Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.31 Урок иртни те сисĕнмерĕ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Геннадий КУЗНЕЦОВ.

Хурамал вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Николаевна Шмагина урокне çитсе курма тÿр килчĕ. Хăш вăхăтра иртсе кайрĕ-ши хĕрĕх пилĕк минут? Маншăн кăна мар, ачасемшĕн те çаплах туйăнчĕ пулас. «Шăнкăрав параканĕ йăнăшмарĕ-ши?» - тесе шухăшланă май сехет çине ирĕксĕрех пăхса илтĕм. «Вĕренекенсем унăн урокĕсене мĕншĕн кăмăллаççĕ-ха?» - хамран çапла пĕрре кăна мар ыйтнă эпĕ. Яланах çак хурав патне пырса тухнă: «Вĕрентекен кашни ачана хисеплени кăна мар, унра çĕршывăн пулас гражданинне, пурнăçăн пысăк çулĕ çине тăма хатĕрленекен çынна курса тăрăшнин палăрăмĕ ку. Любовь Николаевна ачан кулянăвĕн-пăшăрханăвĕн сăлтавне пĕлмесĕр унпа нихăçан та калаçу пуçармасть, пĕтĕмпех чĕри витĕр кăларма тăрăшать».

Любовь Николаевна Хурамал шкулне 1973 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан пынă. Пĕчĕк Упакассинче çуралса ÿснĕ Любовь Васильева /хĕр чухнехи хушамачĕ/ кунта педагогсен туслă çемйине лекнĕ. Акă мĕн çырнă вăл хăйĕн аса илĕвĕнче: «Эпĕ вĕрентсе кăларнă пĕрремĕш ачасем - хатĕрленÿ класĕн ун чухнехи вĕренекенĕсем - паян пурнăç çулĕ çине шанчăклăн тăнă, бизнесра та, ытти ĕçре те ăнăçлă ĕлкĕрсе пыракан, çемье ăшшине тирпейлĕн упракан çынсем. Паян та вĕсем манпа кăмăл-туйăмран килекен ырă çыхăну тытаççĕ. Хам ĕçлеме тытăннăранпа класс тата шкул тулашĕнчи ĕçсен йĕркелÿçи /5 çул/ пулса куртăм. «Çуркунне» ача сачĕн ертÿçи те пултăм. Каялла çаврăнса пăхнă май çакна питĕ лайăх туйса илтĕм: Вĕрентекенĕннинчен /пысăк сас паллисемпе çырнă/ яваплăрах ĕç урăх пулма та пултараймасть маншăн».

Любовь Николаевна тĕп ĕçрен уйрăлмасăрах аслă пĕлÿ илнĕ - Арзамасри А.П.Гайдар ячĕллĕ патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Вăл - пĕрремĕш категорири педагог. Чăваш Республикин Вĕрентÿ институтĕнче вырăс чĕлхипе литературин учителĕсен тавра курăмне ÿстермелли курсра ĕçтешĕсене хăй усă куракан меслетсемпе, çĕнĕлĕхсемпе пĕрре кăна мар паллаштарнă.

- Вĕрентекенĕн ĕçĕ çăмăл тесе шухăшлакан хытă йăнăшать, - васкамасăр калаçать Любовь Николаевна. - Пултарулăхпа ăсталăха ÿстермесĕр, малтисенчен вĕренсе пымасăр, ăс-хакăлпа тавра курăма пуянлатмасăр ÿсĕм тăвасси пирки шухăшлани те кăлăхах. Вырăс чĕлхипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытмалла тунă хыççăн яваплăх татах ÿснине туятăп. Эпĕ вун пĕрмĕш класс ертÿçи. Ачасене пиллĕкмĕш класранах ППЭ тытма хатĕрлетĕп. Çав тĕллевпе вĕренÿ-методика комплексĕсемпе анлă усă куратăп.

Л.Н.Шмагина - чăн-чăн новатор, наставник. Унăн килĕнчи архивĕнче хисеп, ĕнентерÿ хучĕ, диплом, тав çырăвĕ миçе-ши? 2006 çулта вăл республикăра ирттернĕ «Класс ертÿçисенчен чи лайăххи» конкурса хутшăннă, çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Çав çулах педагогикăри инноваци проекчĕсемпе программисен «Инноваци - вĕрентĕве çĕнетмелли çул-йĕр» темăпа йĕркеленĕ районти фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă, пĕрремĕш степень диплома тивĕçнĕ. Вĕрентекенĕн ачисем, тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнса, тăван шкула çĕнтерÿçĕсем пулса таврăнаççĕ. Районти, республикăри ăслăлăх практика конференцийĕсенче хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштаракансем те пур. Вăхăчĕ сахалрах пулсан та Любовь Николаевна Хурамалти культура çурчĕн пултарулăх ушкăнне çÿрет, ăста конферансье.

Любовь Николаевна мăшăрĕпе /шел, юратнă упăшки çичĕ çул каялла чирлесе вилнĕ/ икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ, виççĕшне те аслă пĕлÿ панă. Кĕçĕнни Оксана амăшĕн çул-йĕрнех суйласа илнĕ: И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетне пĕтернĕ, Йĕпреç районĕнчи вĕрентÿ пайĕн методисчĕ. «Эпĕ, хам сисмесĕрех, асанне-кукамай пулса тăтăм», - тулли кăмăлпа пĕлтерет Любовь Николаевна.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика