Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.17 Таван чӗлхе - чун уҫҫи (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Мӗнле пурӑнать паянхи ял шкулӗ, ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ, ӑс-хакӑл. воспитани парас енӗпе епле ӗҫлет, пурнӑҫра тӗл пула-кан йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗн-терсе пырать? Паллашар-ха Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш шкулӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе.

Кӑшавӑш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрен-текен Е.Майкова республикӑра аван пӗлеҫҫӗ. 33 ҫултах «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрен-тӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ята тивӗ-ҫнӗ Евгений Александрович. Те-миҫе ҫул каялла Чӑваш Ен тата Раҫҫей президенчӗсен гранчӗсене илнӗ. Вӑл ҫавӑн пекех тӑван чӗлхе вӗрентекенсен ҫӗршыври конкурсӗн дипломанчӗ.

 

Тавра курӑма саракан уҫлӑх

Ҫирӗп пӗлӳ никӗсне хывасси ӗҫ пӳлӗмӗнчен пуҫпанать. Шкулта чӑваш чӗлхи кабинечӗ ӑс-хакӑл тӗнчинеҫулуҫма, тавра курӑма сарма пулӑшакан уҫлӑх. Мӗн кӑна ҫук-тӑр кунта? Ачасен ҫитӗнӗвӗпе, тӑван халӑхӑн кун-ҫулӗпе, сӑмахпӑхӗпе, сӑвви-юррипе паллаияаракан стеццсем, чӑваш ка-ленцарӗ... «Ашшӗ-амӑшӗн кӗтесӗ» те пур.

- Нумайӑшӗ аслисем ӑҫта ӗҫленине пӗлмест. Килтепӗр-пӗринпехутшӑнмавӑхӑт ҫук пулсан кпасра паллашчӑр, - ӑнланта-рать Евгений Алексанцрович. Таса та ҫутӑ, хӑтлӑ кпасс ешерсе ларакан чечексемпе тата илемлӗрех курӑнать. - Аквариумра пулӑ-сем ишетчӗҫ, сивӗпе пӗтрӗҫ. Чӗвӗлти кайӑк та ирӗке вӗҫсе тухса кайрӗ.

Учителӗнӗҫритӗпхатӗрӗсем -компьютерпа проекгар. Унчченхи пек урок планӗ ҫырса вӑхӑта сая ямасть вӑл. Тӗлӗктермӗш техникӑра 21 ҫул туптанӑ ӗҫ материапӗсем. Республикӑри, ҫӗршыври пултаруллӑ, хао тар учительсен пуян опытне тӗпе хурса хат-ӗрленӗӑна. Ачасемшӗнчиусӑллине, пахине пуҫгарнӑ. Халӗурокраанлӑусӑкурать. Вӗре-некенсен-электронлӑтетрадьсем. Килтиӗҫе дискет ҫырса пурнӑҫлаҫҫӗ. Класри компью-тер ачасен ӗҫне тӗрӗспесе хакпать.

- Кӗнеке-тетрадь вӗсене йӑлӑхтарнӑ. Ҫӗнӗ мел кӑсӑк, хаваспахвӗренеҫҫӗ,-каласа парать Е.Майков.

Урок, ҫӗнӗ тема асра юлччӑр, интереспӗ пулччӑртесе вӗрентӳ ӗҫне ачасене те явӑҫ-таратъ. Анчахрах Ю.-Скворцовӑн «Ултӑк» хайлавӗ тӑрӑх ҫиччӗмӗш кпассем кино та ӳкернӗ. Сочинени ҫырас вырӑнне ҫаканпек пӗлтерӗшлӗ, пысӑк ӗҫ тунӑ вӗренекенсем. Шкулта час-часах пӑхаҫҫӗ ӑна. Ватӑ амӑш-не пӑрахса кайнӑ ҫамрӑкӑн тыткаларӑшӗ ачасен чӗрине пӑлхатни куҫкӗретех.

Вӗрентекене кура вӗренекенӗ

Пурнӑҫпа тан пыма тӑрӑшни ача-пӑча-на та тӗлӗрме памасть. Унӑн вӗренекенӗсем ҫулсерен район, республика олим-пиадисемпе конкурсӗсене хутшӑнаҫҫӗ, малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫал рай-онти «EXCELSIOR» конференци-фестивальте Алексей Георгиевпа Ольга Дмит-риева ӑнӑҫлӑ ӑмӑртса республика конкурсне хутшӑнма тивӗҫнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ» вӑйӑ-конкурсра та пысӑк балсем пухнӑ.

Шкул пурнӑҫне вӗренекенсене ытларах явӑҫтарма, кӑсӑкпантарма педагог «Калем» хаҫат кӑларса тӑрать. Ачасемпе «Шкулӑн кӗнеке рекордне» хатӗрлеҫҫӗ.

«Аван-и?»

- Евгений Александрович, эсир ачасемпе хӑвӑра кам пектуятӑр: аслӑ юлташӗ пек е учитель евӗр?

- Паллах, чи малтан педагог эпӗ. Анчах вӗсем манра аслӑ юлташне те курасшӑн. Тӑхгав вӑхӑтӗнче ҫакӑ уйрӑмах сисӗнег пыр-са канашлаҫҫӗ,  ачашланма хӑтланаҫҫӗ... Ҫемье ӑшши. ҫителӗксӗррипе урӑх ҫӗрте шыраҫҫӗ вӗсем. Эпир час-часах походсене, экскурсисене, ҫул ҫӳревсене тухатпӑр. Пире ҫакӑ ҫывӑхлатать.   Чӑваш чӗлхи кабинетне ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа   пырса кӗреҫҫӗ. «Аван-и?» - тесе тӑван чӗпхепе сывлӑх сунса алӑ тытни темрен те паха. Ҫапах учительпе вӗренекен хушшинче виҫ-еллӗ чикӗ кирлӗ.

-  Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑк ӑру тӑван чӗлхерен ютшӑннӑн туйӑнать.

- Эпир Шупашкар ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ пулин те ачасем  чӑваишах калаҫаҫҫӗ-ха. Тӑван чӗлхене юратасси шкултан, ҫемьерен пуҫланать. Чӑваш чӗлхи сехечӗсене чакар-нине ниепле ӑнланаймастӑп. Экзамен та 9-мӗш класра ҫеҫ. Тӑван чӗлхе - чун уҫҫи, чун ҫимӗҫӗ. Унран ютшӑнса ӳснӗ ача хамӑрӑн халӑхӑмӑра та хисеплеми пулать.

-  Паянхи   учитель сӑн-сӑпачӗ... Мӗнлерех вӑл?

-Учителӗнпурнӑҫран, ҫӗнӗлӗхсенчен юлмалла мар. Ячӗ хисепре пулмалла. Шел, вӗсен шалӑвӗ тивӗҫтермест паян. Педагогӑн та ҫемйине тӑрантармалла. Ирӗксӗр хушма ӗҫ шырама, вӑй-халне урӑх ҫӗре яма тивет унӑн.

-  «Вӗрентекен ҫулталӑкӗнче»   мӗн кӗтетӗр, мӗне шанатӑр?

-  Яваплӑх ӳсет. Конкурссемпе ӑмӑрту-сем нумай палӑртнӑ,  ӗлкӗрсе, пурнӑҫпаса пыма кансӗртерех. Ҫапах педагогсен хӑйсене кӑтартма майсем пур. Кӑҫал учтелӗн пар-хатарлӑ, йывӑрӗҫне тинехтавӗҫлипехаклас-са шанатпӑр.

- Эсир мӑшӑрпа ялан пӗрле: ӗҫре, кил-те. Ывӑнтармасть-и?

-  Мӑшӑрӑм, Маргарита Семеновна, директорӑн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ. Эпир унпа ачаранах пӗрле вӗреннӗ. Ҫакӑ пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма пулӑшать ҫеҫ.   Юратман ӗҫ - тамӑк.  Пире хамӑр суйласа илнӗ професси килӗшет,   вӑй-хӑват парса тӑрать.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика