Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.20 «Учитель сçн. ман умра…» (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Николай ЛАРИОНОВ

Ялан-ялан ман асăмра

Шкулти пĕрремĕш кун.

Учитель сăнĕ ман умра,

Асрах сасси те ун.

Вăлах вĕрентрĕ вулама,

Таса, хитре çырма,

Пăхмасăр сăвă калама,

Тăван çĕре савма...

Çак сăвва Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи Митта Ваçлей ячĕллĕ вĕрент. центрне ç.рекен Анастасия Клементьева виçĕ çул каялла, тăваттăмĕш класпа сыв пуллашса пиллĕкмĕшне куçнă чухне çырнă. Ăна хăйĕн пĕрремĕш учительницине Людмила Васильевна Николаевăна халланă. (Маншăн вăл анне вырăнĕнчех. Эпĕ унăн кашни сăмахне итлеме тата пурнăçлама тăрăшатăп, калаçăвне, утнине-тăнине, ĕçне-хĕлне пăхса ытараймастăп. Манăн ун пек пулас килет. Çавăнпа эпĕ вăтам шкул пĕтерсен учителе вĕренес ĕмĕтпе пурăнатăп), - тенĕ вăл малалла.

Л.В.Николаева Анат Чакă ялĕнче çураса .снĕ, к.ршĕри Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ хыççăн пуçламăш вĕрент. педагогикипе методикин дипломĕпе тăван яла, хăй вунă çул ç.ренĕ пĕл. çуртне таврăнать. Анчах пуçаруллă та хастар хĕр районти комсомол комитетне кирлĕрех-мĕн - ăна шкул ачисемпе ĕçлекен секретаре суйласа лартаççĕ. Тепĕр çултан Людмила Васильевна малтанхи вырăнах куçма май тупать, ултă çул директорăн воспитани ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕнче вăй хурать. Хăнăхса çитнĕ пулсан та ăна пĕчĕк ачасем çывăхрах. Çакна туйса тăнăран вĕсем патнех яма ыйтать. Вăт çавăнтанпа, тĕрĕсрех каласан 19 çул, кĕçĕн классене вĕрентет.

- Виççĕмĕш классен учительниципе Людмила Васильевнăпа пĕр йышра чылайранпа ĕçлетпĕр, - кăмăллăн калаçать шкул директорĕ В.С.Чернышев. - Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те, ĕçтешĕсем те питĕ хисеплеççĕ ăна. Нихçан та хăшĕ-пĕри пек вĕчĕрхенсе е тарăхса ç.ренине курман. Шел, ун пеккисем те пур пирĕн хушăра. Ăна ачасемпе кăна мар, аслисемпе те кăшкăрса, сасса хытарса калаçнине илтмен. Вăл - йывăрлăхра кирек кама та пулăшма хатĕр çын. Çак ырă енсене ачасем хăвăрт асăрхаççĕ, тĕслĕх илеççĕ. Ырра курса .секен ырă пулать тесе ахальтен каламан...

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура Николай Федоров Президент вĕрентĕвĕн тухăçлă тытăмне хальхи шайран чылай мала иртсе йĕркелемесĕр, аталантармасăр, уйрăм çынна воспитани парса .стермесĕр общество пĕлтерĕшлĕ пĕр тĕллеве те ăнăçлă пурнăçлама май çуккине палăртнăччĕ. Людмила Васильевнăна илес пулсан - çак шухăшсене вăл икĕ теçетке çул ăша хывса ĕçлет. Юлашки тапхăрта кĕçĕн классенчи ачасен ăнланулăхне интеграци урокĕсенче аталанатарс енĕпе тарăн ĕçленине палăртмалла. Урăхла каласан, вулав сехетне вăл музыка е сăнар искусствин предмечĕсемпе пĕрле ирттерет. Çут çанталăк урокĕ чухне ĕç вĕренĕвĕ хушăнать. Математика задачисене шутланă чухне вара татах çут çанталăк патне таврăнма меслет тупать. Çавна май вун-вун çул çирĕпленнĕ урок форми те тĕпрен улшăннă. Л.Николаева ăна питĕ кăсăк, тĕрлĕ майпа усă курса ирттерет. Рольсене пайланă вăйăсене, стандарт мар ăмăртусене, пĕчĕк олимпиадăсенех илер. Вĕсенче ачасен шухăшлавĕ аталанать, пĕл. тата хăнăху илес хавхаланăвĕ .сет. Çакă мар-и ĕнтĕ учителĕн тĕп тĕллевĕ;!

Людмила Васильевна вĕрентекен ачасем районти (Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану) конференцисене çуллен хутшăнаççĕ. Республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илекенсем те пĕрре кăна мар пулнă. Аслă классен учителĕсем кăмăллă: Л.В.Николаева вĕрентнĕ ачасем лайăх пĕл.пе, тăрăшулăхпа палăрса тăраççĕ, ыттисемпе танлаштарсан вĕсем лайăхрах вулаççĕ, шутлаççĕ, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме ăнтăлаççĕ, хăйсем тĕллĕн ăс пухма пĕлеççĕ, тантăшĕсемпе тата аслăраххисемпе пĕр чĕлхе тупаççĕ, вĕрен. хатĕрĕсене тирпейлĕ тытаççĕ. Паллах, дневникĕсенче те (тăваттă) тата “пиллĕк” паллăсем кăна.

Ялан çĕннине шыракан педагог хăй те класс тата шкул шайĕпе кăна лăпланса лармасть. 2007 çулта вăл районта иртнĕ (Вĕрент. процесĕнче педагогика технологийĕсемпе усă курмалли чи лайăх модель) тупăшура пĕрремĕш вырăна тухнă. Унтан (Чи лайăх класс ерт.çи) конкурсра (Новатор - тĕпчевçĕ) номинацире çĕнтернĕ. Пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сумлă çак премие тăватă çын кăна тивĕçнĕ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика