Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Пирӗн шкулта вӗренекенсем ытти предметпа пӗрлех чӑваш чӗлхипе литературине те кӑмӑллаҫҫӗ. "Вӗренес килмест", - текен ачана курман. Чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗ вӗсемшӗн тӑван кил пекех. Кунта чӳрече каррисене те чӑваш тӗрри-эрешӗпе илемлетнӗ.
Ялсенчи ҫемьесенчӗ ачисемпе вырӑсла калаҫакансем пур. Ку вӑрттӑнлӑх мар. Анчах ачасем ман урокра тӑван чӗлхене юратсах вӗренеҫҫӗ. Кашни урока: "Ырӑ кун пултӑр!" - тесе пуҫлатпӑр. Ҫак сӑмахсене малтанах ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те турех хӑнӑхай-марӗҫ. Тӑван чӗлхепе сывлӑх сунни вӗсемшӗн айванларах туйӑнатчӗ. Халӗ кашни класс сывлӑх сунса сӑвӑ калать. Акӑ, сӑмахран, 5 класс ҫапла саламлать:
Калаҫатпӑр чӑвашла,
Шухӑшлатпӑр чӑвашла.
Янӑрать тӑван чӗлхе
Юрӑ евӗр чӗрере.
Ҫак сӑмахсем ача кӑмӑл-туйӑмне чӑвашлӑх-па ҫыхӑнтараҫҫӗ! Кун хыҫҫӑн вӗренекен тӑван чӗлхепе шухӑшлама, калаҫма, вулама хатӗр. Эпӗ сӑвӑ ҫыратӑп, ачасене те хӑнӑхтаратӑп. Кашни класс валли сӑвӑсем хатӗрлетӗп. Пӗр класс питӗ хастар, тепри пуҫарусӑртарах пулсан сӑвӑ кӗвви те хӑйне евӗр хӑвӑртлӑхпа пулса тухать. Урок вӗҫленсен ачасем хаваспах: "Тавтапуҫ урокшӑн! Тепре тӗл пуличчен!" -тесе класран тухаҫҫӗ. Урамра тӗл пулсан: "Ырӑ кун! Ырӑ каҫ!" - теҫҫӗ.
Ачасен чун-чӗринче чӑвашлӑх туйӑмне вӑратас тесе ӗҫре тӗрлӗ мелпе усӑ куратӑп. Пӗччен тӑвакан ӗҫ малалла каймасть. Шкул тулашӗнчи ӗҫсен ертуҫи Е.В.Алангова мероп-риятисене чӑвашла ирттерни ачасене тӑван чӗлхе патне туртать. Шкул коридорӗнчи тӑван чӗлхепе кӑларнӑ хаҫатсем те, плакатсем те чӑвашлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Ку - пӗр кунри мар, куллен пулса иртекен ӗҫ.
Эпӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче 1988 ҫултанпа ӗҫлетӗп. Унтанпа шкултан нумаййӑн вӗренсе тухрӗҫ. Самана та улшӑнчӗ. Анчах тӑван чӗлхе иксӗлмерӗ. Шкул ачине халӗ чӑвашла шухӑш-лама йывӑр. Пур предмета та вырӑсла вӗрентеҫҫӗ. Радио хыпарлав-телекурав - вы-рӑсла. Хула ҫумӗнчи ялсенче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе вырӑсла калаҫма тӑрӑшать.
Вырӑсла пӗлни питӗ кирлӗ - хирӗҫлеместӗп. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев калашле: "Икӗ чӗлхе - икӗ ӑс". Анчах тӑван чӗлхене мӗн пӗчӗкрен вӗренмелле. Ҫакна вырӑс чӗлхине вӗрентекенсем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Хальлӗхе мӗн пулса тухать-ха? Хӑшӗ-пӗрин ачи-пӑчи вырӑсла та, чӑвашла та йӗркеллӗ пӗлмест. Ачисем пӗр-ик сӑмах вырӑсла перкелешсен савӑнаҫҫӗ тата! Ара, вырӑсла калаҫать-ҫке! "Садика не хачу!" - тет. Амӑшӗ: "Натӑ садика, натӑ", - тесе йӑпатать. Ҫавнаш-кал ачасем садикрен шкула вӗренме килеҫҫӗ. Ҫав ачасене пирӗн чӑвашла калаҫма, ҫырма, вулама вӗрентмелле. 1-мӗш телеканалпа Л.Якубович "Поле чудес" кӑларӑмра тӗрлӗ халӑх ҫыннине хӑйсен чӗлхипе калаҫтарать. Чӑваш Республикинчен кайнӑ ҫын чӑвашла сӑмахласан епле хавасланатпӑр!
Уроксене кӑсӑклӑрах ирттерес, предмета вӗрентнӗ чухне ҫӗнӗлӗх кӗртес тесе тӗрлӗ мелпе усӑ куратӑп. Манӑн тӗллев - кашни ачана сӑвӑ ҫырма вӗрентесси мар. Анчах тӑван чӗлхе илемне вӗсем сӑвӑ-юрӑ урлӑ туйса илччӗр тесе тӑрӑшатӑп. Ачасен сӑвви-сене шкулти "Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем" стена хаҫа-тӗнче кӑларатпӑр. Радиопа та пӗрре кӑна мар вуларӗҫ. Районта иртекен конкурссенче мал-ти вырӑнсене йышӑнатпӑр.
Иртнӗ вӗрену ҫулӗнче эпӗ Канаш хулинче иртнӗ республикӑри "Ҫулталӑк учителӗ" тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хушшинчи конкурссене ӑнӑҫлӑ хутшӑнтӑм. Ачасем мана ташӑ-юрӑпа хавхалантарчӗҫ.
Ҫитес кӗркунне ҫӗршывра халӑх ҫыравӗ иртет. Унӑн ыйтӑвӗсенчен пӗри - "Эсир мӗнле чӗлхепе калаҫатӑр?" Ку ыйтӑва чӑваш-сем тӗрӗс хуравласси, чӑвашла калаҫакансем хушӑнсах пырасси пирки иккӗленместӗп.
Алина НИКОЛАЕВА,
вӗрентекен.
Шупашкар районӗ