Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.25 Патреккел шкулӗнче кашни кун тӗрлӗрен (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Елчӗк районӗнчи  Патреккел  шкулне улттӑмӗш урок вӗҫленсен ҫитрӗм. Никама та тӗл пулаймасран шикленнӗччӗ. Ара, хӑш-пӗр ҫӗрте  уроксем  вӗҫленсен  вӗренекенсене те,  учительсене те курма ҫук. Кунта вара...

6-мӗш класс ачисем теннисла выля-малли сӗтел йӗри-тавра кӗпӗрленнӗ. Ӗнер класри пӗтӗм ачана Геннадий Петров ҫӗнтернӗ иккен. Паян та ӑна никам та парӑнтараймасть-ши?

8-мӗш класра вӗренекенсем акт залне пуҫтарӑннӑ. Математика эрни иртет. Эльвира Геннадьевна Иванова ачасем Софья Ковалевская ученӑй ҫинчен мӗн пӗлнине тӗрӗслет.

Ӗҫ тата технологи кабинетӗнче ҫӗвӗ машини пӗр тикӗс ӗҫленӗ сасӑ илтӗнет. Хӗрачасем саппун-кӗпе ҫӗлеҫҫӗ. Светлана Владимировна Доброхотова вӗсене чӑваш тӗрри те тӗрлеме вӗрентет.

Патреккел ачисем халӑх юррисене, юрӑ-кӗвӗ инструменчӗсене калама хӑнӑхаҫҫӗ. Вӗсем ялти культура ҫуртӗнче хормейстерта 40 ҫул ытла тӑрӑшакан Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геннадий Арсентьевич Борисов ертсе пыракан кружока кӑмӑллаҫҫӗ. Кунта ҫурекенсем Ҫӗнтеру кунне халалланӑ концерта хатӗрленме пуҫланӑ.

Светлана ЕРМАКОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика