Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.04.02 Ачасем тĕлĕнме, савăнма вĕрентеççĕ (ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Ольга НЕСТЕРОВА

image #1308Тĕрлемес шкулĕнче 316 ача пĕлÿ пухать. Пăрмас, Кармăш ялĕсенчен 70 ача çÿрет. Вĕренÿ çуртĕнче 28 учитель вăй хурать. Учреждени вĕрентĕвĕн харпăр хăй йĕркин технологин теорине тишкерессин сăнав площадки шутланать. Проекта пурнăçа кĕртме чи вăйлă учительсене явăçтарнă. Профильлĕ занятисем ачасене хăйсем суйланă предметсене тарăннăн тишкерме май параççĕ, малашнехи çула уçаççĕ.

Пурнăç - ăмăрту

Çулсем иртсен ачалăх кунĕсене таврăнма ĕмĕтленнĕ-и эсир? Вун пĕр çул такăрлатнă сукмакпа портфеле çурăм хыçне çакса шухăшсăр утнине, тĕрĕслев ĕçĕн тетрадьне хăра-хăра тытнине йăл кулса аса илетпĕр халĕ. Пĕрле вĕренекенсене хутран-ситрен тĕл пулсан та текех уроксене таврăнаймăпăр. Унччен çирĕп сассипе хăратнă учитель те халĕ вашават калаçнăн туйăнать. Иртнĕ кунсене куç умне кăларса ассăн сывламалли тата шкула каялла таврăнакансене ăмсанмалли çеç юлать.

1975 çулта Куславкка районĕнчи Тĕрлемес шкулĕн аттестатне илнĕ Елена Петровна пĕлÿ çурчĕпе уйрăласшăн пулман. Юратнă вĕрентекенĕ Л.И.Чаусова ăс панипе 10 класс пĕтернĕ хĕр И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне докуменчĕсене йăтса кайнă. Биологи предметне килĕштерсе вĕреннĕрен экзаменсене пĕр пăтăрмахсăр тытса студентсен йышне кĕнĕ.

- Лидия Ивановна урокĕсем ыттисенчен уйрăлса тăратчĕç. Çуркуннепе кĕркунне шкул пахчинчен тухмастăмăр. Купăстапа кишĕре, çĕр улмине хамăр ÿстереттĕмĕр. Çырма хĕрринче улмуççисем, çырла тĕммисем чечеке ларатчĕç, таврана ырă шăршă сарăлатчĕ. Шыв витрисене йăтса çырмаран ăмăртмалла чупса хăпараттăмăр. Ывăннине туймастăмăр. Пирĕн çимĕçсене Мускаври курава илсе кайнăччĕ. Шăпах çакă хăпартлантарнăччĕ те ĕнтĕ, - каласа парать Е.П.Васильева. Диплом илсен вăл Куславкка районнех таврăннă, Кармăшра ĕçлеме пуçланă. Çамрăк специалист 3 çултанах Тĕрлемесри пĕлÿ çурчĕн алăкне уçнă. Çĕнĕ вĕрентекене кăмăллăн кĕтсе илнĕ ачасем. Унтанпа 25 çул иртнĕ. Елена Петровнăн ăсталăхне РФ Президенчĕн грантне тивĕçни çирĕплетет. Шкул пурнăçĕпе, учитель опычĕпе паллашма тĕв тытрăмăр.

- Шел те, сехетсене сахаллатсах тăраççĕ. Зоологипе анатоми валли эрнере - 2, ботаника валли 1 сехет уйăрнă. Класра ларсах ÿсен-тăранпа хурт-кăпшанкă пирки вĕрентейместпĕр, тăтăшах Тĕрлемес лесничествине çÿретпĕр. Шкулта “Çамрăк эколог” кружок ĕçлет. Унта 6-11-мĕш классем çÿреççĕ. Хушма занятисене пула çеç олимпиадăсемпе ăмăртусенче мала тухатпăр, - хавхаланса калаçрĕ вĕрентекен. Хăйсемпе мухтанма пултараççĕ вĕсем. Вăрман хуçалăхĕ çумĕнчи питомникре шкул ачисем юман, хыр, чăрăш, çăка хунавĕсем çитĕнтереççĕ. Çулла ретсене çумран тасатаççĕ, çĕре кăпкалантараççĕ. 6-мĕш класра вĕренекен Маша Христофорова “Çут çанталăка сыхласа хăварассишĕн пурнăçланă ырă ĕçсем” Пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тухнă. Республикăри “Шкул лесничествисен” слетне çулсерен хутшăнаççĕ вĕсем. Пĕлтĕр унтан “бронзăпа” таврăннă. Шкул хаçачĕн шăнăрĕнче юман йывăçĕ пулнă. Унăн ешĕл симĕс çулçисем сарă тĕспе ылмашăннă. Çулталăкăн тăватă вăхăтне сăнарлăн палăртнă стена хаçачĕ чи лайăххи пулнă. Кăрлач уйăхĕнче республикăри “Вăрман олимпиади” çут çанталăк тусĕсене пухнă. Маша Христофорова 30 ачапа тупăшнă, II степень Диплом çĕнсе илнĕ. “Чăваш Ен: экологири çĕнĕлĕхсем” проекта Тĕрлемес шкулĕн 2 вĕренекенĕ хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Иккĕшĕ те финала тухнă. Презентацисен ăмăртăвĕ ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче çеç пулин те шăпăрлансем тахçанах хатĕрленнĕ. Республика, Раççей шайĕнчи конкурс жюрине мĕнпе тĕлĕнтереççĕ-ши маттурсем?

- Проектсенче хамăр ĕç-хĕле çутататпăр. В.Харитонов паттăр ячĕллĕ парка ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе никĕслерĕмĕр. Малтанах лаптăка тишкертĕмĕр. Унти ÿсен-тăран кĕнекисене хатĕрлерĕмĕр, пĕвене тасатрăмăр. Çул хĕррипе пилеш хунавĕсем лартрăмăр. Ачасемпе пĕрле ял халăхĕ те вăй хучĕ. Йывăç-курăк чечекĕпе, çимĕçĕпе мĕнле усă курассине те шута илетпĕр. Кĕркунне пилеш, çуркунне чăрăш папкисем, çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче çăка чечекĕ пухса эмел тума паратпăр. Шкул ачисемшĕн çакă кăсăклă. Техĕмлĕ чей лавкка сентрисем çинче кăна йăваланса выртмасть. Вăрманпа пуян тăрăхра чей курăкĕ кашни утăмра, - палăртрĕ Елена Петровна. - Хĕлле те ахаль лармаççĕ, пĕлĕве тарăнлатаççĕ. Гербарие тишкерсе ÿсен-тăран паллисене çыраççĕ. Ятарлă дисксем пăхаççĕ, конкурссене хатĕрленеççĕ. Сайра тĕл пулакан курăксен картотекине йĕркелеççĕ. Шăпах çак эрнере шкулта “Пĕрремĕш çурăлакан чечек” акци пырать. Юр ирĕлнĕ-ирĕлмен шăтса тухнă çеçпĕле ÿкерессишĕн ачасем каникулта та ир-ирех тăма хатĕр.

“Кайăксем -

пирĕн туссем”

Çапларах пĕлтерчĕç вăтам классенче пĕлÿ пухакансем. Кăçал хурăн ращи кайăк-кĕшĕк сассипе янăрасса ĕненеççĕ вĕсем. Ачасем 50 яхăн шăнкăрч вĕлли ăсталанă. Шкулти ĕç урокĕн учителĕ кăтартнипе “çуртсене” килте хатĕрленĕ. Вĕсене çакнипе ĕç вĕçленмен-ха. Вĕренекенсен кĕçĕн туссем миçе вĕллене йышăннипе йышăнманнине палăртма тивĕ. Вĕсене мĕнле кайăксем иленнине те пĕлмелле. Хурăн айĕнчи хуралта кунне икшер сехет ирттерме тивĕ. Пуçаруллисене ку ĕç çунатлантарать çеç.

- Ачасен хавхаланăвĕ хама куçать. Шкулта иртен пуçласа каçчен тăрăшсан та ывăнмастăп. Тивĕçлĕ канăва тухсан ачасемсĕр мĕнле пурăнмалла-ши? - сăмахне тăсрĕ Е.П.Васильева. Вăл “Çулталăк вĕрентекенĕ - 2009” конкурсра хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарнă. Мала тухайманнишĕн пачах та пăшăрханмасть.

- Канашри пĕр шкулта уроксем ирттертĕмĕр. Çынсен опычĕпе паллашса савăнтăм. Ăмăрту аван иртрĕ, - пĕлтерчĕ вăл. РФ Президенчĕн гранчĕпе Елена Петровна вĕр çĕнĕ компьютерпа принтер туяннă. Каçсерен ун умĕнче ларать вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчи вĕренекенсемпе хальхисене танлаштарма ыйтрăмăр.

- Шкулта ĕçлеме пуçланă чухне савăнăçлă самант чылайччĕ. Ачасем хăйсем тĕллĕн вĕренме тăрăшатчĕç, çуллахи практикăна хаваспах килетчĕç. Халĕ ачасене шкул пахчинче ĕçлеттерес тесен ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк ыйтмалла. Ĕç çынна чĕр чунран уйăрнă вĕт! Компьютер ял ачине кăчăк туртать. Тухтăрсем пĕлтернĕ тăрăх, çул çитменнисен монитор умĕнче 40 минутран ытлашши лармалла мар, электрон вăйăсем вара темиçе сехете тăсăлаççĕ.

Уроксене кăсăклă ирттерессишĕн кунĕн-çĕрĕн тăрăшатпăр. Ачасен чунĕнче пĕлÿ çуртине çутас тетпĕр. Кĕçĕннисем пире тĕлĕнме, савăнма вĕрентеççĕ. Вĕсенче тапса тăракан вăй хавхалантарать те, - вĕçлерĕ сăмахне Е.П.Васильева.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика