Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Кӑҫал - Вӗрентекен ҫулталӑкӗ. Ҫакна халалласа пуш уй-ӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче телетӗпел иртрӗ. Хальхинче унта Чӑваш Енри пур район-хулари ача сачӗсенче, шкул ҫулне ҫитмен ача уч-режденийӗсенче вӑй хуракансем пухӑнчӗҫ. Вӗрентӳпе вос-питани ӗҫӗнче тӑрӑшакансем хӑйсемпе, коллективӗсемпе, ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Сӑмахпа ҫеҫ мар, видеоклипсемпе слайдсем урлӑ ӑнлантарчӗҫ.
Чи малти вырӑнта - ӑшӑ сӑмах, тӑрӑшуллӑ ӗҫшӗн тав туни, чыслани. Ӗҫ паттӑрӗсене телетӗпел йӗркелуҫисем ҫеҫ мар, вӗсем пӑхакан ачасен ашшӗ-амӑшӗ, пӗрле тӑрӑша-канӗсем, тус-тӑванӗ, юлташӗ ҫыххи-ҫыххипе чӗрӗ чечек тыттарчӗҫ. Парнесем те пачӗҫ. Вӗсене чӑваш эстрада ҫӑлтӑр-ӗсем юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑран-тарни уйрӑмах савӑнтарчӗ.
Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗн ӗҫе кайнипе, пепкисене ниҫта е никампа хӑварма пултарайман-нипе ирӗксӗрех ача садне ҫул тытма тивет. Телетӗпелте ача сачӗсенче тӑрӑшакансен ӗҫӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн пачах урӑхла шухӑш ҫуралчӗ.
- Ача сачӗ шӑпӑрлансемшӗн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. Вӑл ҫеҫ-и? Пуҫламӑшсен пуҫламӑ-шӗ. Амӑшӗ тӗпренчӗкне мал-танхи утӑм тума, калаҫма хӑнӑхтарать пулсан ача сачӗ вара пепкесен пӗрремӗш пурнӑҫ шкулӗ, - палӑртрӗ Канашри 18-мӗш ача сачӗн заведующийӗ Зоя Павловна Игнатьева. Вӑл ҫак ӗҫре 32 ҫул вӑй хурать. Заведующире - 15 ҫул. Ача сачӗ Чӑваш Республикин Президенчӗн грантне ҫӗнсе илнинче, тӗрлӗ ӑмӑрту-конкурсра ҫӗнтернинче, паллах, унӑн тӳпи пӗчӗк мар. З.П.Игнатьева - Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. 2009 ҫулта Канашра "Хулан чи ӗҫчен хӗрарӑмӗ" ята ҫӗнсе илнӗ.
- Ачасене питӗ юрататӑп, -терӗ Зоя Павловна. - Ҫапах мана чи савӑнтараканни - пирӗн ӗҫ канӑҫсӑрри, шалу пӗчӗкки ҫамрӑксене хӑратманни. Вӗсем чунӗ ыйтнипе ҫак профессие суйлаҫҫӗ.
Асӑннӑ шухӑша Шупашкарти 180-мӗш ача садӗнчи Антонина Анатольевна Родионова воспитательница та палӑртрӗ. Вӑл ӗҫлекен ача сачӗ 20 ҫул пепкесене йышӑнать. Кашни кун унта вӗсем хаваслӑ кӑмӑл-па ҫуреҫҫӗ. 180-мӗш ача сачӗ ачасенче чӑвашлӑх туйӑмӗ ҫуратас, ӑна аталантарас тӗлӗшпе уйрӑмах ырӑ тӗслӗх кӑтартать. Халӑх йӑли-йӗркине шута илсе ӗҫлеҫҫӗ вӗсем. Этномузей пур. Ача садӗнче ӗҫлекенсем И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн тӗпчевҫине М.Б.Кожановӑ-па пӗрле ятарлӑ кӗнеке те кӑларнӑ. Ачасем пӗчӗккӗллех чӑваш тӗррипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Кунта туса хатӗрленӗ "Чӑ-ваш тӗрри ҫыруллӑ" ӗҫ кӗнеки-тетрач-ӗпе республи-кӑри ача сачӗ-сенче инте-ресленсе пал-лашаҫҫӗ, хӑйсем патӗнче усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ачасене тӑван чӗлхен пуян-лӑхӗсене хаклама Шупашкарти 177-мӗш ача садӗнче те пулӑ-шаҫҫӗ. "Мерчен" ку енӗпе ырӑ тӗслӗх кӑтартать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 27-мӗш а шкулти Валентина Николаевна Балукова та телетӗпелте тӗлӗнтерчӗ. Вален-тина Николаевна хатӗрленӗ "Чӑваш халӑх сӑнавӗ урлӑ ҫан-талӑк улшӑннине ,па-лӑртни" педагогика технологийӗ пирки пӗрин хыҫҫӑн тепри пӗлме тӑрӑшрӗ. Чи савӑнтараканни ҫитӗннисем пекех ачасем те каҫса кай-сах кӑсӑкланни. Сӑмах май, паха ҫак р опыт пирки Раҫҫейре тухса тӑракан "Обруч" журнӑлта тӗплӗн ҫырнӑ.
Кӳкеҫри "Колосок", Ҫӗмӗрлери 19-мӗш, Елчӗкри "Ылтӑн пулӑ" ача сачӗсен коллективӗсен, Хӗрлӗ Чутайри Ирина Абакумовӑпа Надежда Гусельщикова воспитательницӑсен куллен туса пыракан пархатарлӑ ӗҫӗнчен вӗренмелли, ырӑ тӗслӗх илмелли те нумай.
Константин ПЕТРОВ.