Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Вӗрентекен хӑш самантра чӑннипе вӗрентекен пулса ҫитет-ха? Мӗн хистет йывӑр ҫак ӗҫе суйласа илме? Элӗк районӗнчи Мӑн Карачура вӑ-там шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литература вӗрентнӗ Нина Михайловна Михайлова ҫапла каласа парать.
- Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсемччӗ, вӑтам шкул пӗтерсен пионер-сен Ҫӗрпу патӗнчи лагерӗнче, Шупашкарти 1-мӗшпе 2-мӗш вӑтам шкулсенче аслӑ вожа-тӑйра ӗҫлеме тур килчӗ. 1-мӗш вӑтам шкулти дружина Зоя Космодемьянская ячӗпе хисепленетчӗ. Ачасем хастарччӗ, тем те тӑватчӗҫ. Тимӗр-тӑмӑр, кивӗ хут пуҫтарнӑ, ват-тисене пулӑшнӑ, концертсем кӑтартнӑ. Мускава ҫитсе Зоя амӑшӗпе Любовь Тимофеевнӑ-па паллашрӑмӑр. Тепрехинче ӑна Володя Семенов ҫунтарса-ӗнтсе ӑсталанӑ Зойӑн сӑнне парнелерӗмӗр. Таврӑнсан Зоя Космодемьянская паттӑрлӑхӗ ҫинчен дружинӑпа отряд пухӑвӗсенче каласа параттӑмӑр. 2-мӗш вӑтам шкул ачисем Женя Крутова амӑшӗпе туслашрӗҫ, ӑна радиоприемник парне-лерӗмӗр. Ачасемпе ӗҫленӗ чух-не вӗрентекен пулас шухӑш тӗвӗленчӗ.
Нина Михайловна Чӑваш пат-шапӑх педагогика институтӗнче ют ҫӗршыв чӗлхисен факульте-тӗнче, И.Н.Ульянов ячӗллӗ уни-верситет уҫӑлсан филологи факультетӗнче пӗлф илнӗ. Еҫлеме ӑна Элӗк районӗнчи Ехремкасси вӑтам шкулне янӑ. Класӗ нимӗнпех те савӑнтарай-ман, ачасем ӗлкӗрсе пырайман.
- Чӑтӑмлӑх кирлӗ пулчӗ. Темӑна ӑнлантарма пур май-семпе усӑ курнӑ. Урокра чӑваш-ла калаҫаттӑмӑр, унтан вырӑсла куҫараттӑм. Сочинени нумай ҫыртӑмӑр. Спектакльсем курма каяттӑмӑр, экскурсисенче пулнӑ - ҫырма ҫӗнӗ темӑсем тупӑ-натчӗҫ. Саккӑрмӗшӗнчен вӗрен-се тухнӑ чухне ҫирӗм ачаран саккӑрӑшӗ вырӑс чӗлхипе "5" паллӑ илчӗҫ. Вуннӑмӗшӗнчен те ӑнӑҫлӑ тухрӗҫ, - тет Нина Михайловна.
Ҫуллахи пӗр сарӑ кун эпир ӑнсӑртран хула урамӗнче тӗл пултамӑр. "Университета кӗрсе тухрӑм. Унта паян пирӗннисем экзамен мӗнле тытаҫҫӗ-ши терӗм те..." Ачисем алӑран вӗҫерӗннӗ ӗнтӗ, ҫапах вӗренте-кенӗн чунӗ чӑтман, яваплӑхӗ сунмен.
Шкул уншӑн сӑваплӑх тӗнчи тейӗн. Пахчара ачасемпе пӗрле лартнӑ йывӑҫсем тӳпене карма-шаҫҫӗ. "Шырав" ушкӑн асран тухмасть: вӑл вӑрҫа хӑйсен ирӗкӗпе кайса ашшӗсемпе юна-шар ҫапӑҫнӑ паттӑрсене шы-ранӑ. Мӗн чухлӗ кӗнеке вуласа тухнӑ!
Нина Михайловна Мӑн Кара-чура вӑтам шкулӗнче 1979 ҫултанпа ӗҫленӗ. Кунта та -вырӑс чӗлхипе литература урокӗсем, класс тулашӗнчи ӗҫсем, пӗлӳшӗн пыракан кӗрешӳ. 1997 ҫулта вӗренсе тухнисем кӑҫал вӑтӑр ҫул тултараҫҫӗ! Куҫ умӗ-нче ҫитӗнсе ҫын пулнишӗн
савӑнать Нина Михайловна. Кач-чӑсен ят тухсан вӗрентекен вӗсене салтака ӑсатнӑ. Таврӑн-сан авланаҫҫӗ те вӗрентекенне туя чӗнеҫҫӗ. "Нина Михайловна пек ҫын тӗнчере сахал, вӑл питӗ ырӑ, кирек мӗнле ыйтупа та эпир ун патне чупатпӑр", -теҫҫӗ. Халь вӗсем, тӗрӗссипе, вӗрентекенӗн хӳтлӗхӗ вырӑнне! Нина Михайловнӑна яланах пу-лӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫулсем хӑвӑрт иртнинчен тӗлӗнмеллиех ҫук пуль. Пӗр ҫыравҫӑ "ҫамрӑклӑх ватлӑха юхса анать" тесе каланӑччӗ. Нина Михайловнӑн 40 ҫулӗ шкулта иртнӗ. Хӑй вӑл Етӗрне районӗ-нчи Ҫӗнӗ Етӗрнерен. Пенсие тухсан тӑван ялне таврӑнман, Мӑн Карачурарах юлнӑ. "Ялне юратрӑм, халӑхне те. Хваттер пур, ҫӗр пур, ӗҫ нумай -мӗншӗн пурӑнас мар?" - хавхаланать вӑл. Пушӑ вӑхӑтра Нина Михайловна чӑвашла, вырӑсла сӑвӑ ҫырать, кӗнеке кӑларма та пултарнӑ.
Валентина МИНЕЕВА