Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
«Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин хаклавĕ тăрăх чăваш шкул ачисенчен 92 проценчĕ паян тĕнчери чи çÿллĕ стандартсене тивĕçтерекен шкулсенче вĕренеççĕ /Раççейĕпе 60 процента яхăн/. Чăваш Ен шкул олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать.
Пирĕн шкулсенчен вĕренсе тухакан çамрăксем çĕршыври чи лайăх аслă шкулсене вĕренме кĕресси XXI ĕмĕрте 100 хут ытла ÿснĕ! Вăтам пĕлĕвĕн çавнашкал кăтартăвĕсем пирки Америка ĕмĕтленет!» - тесе палăртнă Н.Федоров Президент ЧР Патшалăх Канашне янă «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли» Çырăвĕнче. Çак йĕркесене вуласан ашшĕ-амăшĕн, шкул ачисен, учительсен мăнаçлăх туйăмĕ çуралатех пулĕ тесе шухăшлатăп.
Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулта вĕренекен 300 ача та хăйне чи телейлисен йышне кĕртме пултарать. Тарăн пĕлÿ илме, пур енлĕн аталанма кунта май çителĕклĕ. Шкул директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Галина Ивановна Петрова палăртнă тăрăх, педколлектив виçĕ туртăмпа ĕçлет: вĕрентÿ, ĕç, сывă пурнăç йĕрки. Учительсен пултарулăхĕнчен, ертÿçĕ тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Шкул тĕрлĕ конкурса хутшăнса 1 миллион та 700 пин тенкĕ выляса илнĕ. Унпа классене тĕрлĕ оборудованипе пуянлатма, методика кăтартăвĕсем, сцена валли илемлĕ костюмсем туянма усă курнă.
Шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекенсем вун пĕрĕн. Хăйсен «инноваци лапамĕнче» вĕсем çамрăк ăрăва чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, культури урлă чăн-чăн патриотсем, тăван çĕрĕн гражданĕсем пулса ÿстерме тĕллев лартнă. Пултаруллă педагогсен ĕç опычĕпе паллашма ытти шкултан та ĕçтешĕсем час-часах пуçтарăнаççĕ. Турцирен, Голландирен хăнасем килеççĕ.
Черетлĕ семинара Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç. Л.В.Романова, М.Н.Печникова, М.М.Павлова, Е.А.Захарова, Л.И.Анисимова, З.И.Семенова педагогсем уçă уроксенче ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Мана Елена Александровна Захарова 5-мĕш класра «Тăван хула» темăпа ирттернĕ урок питĕ килĕшрĕ. Ачасен калаçăвĕ хитре, тикĕс, яка. Мĕн кăна ĕлкĕрмерĕç-ши вĕсем кĕске вăхăтрах! Урока пысăк пахалăхпа ирттерме класра компьютер, проектор пурри те пулăшрĕ.
Ачасене юрă-кĕвĕпе туслаштарас тĕлĕшпе Надежда Ивановнăпа Анатолий Никитич Никитинсем нумай тăрăшаççĕ. Вĕсем пулăшнипе чăваш чĕлхи урокĕсем музыкăпа пуянланаççĕ. «Енчен те халăх хăйĕн историне пĕлет пулсан унăн малашлăхĕ пурах. Çакнашкал халăх çĕр пичĕ çинчен çухалма пултараймасть. Вăл, ыттисем пекех, тĕнче культурине хăйĕн тÿпине хыватех», - тет Н.Федоров Президент.
50-мĕш вăтам шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем çине пăхсан эпир пулнă, пур, пулатпăр тесе калама хăюллăнах пултаратпăр.
Елена ЯНДРОВА