Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.26 Педагог ят-сумӗ ӳстӗр (ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Пӗлтӗр Раҫҫейре Ҫамрӑксен, Чӑваш Енре Ял ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ пулчӗ, кӑҫал вара ҫӗршывӗпех вӗрентекен профессине хисеплесе тӗрлӗ-тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ман шухӑшпа, ку чӑннипех те пысӑк чыс. Этем пурнӑҫӗнче учитель ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнать. Педагог ачасене ҫырма-вулама вӗрентет, тӗрлӗ предмет-дисциплинӑпа паллаштарать, ырра усалтан уйӑрма, аслисене хисеплеме хӑнӑхтарать. Тӑван ҫӗршыва, атте-аннене, пурнӑҫа юратма хистет. Юлашки ҫулсенче вӗрентекен ӗҫӗ сумсӑрланни пирки калаҫнине тӑтӑшах илтме  тур   килетчӗ.   Ачасем  те шкултан ӑс пухса тухсан ҫак профессипе тӑрӑшма палӑртманни сисчӗвлентеретчӗ. Халӗ вара лару-тӑру ырӑ еннелле улшӑнни куҫ кӗрет. Нумаях пулмасть 9-мӗш класра пӗлӳ пухакансемпе пулас професси тавра калаҫрӑмӑр. Вӗсен хушшинче учитель ӗҫне суйлама шут тытнисем пулчӗҫ. Апла шкул ачисене пархатарлӑ ҫак професси илӗртет. Иртнӗ ҫулсенче те ҫӗршыв тата республика ертӳҫисен хушӑвӗсене тӗпе хурса тӑван шкулта тӗрлӗ уяв-конкурс йӗркелеттӗмӗр. Ҫемье ҫулталӑкӗнче ачасемпе аслисен хушшинчи хутшӑнусӗм пирки, ҫемье институчӗ ҫинчен калаҫаттӑмӑр, Ҫамрӑксен ҫулӗнче вӗренекенсене сиенлӗ йӑласенчен пистересси тӗпре пулчӗ. Кӑҫал вара педагог ӗҫне сума сума хӑнӑхтармашкӑн тӑрӑшатпӑр: "ҫавра сӗтелсем", калаҫусем ирттеретпӗр. Тем тесен те ачасем пурнӑҫра вӗрентекен-ӗсен ҫулне суйлани савӑнтарать. Малашне ҫамрӑксем пе-дагогика институт-университетӗнче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн вӗрентӳ тытӑмӗпе пачах ҫыхӑнман ӗҫре ан тӑрӑшчӑр, шкул сукмакнех такӑрлатчӑр, учитель ят-сумӗ ӳснӗҫем  ӳстӗр.

Ирина ПЕТРОВА,

Шӑмӑршӑ  районӗнчи

Пуянкасси тӗп шкулӗн

соцпедагогӗ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика