Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.23 Тӑван халӑх аваллӑхӗ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗ - "Родной край /История и культура чувашского народа с древних времен и до X века/" - пичетленсе тухнӑ. Вӑл - пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсен саккӑрмӗш класӗнче вӗренекенсем валли, Чӑваш Ен историйӗпе культурин урокӗсенче усӑ курмалли комплекта кӗрет. Учебника Е.В.Енькка ҫырнӑ, ҫак ӗҫре ӑна паллӑ ӑсчах, филологи наукисен докторӗ Н.И.Егоров профессор нумай пулӑшнӑ.

 

Кӗнекере ӑслӑлӑхӑн юлаш-ки вӑхӑтри пӗтӗмлетӗвӗсемпе усӑ курса чӑваш халӑхӗн мӑн аслашшӗсен паянхи кунччен пӗлсех кайман историне авал-лӑхран пуҫласа вуннӑмӗш ӗмӗрччен - Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне туса хуриччен -пӑхса тухнӑ. Чӑваш халӑхӗн историйӗ, хальхи Монголи территорийӗнчен пуҫланать. 3 пине яхӑн ҫул каялла ҫав вырӑнта чӑваш чӗлхи ник-ӗсленет, унпа калаҫакан йӑхсем - вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен выльӑх ӗрче-текенсем - пурӑнаҫҫӗ. 50 ҫул каялла кӑна-ха ӑсчах-сенчен чылайӑшӗ вӗсем пирки культурӑсӑр, аталан-ман ҫынсем, хурахсем тесе палӑртнӑ. Анчах археолог-сен юлашки ҫулсенчи шы-равӗсем ку шухӑш йӑнӑш пулнине палӑртнӑ. Куҫса ҫурекен ҫынсен ҫав вӑхӑт-шӑн вӑйлӑ аталаннӑ метал-лурги те пулнӑ иккен. Тата Аттила аса илер-ха. Унӑн чӑрсӑр юлан утҫисем Европӑ-на чӗтретнӗ, Рима та парӑн-тарнӑ. Аттил вилсен те хунсен паттӑр ҫул пуҫӗ ҫинчен тата темиҫе ӗмӗр халапсем ҫӳренӗ. Ҫапла вара Азирен Кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ Европӑна ҫитнӗ юлан утҫӑсем майӗпенех куҫса ҫӳреме пӑрахнӑ, паха тӑпраллӑ  тӑрӑхра  ҫӗр  ӗҫӗпе пурӑнма пуҫланӑ, нумай ха-лӑхӑн историйӗнче тата куль-турйн аталанӑвӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Кӗнекере ҫак тапхӑра питӗ кӑсӑклӑ, ҫав хушӑрах ӑслӑлӑх ҫирӗплетнӗ фактсене ҫирӗп пӑхӑнса ҫырса кӑтартнӑ. Чӗлхи ҫӑмӑл, сыпӑксем пӗр-пӗринпе килӗшуллӗ ҫыхӑнса пыраҫҫӗ. Текстра тӗп ҫӑл куҫсенчен илнӗ тата хушма материалсемпе, иллюстраци-семпе - сӑн укерчӗксемпе, ӳкерчӗксемпе, схемӑсемпе, картинӑсемпе - вырӑнлӑ усӑ курнӑ. Учебника илемлете-кенӗ те унӑн авторӗ - Елена Енькка. Елена Викторовнӑн художник тата педагог пулта-рулӑхӗ ҫӗнӗ учебникра уйрӑ-мах витӗмлӗ палӑрать. Ҫак кӗнекене алла илсен шкул ачин вӗренес, нумай пӗлес, ӗҫлес туртӑмӗ ӳсесси иккӗлентермест.

Алина ЛУКИЯНОВА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика