Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ черетлӗ теле-тӗпелте шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансемпе ӗҫлекенсе-не чысларӗҫ. Алина Варна юрӑҫ, икӗ ача амӑшӗ, рес-публикӑри ача сачӗсенче тӑрӑшакан чи хастаррисене хӑйӗн юррипе саламланӑ хыҫҫӑн чӑтаймарӗ, хушса хучӗ:
- Сиртен хӑратӑп эпӗ: манӑн ача садикрен киле те килесшӗн мар. Тавах сире ачасен чунне тӑван амӑшӗ пекех ҫӗнсе илме пултарнӑ-шӑн.
Сӑмах - Шупашкарти 177-мӗш ача сачӗ пирки. Вӑл пӗчӗккисенче чӑвашлӑх туй-ӑмне ҫуратас, аталантарас, вӑйлатас енӗпе чи ырӑ тӗслӗх кӑтартакансенчен пӗри. Кун-та тӑтӑшах республикӑри ача сачӗсенчен ҫак паха опыта вӗренме ҫӳреҫҫӗ, унпа аслӑ тата ятарлӑ вӗрентӳ шкулӗ-сенчи тӗпчевҫӗсем ҫыхӑну тытаҫҫӗ.
Шупашкарти 180-мӗш ача сачӗ те чӑваш халӑхӗн вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗнче пухнӑ пуян опычӗпе усӑ курса ӗҫлеме тӑрӑшать. Чӑваш ка-лаҫӑвӗпе анлӑрах паллаштар-ма ачасене Пуканесен театрне илсе ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсем патне чӑваш ҫыравҫисене, ал ӗҫ ӑстисене, фольклор ушкӑнӗсене час-часах йыхрав-
лаҫҫӗ. Ачасен хӑйсен "Хунав" фольклор ушкӑнӗ, чӑваш чӗлхи ятарлӑ пӳлӗмӗ пур. Этномузей та йӗркеленӗ. Ана пуянлатас тесе Антонина Ро-дионова нумай тӑрӑшать. Чӑваш аваллӑхӗпе ҫыхӑннӑ материалсем шыраса Патӑрь-ел районӗнчи ялсене те ҫитнӗ вӑл.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш ача садӗнчи Валентина Ба-лукова, ЧР Президенчӗн гран-тне тивӗҫнӗскер, телетӗпеле пухӑннисене тӗлӗнтерчӗ. Вӑл ертсе пынипе хатӗрленӗ "Чӑ-ваш халӑхӗн сӑнавӗсемпе усӑ курса ҫанталӑка палӑртасси" педагогика технологийӗ пур-не те интереслентерсе ячӗ.
Ҫӗмӗрлери 15-мӗш ача сачӗн учитель-логопечӗ Тать-яна Балакурова ӗҫӗ ҫинчен... хӑй ҫырнӑ кӗске поэмӑна каласа пачӗ.
Телетӗпелте 30 яхӑн ӗҫ паттӑрӗ хӑйсен коллективӗ-пе, паха опычӗпе паллаш-тарчӗ. Сӑмахпа ҫеҫ мар -пысӑк залӑн сарлака экранӗ ҫинче видеоклип кадрӗсем, слайдсем умлӑн хыҫлӑн ылмашӑнчӗҫ. Кашнин ячӗпе ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ, телетӗпеле йӗркелекенсем ҫеҫ мар -ашшӗ-амӑшӗ, тус-тӑванӗ пӗрле ӗҫлекенсем вӗсене ҫыххи-ҫыххипе чӗрӗ чечек-сем парнелерӗҫ. Ҫапах хас-тарсене татах та хавхалантараканни, савӑнтараканни -вӗсен ячӗпе хӑйсем ыйтнӑ юрра чӑваш эстрада юрӑҫисем шӑрантарни пулчӗ.
Ҫав вӑхӑтрах хастар ӗҫченсем хӑйсем пултарулӑхӗпе те савӑнтарчӗҫ. Акӑ Кӳкеҫри "Колосок" ача сачӗн заведующийӗ Елена Тихонова рай-онта ҫеҫ мар, республикӑра та малтисен шутӗнчи коллек-тива ертсе пынипе ҫеҫ лӑп-ланмасть, художество пултарулӑх ӗҫне те хастар хутшӑнать. Шупашкарти 182-мӗш ача сачӗн педагогӗ Светлана Лукина вара ташлама та ӑста пулнине кӑтартрӗ.
Телетӗпелте ҫамрӑксен -пулас воспитательсен - пултарулӑхне куракан тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хакларӗ.
П.КОНСТАНТИНОВ.