Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.17 Уҫӑ варкӑш вӑй парать (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

- Геннадий Леонидович, «Вӗрентӳ» наци проекчӗ шкул пурнӑҫне, ӗҫӗ-хӗлне уҫӑ варкӑш вӗрсе кӗртме пултарчё-ши?

- Паллах, лару-тӑрӑва тӗпрен улӑштарнӑ тесен те йӑнӑшмастӑп. Акӑэпирпилӗк ҫул хушшинче шкулта сӗтел-пукана, партӑсене тӗпрен ҫӗнетрӗмӗр. Столовӑйнеҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатрӑмӑр: электроплита, холодильниктуянтӑмӑр. Компьютер кпасӗ те йӗркелерӗмӗр. Халӗсакӑрачапуҫнепӗрком-пьютер тивет (республикипе 10 ачана). Интернет пур. Пирӗн пурлӑхпа техника бази хуларисенчен пӗртте кая мар.

- Столовӑйӗнче апатланн и вӗренекен-сен кӗсйине ҫӳхетсе хӑвармасть-и?

- Туллин апатланма 10 тенкӗ кайса ла-рать. Хамӑрӑн 5 гектар ҫӗр пур. пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла ӳстеретпӗр. Менюра кулленех салат, пулӑ, аш-какай юр-варӗ.

-  Пурлӑхпа техника бази пуянланни ачасен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшрӗ-и?

- Ачасен вӗренес туртӑмӗ ӳсни сисӗнет. Юлашки вӑхӑтра вӑтам шкула кӗмӗл тата ылтӑн медальсемпе вӗренсе пӗтерекенсем хушӑнсах пыраҫҫӗ.  Пӗлтӗр сакӑр ҫамрӑк аттестат илчӗ, ҫиччӗшӗ аслӑ шкулсенче пӗлӗвнемалаллаӳстерет. Иккӗшӗ вара Мускаври универсмтетра. Ҫакӑ пирӗншӗн ҫитӗнӳ, ӗҫ-хӗл кӑтартӑвӗ.

-Ял ачисем хуларисемпе танлаш-тарсан хушма пӗлӳ ҫителӗклӗ илейменнишӗн пӑшӑрханмаҫҫӗ-и?

- Ҫапла, ялта хушма пӗлӳ илме, пул-тарулӑха аталантарма йывӑртарах. Шкулта тӳлевсӗр кружоксем пур-ха, ҫапах са-хал. Хулара пултарулӑх центрӗсем, спорт шкулӗсем... Условисем йӑлтах туса панӑ. Унччен   пирӗн студи, хор, хореографи, сцена искусстви уйрӑмӗсем ӗҫленӗ. Ача-пӑча хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха     са-вӑнтарнӑ,    конкурссене    хутшӑннӑ. Пӗлтӗрхи декабрьте вӗсем хупӑнчӗҫ, шалу фончӗ пӗчӗкленнипе ертӳҫӗсене тӳлеме пӑрахрӗҫ.  Ача-пӑчан чун килӗш-нине суйласа илме те ҫук. Пирӗн вара 163 вӗренекен. Пушӑ вӑхӑтне ӑҫта ирттермел-ле? Кӳкеҫре Ҫамрӑксемпе ача-лӑча пул-тарулӑх ҫурчӗ пур-ха,   пирӗншӗн ытла инҫе. Ишлей тӑрӑхӗнче тепре кирлех, унта ятарлӑ специалистсем ӗҫлеччӗр. Тӑрӑн, Ишлей, Мемӗш, Катраҫ енче пурӑнакан-сем те хушма пӗлӳ  илме, пултарулӑхне аталантарма пултарччӑр.

-  Хӑвӑрӑн ӗҫӗр-хӗлӗре мӗнле хак-латӑр?

- Коллекшв пысӑк мар, анчах пӗчӗк йыш-пах курӑмлӑ утӑмсем тӑватпӑр. Кӑшавӑш-сем район, реслублика ӑмӑртӑвӗсенче, конкурссенче, олимпиадӑсенче час-часах мала тухаҫҫӗ. Кӑҫал «ЕХСELSIOR» конференци-фестивальте районта ҫӗнтерсе республик-ӑра ӑмӑртма тивӗҫрӗмӗр. Хамӑрӑн учитель-семпе чӑннипех мухтанма пултаратпӑр. Е.Майков, В.Кармаков-РФ Вӗрентӗвӗнхи-сеплӗ ӗҫченӗсем, Л.Иванова, З.Варламова, К.Иванов аслӑ категориллӗ специалистсем. Яп учительне хӑйне кӑтартма йывӑр тенипе килӗшместӗп. Ӗҫле, тӑрӑш, тӗрлӗ конкурса хутшӑн - самантрах асӑрхаҫҫӗ.

- Паянхи учителӗн мӗнлерех пулмал-ла?

-   Чи малтанах интеллигент пулмалла. Халӑхра ырӑ ят ҫӗнсе илмелле. Шел, халӗ учитель те, рабочи те хисепрен тухрӗҫ. Па-янхи герой - банкир, олигарх. Телевизорпа та вӗсем хуҫаланаҫҫӗ. Тен, «Вӗрентекен ҫул-талӑкӗнче» пирӗн ӗҫе тивӗҫлипе хакпама тытӑнӗҫ, учителӗн хисеплӗ ячӗ те таврӑнӗ?

- Ял шкулӗн малашлӑхӗ пур-и?

- Яла  аталантарсан, ӗҫ вырӑнӗсем туса ларсан шкул та ҫӗкленет. Йӑлтах пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра ял тӑрӑхӗсене пулӑшма тытӑнни пире те шанӑҫ парать.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика