Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.03.23 Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫуркунне чыслаҫҫӗ (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Лицейре ачасен пӗлӳри ҫитӗнӗвӗсене ҫуркунне, олимпиадӑсем вӗҫленсен пӗтӗмлететпӗр. Олимпиада 3 тапхӑрпа - шкул, район /хула/, республика шайӗнче - иртет. Республикӑри олимпиадӑра вӗренекенсем 21 предметпа тупӑшаҫҫӗ.

Шкул ачисен вӗренекенсен пӗлӗвӗ, тавра курӑмӗ мӗнле шайра пулнине туллин палӑртма май парать. Пултаруллӑ вӗренекенсем кашни класрах пур. Учитель кашни ачапа уйрӑммӑн ӗҫлет. Ӑс-хакӑл тупӑшӑвӗнчи кӑтар-тусемпе ҫитӗнӳсем унӑн ӗҫне те хак параҫҫӗ-ҫке.

Олимпиада - класс тулаш-ӗнчи предметпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене йӗркелемелли мес-летсенчен пӗри. Унта ытларах аслӑ классене явӑҫтаратпӑр. Ачасен пӗлӗвне, вӗренес тур-тӑмне, тавра курӑмне аталан-тарасси тӗп тӗллевсенчен пӗри шутланать. Хатӗрленӳ тапхӑрӗ вӗренӳ ҫулталӑкӗпех пырать. Олимпиада ыйтӑвӗсем шкул программинчи материалтан анлӑрах, кӑткӑсрах пулнӑран тавҫӑрулӑх, чылай вулани, пултарулӑх шайӗ пысӑкки, суйла-са илнӗ предмета лайӑх пӗлни пӗлтерӗшлӗ.

Шупашкарти Г.С.Лебедев гогӗсем пурте яваплӑха туйса ӗҫлеҫҫӗ. Тӑрӑшни сая кай-масть - кӑҫалхи вӗрену ҫул-ӗнче республикӑри 20 ытла предмет олимпиадинче лицей ачисем пӗлу тӗрӗслевӗ витӗр чыслӑн тухрӗҫ. Акӑ вӗсем -республика олимпиадисенче 15 предметпа малти вырӑн-сене йышӑнса медале тивӗ-ҫнисем: А.Игнатьева, В.Васильева, А.Иванова, К.Лесова /чӑваш чӗлхипе литератури/; Н.Александров /вырӑс чӗлхи/; В.Михайлов /вырӑс литера-тури, обществознани, истори/; Л.Григорьева /физика/; В.Михеев, Г.Возяков /истори/; А.Ефимов, М.Тимофеева /физкультура/; И.Миронов, Н.Александров /хими/. Вӗренекенсене олимпиадӑна Р.А.Гаврилова, Г.Л.Ники-форов, Г.П.Дятлова, (О.Я.Иванов, Н.В.Ерезеев, Л.Г.Кузьмина, В.К.Ливанов, В.Н.Бокнӗв, О.П.Федорова, Г.Ю.Егорова учительсем хатӗрленӗ.

Ака уйӑхӗнче шкул пред-мечӗсен Раҫҫей олимпиади иртет. Унта хутшӑнма физкультурӑпа республикӑра 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ Мария Тимофеева тивӗҫрӗ.

Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ халӑхра. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче республика олим-пиадинче ҫӗнтернӗ лицей ачисем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тата учителӗсем шкула пухӑнчӗҫ. Акт залӗнче юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ. Чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Лицей директорӗ Ю.П.Иванов ҫӗнтерӳҫӗ ачасен ашшӗ-амӑш-не тав хучӗ парса чысларӗ. "Кашни ачан пурнӑҫӗнче ашшӗ-амӑшӗ тата учитель тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ачана мӗнле учитель вӗрентни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Лицейре аслӑ категориллӗ педагогсем хӑйсен предметне, ачасене юратса вӗрентеҫҫӗ, - терӗ вӑл. - Вӗрентӳ шайне тата ҫӳллӗрех пусӑма ҫӗклеме, ҫӗнӗ ӳсӗмсемпе ҫитӗнӳсем тума малалла та ҫирӗп ҫыхӑну тытса ӗҫлӗпӗр".

Геронтий НИКИФОРОВ

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика