Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
"Ҫынра йӑлтах илемлӗ пулмалла: сӑнӗ те, тумӗ те, чунӗ те, шухӑшӗ те", - тенӗ вырӑссен паллӑ ҫыравҫи А.П.Чехов. Манӑн ҫак сӑмахсене тивӗҫтерекен ҫынпа паллаштарас килет.
Фрида Афанасьевна Храмова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 34 ҫул вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Вӑл - халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ. Район администрацийӗн, вӗрентӳ пайӗн, ял администрацийӗн пуҫлӑхӗн хисеп хучӗсемпе тав ҫырӑ-вӗсене темиҫе хут илме те тивӗҫлӗ пулнӑ.
- Шкула уява кайнӑ пек ҫӳретӗп. Кашни урок, класс тулашӗнчи ӗҫ -маншӑн уяв. Эпӗ телейлӗ ҫын. Ҫумра юратнӑ аннем, мӑшӑрӑм, хӗрӗмсем, кӗрӗвӗм, мӑнукӑмсем, вӗренекенӗм-сем пур, - тет Ф.Храмова.
Фрида Афанасьевна ачасене пӗлӳ пухма, ырӑ ҫын пулма вӗрентет. Унӑн урокӗсенче хӑвна асамлӑ, ҫав вӑхӑтрах усӑллӑ та ӗҫлӗ тӗнчене лекнӗнех туятӑн. Вӗрентекен ачасемпе кӑмӑл-лӑн, ӑшшӑн калаҫать. Ҫав вӑхӑтрах ҫирӗп ыйтать. Учительница ачасен пултарулӑхне аталантарас ыйтусемпе тӗллевлӗ тӑрӑшать. Кашни урокрах ҫӗннине асӑрхама пулать. Ачасен вӗренес туртӑмне ӳстерес, вӗсене ҫӗнӗ темӑпа кӑсӑклантарас тесе пулӑ-шу хатӗрӗсемпе вырӑнлӑ, пӗлсе усӑ курать.
Кӑмӑла та куҫран пӑхсан пӗлме пулать. Ф.Храмова ырӑ, турӗ кӑмӑллӑ ҫын, хӑйӗн шухӑшне пытармасӑр, чееленмесӗр пӗлтерет. Инкеклӗ ҫынна ӑшӑ сӑмахпа йӑпатать, кирлӗ пулсан укҫа-тенкӗпе те пулӑшма пултарать. Сисӗмлӗ те тимлӗ, чунӗ таса. Тӗрӗсех ӗнтӗ, таса чунлӑ ҫыннӑн шухӑшӗ те ырӑ, ӗҫӗ те пархатарлӑ. Ҫакӑн пек ҫын ашшӗ-амӑшӗн ятне те ҫӗртмест, тус-тӑванне те, пӗрле ӗҫлекенсене те сума сӑвать. Халӑхра вӑл - хисепре. Вӗренекенӗсем юратаҫҫӗ, татса па-райман ыйтусене пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Сахал мар ачана пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӗрӗс тӑма пулӑшнӑ. Вӑл вӗрентни-сем паян - мухтава тивӗҫлӗ ҫӗр ӗҫченӗсем, предприятисемпе орга-низацисен пуҫлӑхӗсем, учительсем-пе врачсем, ҫар ҫыннисем... Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑ-наҫҫӗ, юратнӑ учительне манмаҫҫӗ, уявсенче саламлаҫҫӗ. Фрида Афана-сьевна пирки шкултан темиҫе ҫул каялла вӗренсе тухнисем тав туса калаҫаҫҫӗ.
Н.Егорова: Фрида Афанасьевна пирӗн класс ертӳҫи пулнӑ. Шкул пӗтерсен унӑн ҫулӗпе кайрӑм, 23 ҫул шкулта ӗҫлетӗп.
И.Богатнаева: Иккӗмӗш анне вы-рӑнӗнчехчӗ. Пурнӑҫ ҫулӗнчи тумхах-сене ҫӗнтерме, пуҫа ҫухатмасӑр ма-лалла утма хистетчӗ.
Т.Сергеева: Фрида Афанасьевна илемлӗхе курма, ҫынна ӑнланма вӗрентрӗ. Телее хамӑр вӑйпа тупта-маллине ӑнлантӑм.
Р.Савельева: Пурӑнма вӗрентрӗ. Вӑл яланах хитре, ҫамрӑк, ӑна курсан пурӑнас килет.
И.Пономарев: Ырӑ та таса чунлӑ,
турӗ кӑмӑллӑ. Пирӗнпе вӑл чунне парса ӗҫлерӗ. Час-часах походсене, театрсене илсе ҫӳретчӗ.
Л.Никифорова: Турӑ пурне те пӗр пек пултарулӑх памасть. Юратнӑ вӗрентекенӗмӗрте нумай енлӗ пулта-рулӑх хуҫаланать: пысӑк тавра курӑмлӑ, ҫивӗч ӑслӑ учитель, артист /илемлӗ юрлать тата сӑвӑ калать, спектакльсенче вылять/.
Л.Перепелкина: Пурнӑҫра ҫав тери илемлӗ ҫынпа тӗл пулма пӳрнишӗн Турра тав тӑватӑп. Мана вӑл ӗҫлеме, юратма, савӑнма, йывӑр-лӑхсене ҫӗнтерме вӗрентрӗ.
Г.Романов: Ӗҫе тӗплӗ тӑвать. Ҫынсене яланах ырӑ сунать, вӗсемшӗн тӑрӑшать.
З.Ешмейкина: Ваттисен сӑмахӗпе ҫирӗплетес килет: "Ырра курсан ырӑ пулӑн, усала курсан усал пулӑн". Эпӗ ыррине кӑна илнӗ.
В.Туйманкин: Пӗр шкултан тепӗр шкула куҫасси ачашӑн йывӑр. Анчах эпӗ туслӑ та пултаруллӑ класа лекрӗм. Ҫакӑнта Фрида Афанасьевнӑн тӳпи пысӑк, вӑл пире ыттисенчен уйӑр-марӗ, ытларах та юратнӑ пек туйӑнчӗ.
Л.Баринов: Чун-чӗрипе ҫирӗп, ырӑ кӑмӑллӑ. Унран таса та сиплӗхлӗ ҫӑл куҫ тапса тӑрать.
Ҫак сӑмахсем ҫумне тата мӗнех хушса калӑн?
Людмила ЕШМЕЙКИНА