Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.25 Этемлӗхӗн тӗп профессийӗ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

"Ӑса мул тумасть, мула ӑс тӑвать", - тенӗ халӑхӑмӑр. Эпир мӗн пӗчӗкрен ӑс пухма, вӗренме тытӑнатпӑр. Утма хӑнӑхатпӑр, калаҫма пуҫлатпӑр, пурӑна киле кӗнекепе туслашатпӑр. "Вӗреннӗ ҫын вӗренерен те хурама тӑвӗ", - тенӗ ваттисем. Питӗ тӗрӗс каланӑ.

«Вӗренсе ырӑ ят илнӗ сумлӑ ҫынсем халӗ кашни ялтах пур. Пӗри инженера, тепри учителе, виҫҫӗмӗшӗ профессора тухнӑ, тата теп-ри, тӑван сӑмахлӑхӑн вутлӑ-хӗмлӗ хӑвачӗпе ҫунса тӑра-канни, поэт ячӗпе палӑрнӑ. Асан тытма та ӑс кирлӗ тенешкел, кашни ӗҫех анлӑ пӗлу кирлӗ..." / Г.Н. Волков. Пӗлӳрен хаклӑ пурлӑх ҫук // Ялав.   1991,  9№/.

Вӗрентекен ҫулталӑкӗнче ҫак сӑмахсем уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, шухӑша яраҫҫӗ, ӗнерхипе паянхине танлаш-тарса пӑхма хистеҫҫӗ. Чӑваш Республикин патшалӑх пичет архивӗнче вӗрену ыйтӑвӗпе ҫырнӑ пичет докуменчӗсем ҫителӗклӗ упранаҫҫӗ. Вӗсене тишкернӗ май хӑш-пӗр пулӑмпа паллаштарас шухӑш ҫуралчӗ.

Вӗрентекенсем хатӗрлес ыйту чӑваш халӑхӗ умне автономи облаҫӗ туса хуричченех ҫивӗч тӑнӑ. Чи малтанах пуҫламӑш шкулпа вӑтам шкулсем валли учительсем вӗрентсе кӑлармалла пулнӑ. Вӗсене хатӗрлес ыйтупа ун чухне, 1918-1919 ҫулсенче, Национальноҫсен ӗҫӗсен Халӑх комиссариачӗ ҫумӗнчи Чӑваш пайӗ ӗҫленӗ. Ку пай Хусанта вырнаҫнӑ. Унӑн тӗллевӗ наци шкулӗсем вал-ли чӑвашсенчен педагогсем вӗрентсе ҫитӗнтересси пулнӑ. Ҫак ыйтӑва татса парас шутпа Чӑваш пайӗ ӗлӗкхи учительсен семина-рийӗсемпе иккӗмӗш класлӑ шкулсенчен педагогика тех-никумӗсем туса хунӑ, кунсӑр пуҫне Канашра, Пӑрачкавра, Шупашкарта, Хӗрлӗ Чутайра, Вӑрнарта педагогика техни-кумӗсем уҫнӑ. 1919 ҫулта тӗп хуламӑрта Халӑх универ-ситечӗ уҫӑлнӑ. Ҫав ҫулах Хусанта пӗрремӗш сыпӑкри чӑваш шкулӗсем валли учительсем вӗрентсе кӑларакан пӗр ҫуллӑх тӗп педагогика курсӗ ӗҫлеме пуҫланӑ, Чӗмпӗрти чӑваш семинарийӗнчен виҫӗ ҫуллӑх педагогика курсӗ йӗркеленӗ. Апла пулин те вӗрентекенсен шучӗ пӗчӗк пулнӑ. "1919-1920 вӗрену ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле ҫӗнӗ чылай шкул уҫма палӑртнӑ, анчах учительсем ҫуккипе вӗсем уҫӑлаймасӑ-рах юлнӑ. Пӗтӗмпе ҫав вӑхӑтра 1-мӗш сыпӑкри шкулсенче 500, 2-мӗш сыпӑкри шкулсенче 92 учи-тель ҫитмен", - тесе па-лӑртнӑ Г.Александров педа-гог-тӗпчевҫӗ "Чӑвашсен автономичченхи ҫӗнӗ шкулӗсем" ятлӑ статйинче /Ялав. 1970,   6№,   29  стр./.

1920 ҫулхи ҫӗртме уй-ӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫне туса хурсан хут пӗлменлӗхпе анлӑн кӗрешме пуҫланӑ. Пур ҫӗрте те кружоксем, пунктҫем, шкулсем уҫнӑ. 1921 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш рабфакӗ хута кайнӑ. Кун пирки чӑваш халӑх хаҫачӗ "Канаш" /халӗ "Хыпар"/ ҫапла пӗлтернӗ: "Раштавӑн 29-мӗш кунӗ пӗтӗм чӑвашшӑн чаплӑ, паллӑ кун. Вӑл кун Шупашкарта облаҫӑн Ҫутта кӑларакан пайӗ тӑрӑшнипе ӗҫлекенсемпе хресчен ҫамрӑкӗсем валли пысӑк шкул "Рабочий факультет" уҫӑлчӗ. Вӑл кун чӑваш халӑхӗн истори кӗнекине хӗрлӗ сас паллисемпе ҫырӑнма тивӗҫлӗ. Ҫак шкул чӑваш халӑхӗшӗн ҫутатса тӑракан хӗвел вырӑнне пулмалла. Вӑл малалла тӗтре пек хупласа тӑракан тӗттӗме чӑваш халӑхӗ ҫинчен сирӗ. Юпа уйӑхӗ панӑ ирӗк Чӑваш облаҫӗнче ҫав кун пит те аслӑн курӑнчӗ " /К.Н. Ӗҫлекенсемпе хресченсен чӑваш факультечӗ // Канаш, 1922, кӑрлач,  1/.

Чӑваш рабфакӗ ҫултан-ҫул малалла кайса чаплӑ шкул пулса тӑнӑ. 1930 ҫул тӗлне вӗсен шучӗ республикӑра 5-е ҫитнӗ. Каярахпа рабфакра вӗреннӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ аслӑ шкулсенче ӗҫлекен паллӑ педагогсем, профессорсем пулса тӑнӑ.

Вӗсен шутӗнче - С.Ф.Сайкин, П.В.Васильев, И.Д.Кузнецов, Н.А.Архипов, М.И.Ундрицов тата ыттисем.

Учительсем хатӗрлес ӗҫ республикӑра ҫулсерен ата-ланса пынӑ. 1930 ҫулта Шупашкарта пирвайхи аслӑ вӗренту заведенийӗ - Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗ - уҫӑлнӑ, 1934 ҫулта - Учительсен инсти-тучӗ. "Ҫиччӗмӗш пилӗк ҫуллӑх вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикинче аслӑ пӗлӳ илнӗ специалистсен шучӗ 16700 ҫын пулнӑ, саккӑрмӗш пилӗк ҫуллӑх вӗҫӗнче 24400 ҫынна ҫитнӗ", - пӗлтернӗ В. Долгов "Чӑваш рабфакӗсен историйӗнчен" статйинче /Халӑх шкулӗ-Народная школа. 2005,   5№,   27-31   с/.

Учитель профессийӗ йывӑр, анчах пархатарлӑ, каш-ни ҫын пурнӑҫ ҫулӗ ҫине шкул хыҫҫӑн тӑрать. Ҫакна шута илсе вӗрентекенсен ӗҫне 30-мӗш ҫулсенчех пысӑка хурса хакланӑ. "1939 ҫулта СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн указӗпе килӗшӳллӗн 4331 вӗрентекене орден-медаль парса чысланӑ. Вӗсен шутӗнче 30-шӗ пирӗн республикӑран пулнӑ..." /философи наукисен кандидачӗн Г.Н.Плечовӑн "Халӑх шкулӗ" журналта 2005 ҫулхи 5-мӗш номерте пичетленнӗ "Их чествовала вся республика" статйинчен/. Ҫак пулӑма республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналта анлӑ ҫутатнӑ. Тӗслӗхрен, Хӗрлӗ Чутайри Ишеккасси пуҫла-мӑш шкулӗнче ӗҫлекен В.А. Орлов учителе "Хисеп Палли" орденпа чыслани ҫинчен "Красная Чувашия" хаҫатӑн 1939 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи номерӗнче ҫырса кӑтартнӑ.

1939 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче "Чӑваш коммуни" хаҫатра С.Ялави-нӑн "Илемлӗ пурнӑҫ" ятпа пысӑк очерк ҫапӑнса тухнӑ. Кунта "ӗҫре палӑрнӑшӑн" медале тивӗҫнӗ  И.Я.Зайцев

учителӗн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Пат-тӑр учитель Елчӗк районӗн-чи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче 1859 ҫулта ҫуралса уснӗ. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫ-ҫӑн чӑваш ачи ашшӗнчен вӑрттӑн Чӗмпӗре кайнӑ, унти чӑваш шкулӗнче ' вӗреннӗ. Кайран Хирти Сӗнтӗр шкул-ӗнче /Комсомольски районӗ/ учительте 57 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл вӗрентнӗ ачасем пурте ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫынсем пулнӑ. Статья вӗҫӗнче автор Н.К.Крупская И.Я.Зайцев патне янӑ ҫырӑ-ва вырнаҫтарнӑ. Надежда Константиновна вӗрентекене 55 ҫулхи юбилей ячӗпе саламланӑ.

Ҫамрӑксене вӗрентсе воспитани парасси пуринчен ытларах учительрен, професси ӑсталӑхӗнчен тата культуринчен нумай килет. Ҫавӑнпа учитель профессине ҫӗршывра яланах хисепре тытнӑ. Вӗрентекенсен пӗлӗвне, ӑсталӑхне устерес тӗлӗшпе тӗрлӗ канашлу, семинар, съезд, наука-практика конференцийӗ иртнӗ. Малти ретре пыракан учительсене хисеплӗ ятсем парса чысланӑ.

Чӑваш Республики учительсен квалификацине ӳсте-рес енӗпе юлашки ҫулсенче уйрӑмах пысӑк утӑмсем турӗ. Чи пысӑк ҫитӗнӳ - вӗренме тата ӗҫлеме условисем туса пани, вӗрентӗвӗн ҫӗнӗ тытӑмне йӗркелени. Ҫак ӗҫе 90-мӗш ҫулсенче "Ҫӗнӗ шкул" программӑна йышӑн-сан тӗллевлӗ тытӑннӑ. Шкул сӑнӗ палӑрмаллах ҫӗнелсе пырать, паха шкул ҫурчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, чаплӑ оборудо-ванипе пуянланаҫҫӗ, шкул автобусӗсен шучӗ ҫулран-ҫул ӳсет. "Вӗрентӳ" наци проекчӗпе килӗшуллӗн класс ертӳҫисене, пултаруллӑ учительсене, ҫамрӑк талантсене пулӑшсах тӑраҫҫӗ. Раҫҫей конкурсӗсенче пирӗн ентешсем "Чи лайӑх учитель" ята ҫӗнсе илни, чылай вӗрентекен тӗрлӗ гранта тивӗҫни савӑнтарать.

Елена АРЛАНОВА,

ЧР патшалӑх пичет архивӗн пай пуҫлӑхӗ

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика