинче пичет-леннӗ. Ытти хайлавӗпе паллашнӑ май «Татӑлнӑ кӗвӗ» вӗсемпе пӗр шухӑш-кӗвӗллине, пӗр сасӑллӑн янӑранине куратӑн. Чӑннипех пултаруллӑ та маттур вӗсем, пирӗн ачасемпе мӑнуксем, пурнӑҫ ҫеҫкисем. Тӗнчене килекен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ӑрусен пӗчӗк паттӑрӗсем.

Ҫакна та асӑрхатпӑр: сӑвӑсенче вӑхӑт-вӑхӑтӑн автор ачалӑхӗ те сасӑ парать: чылай ҫул каяллахи пулӑмсен ахрӑмӗ. Иртнипе хальхи ҫапла тачӑ ҫыхӑнаҫҫӗ, пӗр укерчӗке пӗрлешсе, ачалӑх-ҫамрӑклӑхӑн ытарайми, ӗмӗр манӑҫми чеченлӗхӗпе илӗртӳлӗхне куҫ умне кӑлараҫҫӗ. Ҫакна чи малтанах тӑван шкула, учительсене, пӗр ӳҫӗмри тустантӑшне хапалланӑ хайлавсенче куратпӑр. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑт чунчӗрене яланлӑхах кӗрсе вырнаҫнӑ:

Эх, манман: юратнӑ шкулӑм,

Ӑс паран пире.

Чӗрере, асра эс пулӑн

Ӗмӗр-ӗмӗрех.

/«Юратнӑ шкулӑм»/.

Ҫапах тӳрремӗнех ачасене, вӗсен пурнӑҫӗпе вӗренӗвне, ӗҫне ҫутатакан сӑвӑсем кӗнекере тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чӑнах, мӗнле кӑна сӑнар курмастпӑр пулӗ кунта! Пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӗренӳ - шкул ачин тӗп тивӗҫӗ. Анчах ун ҫине пурте пӗр пек пӑхаҫҫӗ-и-ха? Иван авӑ виҫӗ «пиллӗк» илсе тав-рӑннӑ киле - мӗнле мӑнаҫлан-мӑн? /«Хаваслӑ Иван»/. «Ямӑта хӑнӑхнӑскер» хайлав геройӗ Микулӑн вара «иккӗпех» ҫырлахма тивнӗ: киле панӑ ӗҫсен тупсӑмӗ-хуравне юлташӗсенчен ҫырса илме вӗреннӗскерӗн ку хутӗнче хӑйӗн «ӗнсине карт-карт хыҫма» тивнӗ - ӑнтарайман...

Кӗнекере шкул ачисен вун-вун ҫул ҫирӗпленсе пынӑ ырӑ йӑли-йӗркине кӑтартакан сӑвӑ йышлӑ. Шел, юлашки ҫулсенче ҫав ӗҫ-хӗле манӑҫа хӑваратпӑр мар-и? Сӑмахран, хӑй вӑхӑтӗнче тимуровецсен юхӑмӗ анлӑ сарӑлнӑччӗ. Вӗренекенсем ватӑ ҫынсене кил хуҫалӑхри ӗҫсене тума пулӑшнӑ - мӗнрен япӑх? Кӗнекери «Тимуровецсем» сӑвӑра акӑ ачасем пӗччен пурӑнакан Анук кинемей патне вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ. Пуҫланать вара ӗҫ! Ҫамрӑк йыш шыв курсе килет, хӳме юсать, вутӑ татса ҫурать, картишне шӑлса тасатать... Савӑннӑ кинемей чунран тав тӑвать. Янӑравлӑ сӑвӑсем пире хайхи маттурсен ӗҫлӗ пурнӑҫне шаларах та шаларах илсе кӗреҫҫӗ, унпа тӗплӗнрех паллашма май параҫҫӗ. Тӗлӗнсе пӗтереймӗн. Вун иккӗри Наталие пӑхӑрха авӑ - мӗнле мухтамӑн! Ҫуллахи каникул вахӑтӗнче вӑл колхоз ферминче ӗҫлекен амӑшне хур-кӑвакал чӗпписене пӑхма пулӑшать /«Пултаруллӑ Натали»/- Ҫемен вара пархатарлӑ тепӗр тӗллев тытнӑ: ҫуркунне ялта тӗрлӗ йывӑҫ лартса ырӑ ята тивӗҫнӗ /«Шупашкар парни»/- Петӗр тата! Кӑнтӑртан вӗҫсе килекен ҫунатлӑ тусӗсене - шӑнкӑрчсене - кӗтсе вӗллесем тӑва-тӑва ҫакать /«Хӑнасем валли»/. Кайӑксемшӗн мӗн тери савӑнӑҫ! Автор вӗсемпе тата Петӗрпе пӗрле киленмесӗр чӑтаймасть. «Ҫурхи илем» сӑвӑра кӑмӑлне ҫапла палӑртать:

Йӗс шӑнкӑрав пек

шӑнкӑр-шӑнкӑр

Урамсенче шыв-шур кӗрлет.

Ҫунат ҫапса юрлать те

шӑнкӑрч -

Кӗввипеле чуна ҫӗклет.

Ҫакӑ йӑлтах - шкул пурнӑҫӗ, ачасен ӗҫӗ-хӗлӗпе вӑййи-кулли - ҫут ҫанталӑкпа, поэтӑн тӑван енӗн, Вӑрмар тӑрӑхӗнчи Шӑхаль тӑрӑхӗн, мӗн пӗчӗкрен ӑша кӗнӗ илемӗпе тулса-пӗрлешсе хайлавсен витӗмне татах вӑйлатнӑн, ҫамрӑк ӑрӑва патриот воспитанийӗ парас ӗҫри пӗлтерӗшне ҫӳлерех ҫӗкленӗн туйӑнать.

Кӑҫал Учитель ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Маттур ачасем» евӗр кӗнекесем ҫинчен калаҫни уйрӑмах кирлӗ те вырӑнлӑ. Ара, вулӑрха, сӑвӑсен кашни йӗрки Учителӗн - пирӗн чун-чӗрере ӗмӗрлӗхе ырӑ йӗр хӑваракан ҫыннӑн - ҫутӑ сӑнарӗпе, ӑслӑ шухӑшлавӗпе, мухтавлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе  ҫыхӑннӑ-ҫке!

Аркадий  КАЗАНОВ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика